Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çĕр ĕçне кăмăллакан пултаруллă çамрăк

Категория: Общество Опубликовано: 06.09.2019, 14:13 Просмотров: 337

Пытармалли çук, хальхи вăхăтра хăйсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарма хатĕр çамрăксем сахалтарах. Ĕç кунĕ хĕвелпе танă пуçланса таврана каç хупличчен пыни пур яш-кĕрĕмпе хĕрупраç кăмăлне те каймасть. Çавăнпах пулĕ районта çамрăк фермерсем шутлă кăна. Çĕр ĕçĕнчен хăраман çамрăксенчен пĕри вăл - Карăкçырминче çуралса ỹснĕ Алексей Иванович Ермаков фермер.

Алексей Ермаков Тралькассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш тата вырăс чĕлхисене тарăнрах вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн 2008 çулта яш салтака каять. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне вăл Псковра сывлăшпа десант çарĕсенче пурнăçланă.

Салтакран таврăнсан чылай яш малашлăхра мĕн ĕçлемелли пирки шухăшлать пулĕ. Алексей, е ачаранах ялта çĕр ĕçне курса-хăнăхса ỹснĕрен, е çемьере виçĕ ывăлтан кĕçĕнни пулнăран, çывăх çыннисемпе пĕрле уйрăм хушма хуçалăха аталантарас енĕпе тăрăшма пуçлать. 2015 çулта вара вăл хăйсен ĕçне пуçласа тытăннă фермерсене пулăшакан республикăри программăн конкурсне хутшăнать. Алексей Ермаковăн "Сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси" проектне конкурс комиссийĕ ырланă, çамрăк фермер хуçалăха аталантарма гранта тивĕçнĕ.

Патшалăх пулăшăвĕ выльăхсен шутне ỹстерме, ялхуçалăх техникине (пресс тата çулмалли хатĕр) туянма, икĕ ĕç вырăнĕ хатĕрлеме май панă.

Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче 36 пуç выльăх шутланать, вĕсенчен 27 пуçĕ - сумалли ĕнесем. Хăйĕн ĕçне пуçăннă чух Алексей Ермаковăн пилĕк ĕне пулнă, грант укçипе тата 13 ĕне илнĕ. Паянхи кун мăйракаллă шултра выльăх хуçисем ятарласа тунă хăтлă картара тăрать.

Кăçал Алексей Иванович выльăхсене тутă хĕл каçарас тесе 120 тонна утă хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме тара илнĕ 30 гектар çĕр тата харпăрлăхри тăватă гектар пур. Утă янтлас тата ытти ĕçре фермера хăй укçипе туяннă икĕ трактор пурри çăмăллăх кỹрет.

Ирхи тăваттă çурăпа ĕçе пуçăнса каçхи тăхăр сехет хыççăн ĕçне вĕçлекен фермерăн тĕп тупăшĕ - ĕне суса сĕтне сутнинче. Уйăхне вăтамран 10 пин килограмм сĕт сутать. Выльăхĕсем çулла кĕтỹре ял таврашĕнчи çырма-çатраллă вырăнта çỹреççĕ, унта "электропастух" тытнă. Хăй пурăнакан урамри ĕнесем те çакăнтах çỹренине палăртать фермер. Кĕтỹре çỹрекен выльăхсене ĕçме шыв пултăр тесе ял-йышпа пĕрле пухăнса пĕве тунă.

Гранта тивĕçсе хуçалăх ĕçне анлăлатса янăранпа канма та вăхăт пулманнине палăртать Алексей Ермаков. Ăçта та пулин район тулашне тухмалла пулсан та - ĕçпе кăна. Çăмăл мар ĕçĕнче çамрăк фермера ашшĕпе амăшĕ, Иван Николаевичпа Надежда Васильевна, пулăшса, тĕрев парса пыраççĕ.

Гранта тивĕçекенсене Ялхуçалăх министерствинчен çирĕп тĕрĕслеççĕ, тĕслĕхрен, кăçал хатĕрленĕ утă пахалăхĕ те кăсăклантарать вĕсене. Алексей Иванович бухгалтери хучĕсене те хăех йĕркелесе пырать, тракторпа та хăй ĕçлет, ĕнисене те сăвать...

Хуçалăха аталантарма чăтăмлăх, вăй-хал сахал мар кирлĕ, йывăрлăхсемсĕр те пулмасть кун пек ĕçре. Сĕт йỹнĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем вара хаклă пулни ĕçе йĕркелесе пырассинче чăрмавсем кăларса тăратнине палăртать фермер. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак лару-тăрăва кăшт та пулин çăмăллатас тесе фермер хуçалăхĕсене патшалăх сĕт панăшăн субсиди парса пулăшать.

Вăхăтне ир пуçласа каçчен тенĕ пек фермăра ирттерет пулин те, çамрăк фермер тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма та вăхăт тупма тăрăшать. Калăпăр, 2017 çулта вăл Çĕрпỹре иртнĕ "Уй кунĕнче" сухаçăсен конкурсне хутшăннă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенчен те аякка юлмасть.

Кăçал вара Карăкçырми ялĕн пĕр урамĕнче вак чул сарас ĕçе пуçăннă - фермер хуçалăхĕ патне çити техникăпа та, çуран та чăрмавсăр кĕрсе тухма çул пулмаллах. Пуçаруллă бюджет программипе тытăннă ĕçре фермерăн тỹпи те пур, Алексей Ермаков ялта çул мĕн тери кирлĕ пулнине питĕ лайăх ăнланать.

Ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăр-нăшăн, районăн обществăлла пурнăçĕнчен аякра тăрса юлманшăн Алексей Иванович Ермакова 2018 çулта Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

Йывăрлăхсене парăнтарса малалла та çак ĕçпех ĕçлес шухăшлă çамрăк фермера ăнăçу тата чăтăмлăх сунас килет. Унпа пĕрлех районти ытти çамрăксем те Алексей Ермаковран ырă тĕслĕх илсе фермер ĕçне пуçăнма шухăшласса шанас килет.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31