Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Марина Челаукина - çĕнĕ миравай судья

Категория: Общество Опубликовано: 13.09.2019, 09:37 Просмотров: 439

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 34-мĕш сессийĕнче республикăн Аслă Сучĕн Председателĕ Анатолий Петров пăхса тухма миравай судьясен кандидачĕсене тăратнă.

Чăваш Республикин Конституцийĕн 80-мĕш статйипе тата миравай судьясем пирки калакан ытти саккунсемпе килĕшỹллĕн, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи пулма виçĕ çуллăха Марина Владимировна Челаукинана çирĕплетнĕ.

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче районти 1-мĕш номерлĕ суд участокĕнче Марина Челаукина миравай судья присяга тытрĕ. Мероприятие район пуçлăхĕ Александр Степанов, прокуратурăпа суд приставĕсен, районти полици уйрăмĕн представителĕсем, суд тытăмĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Марина Владимировнăна çĕнĕ ĕçе пуçăннă ятпа саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

- Хама тăван киле таврăннă пекех туятăп, - тет М.Челаукина.

Марина Владимировна 1987 çулта Етĕрне хулинче çут тĕнчене килнĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче алла специальность илнĕ. Ĕç стажне вăл 2009 çулта Шупашкарти Ленин районĕн судĕнче пуçланă. Юлашки çулсенче М.Челаукина çавăнтах суд председателĕн пулăшуçинче тăрăшнă. Районта вара Марина Владимировна ĕçе сентябрĕн 23-мĕшĕнче пуçăнĕ.

А.ОРИНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5