Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Районта куçса çỹрекен ФАП ĕçлет

Категория: Общество Опубликовано: 30.08.2019, 12:45 Просмотров: 391

Чăваш Ене куçса çỹрекен сакăр мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çитнĕ. Çĕнĕ медицина комплексĕсене республика "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн илнĕ. Вĕсем районти пĕчĕк ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Медицина комплексĕсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

Региона çитнĕ мобильлĕ ФАП-сене Пăрачкав, Йĕпреç, Шупашкар, Улатăр, Елчĕк, Вăрмар, Красноармейски тата Хĕрлĕ Чутай районĕсене панă.

Районта куçса çỹрекен медицина комплексĕ августăн 26-мĕшĕнчех ĕçле пуçланă. Вăл хăçан мĕнле яла çитесси те паллă, графика çирĕплетнĕ. Хальччен вăл Черемушки поселокĕнче, Пчелка, Дубовка, Вишенер ялĕсенче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Паян вара медицина комплексĕ Малиновка ялĕнче ĕçлет.

Сывлăх сыхлавĕн министерстви маларах пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта "Сывлăх сыхлавĕ" проектпа республика 18 медицина комплексĕ - 16 ФАП, маммограф, флюорограф - çитмелле. Хальччен Чăваш Енре 14 мобильлĕ комплекс ĕçленĕ. Кăçал вĕсен шучĕ 32 таран ỹсĕ. Иртнĕ çул мобильлĕ комплекссемпе усă курса 50 пине яхăн çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1