ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Вĕсен пушар тухнă, тĕтĕмпе тулнă пỹлĕме кĕмелли çи-пуçĕ, ятарлă хатĕрĕсем 28 килограмм таяççĕ. Ятарлă тумтир тăхăнса тата оборудовани йăтса, çакса вĕсен тĕтĕмленнĕ çуртра йăтăнса аннă пỹлĕм маччи айне пулнă, тăнне çухатнă "ĕçтешне" шыраса тупмалла...
Çакăн пек ĕçсене пурнăçларĕç августăн 23-мĕшĕнче газпа тĕтĕмрен хỹтĕлекенсен ăмăртăвне хутшăнакансем. Пушар хуралĕнче тăрăшакансен республикăри ăмăртăвĕсем Хĕрлĕ Чутайри 33-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн никĕсĕнче иртрĕç. Газпа тĕтĕмрен хỹтĕлекенсен 12 команди хăйсен професси ăсталăхне кăтартса пачĕ çав кун.
Ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Ен МЧС-ĕн "Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служби" хысна учрежденийĕн начальник çумĕ Вячеслав Укладов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Хĕрлĕ Чутай салинчи 33-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертỹçи Андрей Секайкин саламларĕç.
Çỹлерех çырса кăтартнисĕр пуçне, тăватă çынран тăракан командăн пĕр çын пек пулса тĕтĕмленнĕ, çутăсăр çурта кĕме, унта "çухалса кайнă" юлташĕсене шыраса тупма, вĕсене уçă сывлăша илсе тухса пĕрремĕш пулăшу пама тиврĕ. Унсăр пуçне вут-çулăма та "сỹнтермелле" пулчĕ вĕсен.
Ăмăртăва хаклакансем çак ĕçсен пахалăхне кăна мар, хăвăртлăхне те тимлĕн сăнарĕç. Çăмăл мар тупăшура çирĕплĕхпе ăсталăхне кăтартса парса Тăвайри пушар чаçĕн команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна шăмăршăсем тухрĕç, виççĕмĕшне - патăрьелсем.
Çакăн пек ăмăртусем пушар хуралĕнче тăрăшакансен вут-çулăма парăнтарас, инкек тỹснисене çăлас, пĕрремĕш пулăшу парас ĕçĕнчи ăс-талăхне туптама пулăшаççĕ. "Çын пурнăçĕнче вут ырришĕн, усăллишĕн кăна çунтăр, инкек кỹрекен вут-çулăм нихăçан та ан тухтăр", - терĕç вутпа çулăма кĕме хатĕррисем ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн вучахра пиçнĕ техĕмлĕ вĕри апата астивнĕ май...
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |