ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кĕркунне пулнине пăхмасăр çуллахи пекех ăшă та хĕвеллĕ кун, стадион тулли халăх, хаваслă кăмăл, йăл кулă - çакăн пек лару-тăрура иртрĕ сентябрĕн 4-мĕшĕнче район хаçачĕн парнисемшĕн çулсерен пулакан çăмăл атлетика эстафети.
"Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн парнисене илессишĕн кăçалхипе вуннăмĕш хут иртнĕ спорт уявне районта пурăнакансем - спортпа тата хаçатпа тачă çыхăну тытакан шкул ачисем, тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем - пухăнчĕç. Куракансем те чылаййăн пулчĕç Хĕрлĕ Чутай салинчи Тĕп стадионта.
Прессăн спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Оринова, ăмăртусен тĕп судйи Алексей Никитин хутшăнчĕç, спортсменсене ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Чи пĕрремĕш старта ача садне çỹрекенсем тухрĕç. Ку ушкăнра пилĕк команда ăмăртрĕ. Пĕчĕк спортсменсенчен чи хăвăрт чупаканнисем "Пилеш" ача садне çỹрекенсем пулчĕç. Вĕсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăна "Хĕвел" ача садне çỹрекенсем тивĕçрĕç. Çакă ача сачĕсен ертỹçисемпе воспитателĕсем тĕпренчĕкĕсене сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентнине çирĕплетет.
Ытти ушкăнсенчи эстафетăсенче вара чи вăйлисем, хастаррисем çаксем пулчĕç:
Спорт çемйисем хушшинче хăйсен ушкăнĕсенче финиша чи малтан Туктамăшри Петровсен тата Ваçкаçырминчи Логиновсен çемйисем çитрĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Хусанушкăнчи спортсменсене çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна питĕркассисем тухрĕç, виççĕмĕшне - мишеркассисем.
Çак ушкăнри вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш пулчĕç, атнарсем - иккĕмĕш.
Вăтам шкулсем хушшинче атнарсен команди çĕнтерчĕ, çĕнатикассисем - иккĕмĕш, хĕрлĕчутайсем - виççĕмĕш. Ку тупăшу самай хĕрỹ иртрĕ, мĕншĕн тесен Çĕн Атикасси шкулĕн команди мĕн финиша çитиччен малта пычĕ - çĕнтерỹрен вĕсене пĕр çеккунт кăна уйăрчĕ.
Хĕрарăмсем хушшинче райпо команди пĕрремĕш пулчĕ. "Пилеш" ача сачĕн ĕçченĕсем - иккĕмĕш, Çĕн Атикасси шкулĕн команди - виççĕмĕш.
Арçынсен ушкăнĕнче те райпо ĕçченĕсем çĕнтерчĕç, çĕнатикассисем (шкул ветеранĕсем) - иккĕмĕш.
Палăртма кăмăллă, райпо ĕçченĕсен команди - Алиса Сухарева, Олеся Кондратьева, Кристина Митина, Ольга Шехрейкина, Александр Максимов, Дмитрий Волков, Владимир Логинов (ертỹçи - Александр Степанов) кашни спорт мероприятине хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Спортпа тусли вĕсене ĕçре те пулăшать.
Тĕп ушкăнра предприятисемпе организацисен командисем старта тухрĕç. Кунта та райпо ĕçченĕсене çитекенни пулмарĕ. Район администрацийĕн команди иккĕмĕш пулчĕ. Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн спортсменĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çакна та палăртмалла, туриçĕрпỹкассисем ветерансемпе те старта тухрĕç, пĕрремĕш пулчĕç, мăнэтменсем - иккĕмĕш, хĕрлĕчутайсем - виççĕмĕш.
Спорт ветеранĕсем хушшинче чи маттуррисем çаксем пулчĕç: Валентин Харитонов (Хусанушкăнь), Илья Иванов (Чурпай), Римма Вазякова (Ваçкаçырми) тата Тамара Карпова (Çĕн Атикасси). Вĕсем республика шайĕнче район чысне хỹтĕлĕç. Ветерансемпе пĕрлех район администрацийĕн команди те фестивале хутшăнĕ: Ирина Егорова, Марина Кагайкина, Александр Волков, Алексей Матюшкин. Спорт çемйисем те фестивале хутшăнма путевкăсем çĕнсе илнĕ. Шкул командисем хушшинче район чысне хусанушкăньсем тата атнарсем хỹтĕлĕç.
Кăçал спорт уявне районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Унăн ертỹçи Наталья Блинова та старта тухрĕ.
Çĕнтерỹçĕсем пурте район администрацийĕн хисеп грамотисене, медальсене, "Пирĕн пурнăç" парнисене тивĕçрĕç.
Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернисем ыран, сентябрĕн 7-мĕшĕнче, пирĕн паллă ентеше Андриян Николаев летчик-космонавта асăнса иртекен спорт фестивалĕн Шупашкарта "Олимпийский" стадионта иртекен иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕç. "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн иртекен 81-мĕш эстафетăна хĕрлĕчутайсем те тивĕçлĕ хутшăнасса шанатпăр.
Район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ эстафетăна хутшăннă кашни çынна - физкультура учителĕсене тата вĕсен вĕренекенĕсене, организацисемпе учрежденисен ĕçченĕ-сене, ача садне çỹрекен шăпăрлансене тата вĕсен ашшĕ-амăшне, воспитательсене, спорт çемйисене - чĕререн тав тăватпăр. Уява хутшăнма вăхăт тупнă "Колибри" ушкăна тата унăн ертỹçине Наталья Храмована, шкул директорĕсене, ял тăрăхĕсен администрацийĕ-сен пуçлăхĕсене тата ĕçченĕсене пысăк тав. Пурне те ырлăх-сывлăх сунатпăр, телей-ăнăçу яланах сирĕнпе юнашар çỹреччĕр. Малашне те пурин те прессăн спорт фестивальне хутшăнма вăхăт тата кăмăл пултăр. Уйрăмах фестивале йĕркелеме пулăшнăшăн "Хастар" ФСК директорне Вячеслав Дадюкова, ăмăртусен тĕп судйине Алексей Никитина, тренер-преподавательсене пысăк тав.
РЕДАКЦИ.
Ноябрь 2024 |