ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Раççей Президенчĕн В.Путинăн май указĕсемпе çирĕплетнĕ "Экологи" наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, тĕллевлĕ ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ. Акă йăлари хытă каяшсене пухас тĕлĕшпе те ырă улшăнусем çук мар. Çỹп-çап реформи вăя кĕнĕренпе хальччен районта йăлари хытă каяшсене михĕсемпе пухассине йĕркеленĕччĕ. Вунă уйăх хушшинче ку енĕпе çитменлĕхсемпе кăлтăксем сахал мар пулчĕç. Çĕнĕлĕхе çирĕпленме вăхăт кирлĕ çав. Ял çыннисенчен хăшĕ-пĕри асăннă реформăпа килĕшесшĕн пулмарĕ, тепри çỹп-çапа михĕсемпе пуçтарсан та ятарлă машина килнĕ чух тухса памарĕ, хăнăхнă усал йăлапах çырма-çатрана, уя тухса пăрахрĕ... Çавăнпах тирпейлĕх хуçаланма пуçлаймарĕ-ха.
Район хаçатĕнче маларах темиçе хутчен те районта йăлари хытă каяшсене пухма пурĕ 152 контейнер площадки хатĕрлеме палăртнине çырнăччĕ. Пуçаруллă бюджет йĕркеленĕвĕ енĕпе пурнăçлакан проектсен шайĕнче йăлари хытă каяшсене пухмалли вырăнсене йĕркелес ĕç вĕçленнине пĕлтереççĕ район администрацийĕнчен. Иртнĕ эрнере района евроконтейнерсем тиесе килнĕ. Малашне çỹп-çап пухас ыйтупа чăрмавсем пулмасса, районта пурăнакансем йăлари хытă каяшсене ятарлă площадкăсенче вырнаçтарнă виткĕчлĕ евроконтейнерсене кăна пăрахасса шанас килет.
Йăлари хытă каяша тиесе каяссипе чăрмавсем пур-и? Ятарлă машина тахçан та пĕрре кăна е вуçех килменнипе çỹп-çап чылай сапаланса выртса йăлăхтарчĕ-и? Чăваш Ен Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çăхавсене "Народный контроль" (http.//nk.cap.ru/) портал урлă та яма пулать (тĕплĕнрех район хаçачĕн сайтĕнче паллашма май пур). Пăшăрханăва 10 кун хушшинче хуравлаççĕ, власть органĕсене кайсан вара уйăх кĕтме тивет. Халăхăн пăшăрханăвне йышăнмалли онлайн-ресурса кăçалхи çичĕ уйăхра 300 ытла çыру янă. Вĕсенчен çурри урамра çутă çуккипе, тасатман тротуарсемпе тата нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсем япăххипе çыхăннă.
Алина ЯРАБАЕВА, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ:
- Районти пур ял тăрăхĕнче те планпа пăхса хунă 152 вырăна йĕркеленĕ. Контейнер площадкисене стандартпа килĕшỹллĕн вырнаçтарса пĕтернĕ. Района иртнĕ эрнере евроконтейнерсен пĕрремĕш партине - пурĕ 156 - тиесе килнĕ. Çав шутран 50-шне тỹрех Атнар ял тăрăхне çитернĕ. Сăмах май, кунта пĕтĕмпе 25 контейнер площадки йĕркеленĕ. Ытти контейнерсене Ачкасси, Питĕркасси, Мăн Этменпе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсене çитернĕ. Çывăх вăхăтра ытти ял тăрăхĕсем валли те евроконтейнерсем илсе килмелле. Сăмах май, пурĕ районĕпе 322 контейнер вырнаçтармалла. Палăртса хăвармалла, Сербирен илсе килнĕ евроконтейнерсене çирĕп пластикран тунă, вĕсем пахалăхĕпе металран тата цинкран тунисенчен уйрăлса тăраççĕ.
Н.МИДАКОВА хатĕрленĕ.
Ноябрь 2024 |