ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пирĕн ачасем тулли хăрушсăрлăхра пулнине 100 проценчĕпех çирĕплетме пултаратпăр-ши? Шел те, çук. Килте-и, урамра-и, шыв хĕрринче-и - вĕсене пĕр минутлăха та тимлĕхсĕр хăварма кирлĕ мар.
Ачасем тавралăхпа хваттерти е çуртри чỹречерен паллашма пуçлаççĕ. Анчах та шăпах чỹречесем юлашки çулсенче ачасемпе пулнă инкексен сăлтавĕ пулаççĕ. Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, статистика кăтартăвĕсем хăрушă. 2016-2019 çулсенче ачасем чỹречерен тухса ỹксе вилĕмпе вĕçленнĕ тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Нумаях пулмасть Шупашкарта инкек пулнăччĕ. 12-мĕш хутран ỹксе 2 çулхи ачан кун-çулĕ татăлнăччĕ. Следстви практики çирĕплетнĕ май, пур тĕслĕхре те пĕчĕкскерсем кĕске хушăна ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнă тата чỹречесем çинче ятарлă хỹтĕлев хатĕрĕсем пулман. Сирĕн çуртри чỹречесем ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăнине асра тытмалла. Хальхи чỹречене пĕчĕк ача та çăмăллăнах уçма пултарать. Москит сеткăллă чỹрече уйрăмах ачашăн хăрушă, мĕншĕн тесен ăна çỹхе те час ванакан пластикран тунă. Вĕсем пуссанах çурăлса кайма пултараççĕ. Уçă чỹречеллĕ пỹлĕмре нихăçан та ачана тимлĕхсĕр ан хăварăр.
Хĕле валли тĕрлĕ консерв хатĕрлемелли тапхăр пынă май чылайăшĕ тĕпелтен тухма пĕлмест. Çакна валли, паллах, лавккасенче туяннă техĕмлĕх-семпе, уксуспа усă курать. Вĕсене те ал айне хумалла мар. Пĕчĕкскерсене таврари пур япала та астарнине ан манăр. Вĕсен пурне те тытса, тутанса, çыртса пăхас килет. Республикăра ачасем уксус ĕçсе больницăна лекнĕ тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ. Кăçал та инкексĕр мар. Уксус кăна мар, тĕрлĕ вĕтĕр-шакăр япала çăтни те тĕл пулать. Акă нумаях пулмасть врачсем пĕчĕкскерĕн вар-хырăмĕнчен 30 магнит шарик кăларнă. Юрать, вăхăтра пулăшу пама ĕлкĕрнĕ. Çакă та тимлĕхе мала хумаллине пĕлтерет.
Урама тухсан та хăрушлăх кашни енчен кĕтсе илме пултарать. Тĕрлĕ техника чупнă май çул урлă каçнă чух та правилăсене пăхăнмалла, çакăн пирки ачасене пĕчĕкренех асăрхаттарса тăмалла. Тата çуллахи ăшă кунсем тăнă май ача-пăча шыв хĕррине васкать: шыва кĕме, пулă тытма. Çак самантра аслисен вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Çыран хĕрринче тăнă чух ура çăмăллăнах шуса кайма пултарать. Ача ишме пĕлсен те шывпа чыхăнаять. Пĕчĕкскерсем пĕве хĕрринче аслисемсĕрех пулă тытнă ỹкерчĕке ялсенче кăна мар, район центрĕнче те курма пулать. Ача пулă тытассипе интересленни лайăх-ха, анчах та аслисен инкек куçран пăхса килменнине манмалла мар.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, хăвăр чун тĕпренчĕкĕрсене пĕр минутлăха та тимлĕхсĕр ан хăварăр. Вĕсен сывлăхĕ тата пурнăçĕ - сирĕн алăра.
Район больници.
Ноябрь 2024 |