Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Полици хроники

Категория: Общество Опубликовано: 30.08.2019, 12:43 Просмотров: 359

Районти полици уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере пĕтĕмпе 34 административлă протокол çырнă. Йĕркене пăснă хăш-пĕр тĕслĕхсем çинче чарăнса тăрар-ха.

- Нумаях пулмасть ирхи 6 сехетре Ваçкаçырминче пурăнакан арçын хăй килĕнчен инçех мар çак ялти хĕрарăмпа хирĕçсе кайнă, ăна вĕлерессипе хăратнă. Хайхискер хĕрарăма пỹрнисемпе мăйĕнчен пусса тăнă. Арçын малтан судпа айăплă пулманни паллă.

- Августăн 21-мĕшĕнче Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнакан пĕр арçын ирхи 3 сехетпе 6 сехет хушшинче Хĕрлĕ Чутай салинчи пĕр хваттерте пулнă чух палламан çын унăн сумкинчен 3000 тенкĕ укçа тата 2000 тенкĕ тăракан "ФЛАЙ" телефон вăрланине пĕлтернĕ. Преступление тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Ют пурлăха хапсăннă Кушлавăшра пурăнакан арçын унччен те судпа айăпланнă-мĕн.

- Çак кунах Енкĕлтре пурăнакан арçын тимсĕрлĕхе пула хăйĕн "САМСУНГ ГЕЛАКСИ КАРЕ-2" маркăллă сотовăй телефонне çухатнине пĕлтернĕ.

- Çак кунах Çĕмĕрлере пурăнакан хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Вăл Шулю ялĕнче пурăнакан хĕрĕ хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. Хĕр килĕнчен августăн 7-мĕшĕнче ирхи 7 сехетре тухса кайнă-мĕн. Вăл ăçта пулни паянхи кун та паллă мар.

- Августăн 22-мĕшĕнче Кỹпешре пурăнакан пĕр арçын амăшĕпе хĕрĕ хирĕçсе кайнине, стенкăна арканине шăнкăравласа пĕлтернĕ.

- Çак кунах Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан арçын Утаркассинчи ферма çывăхĕнче пĕр хĕрарăмăн йытти теприне сылтăм хулĕнчен çыртнине каланă.

- Августăн 22-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайра пурăна-кан, унччен темиçе те судпа айăпланнă арçын пĕр подъезд умĕнче тепĕр çынна çĕçĕпе чикнĕ. Сурансене пула арçын больницăра вилсе кайнă.

- Августăн 24-мĕшĕнче Вишенер арçынни ирхи 9 сехетре Шупашкарта пурăнакан пĕр ỹсĕр гражданин тĕрлĕ çĕртен çапнине пĕлтернĕ, мерăсем йышăнма ыйтнă.

- Августăн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри "Татнефть" АЗС операторĕ 16 сехет те 50 минутра паллă мар водитель машинине 3500 тенкĕлĕх бензин янине, унтан тỹлемесĕрех кайнине пĕлтернĕ. Çав хушăрах вăл ытти туяннă таваршăн укçа тỹленĕ-мĕн.

А.ВАСЮКОВА хатĕрленĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2