Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Полици хроники

Категория: Общество Опубликовано: 13.09.2019, 09:51 Просмотров: 334

Районти полици уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере пĕтĕмпе 32 административлă протокол çырнă. Йĕркене пăснă хăш-пĕр тĕслĕхсем çинче чарăнса тăрар-ха.

- Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Питĕркассинче пурăнакан хĕрарăм мăшăрĕ ỹсĕрскер вăрçăннине пĕлтернĕ. Хайхи арçын 18 сехетре мăшăрне питĕнчен чышкăпа çапнă, мăйĕ патне çĕçĕ тытса вĕлерессипе хăратнă. Хĕрарăм ăна уголовлă явап тыттарма ыйтнă.

- Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Мишеркассинче арçын августăн 29-мĕшĕнче такам автомашинине сиенленине пĕлтернĕ. Ăна мăшăрĕ сăтăр туни çиеле тухнă.

- Сентябрĕн 4-мĕшĕнче ирхи 7 сехет те 30 минутра Кив Атикассинче пурăнакан пĕр арçын хăйĕн хуçалăхĕнчи пахчинче пускил хĕрарăмне киревсĕр сăмахсем каланă.

- Çак кунах 20 сехет те 25 минутра ВАЗ-2105 автомашинăна тытса пыракан паллă мар çын Туктамăш ялĕнчи пĕр кил карти çине кĕрсе кайнă, унтан вырăнтан çухалнă.

- Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан пĕр хĕрарăм тăванĕ "САМСУНГ" маркăллă телефон çухатнине пĕлтернĕ. Халĕ парăм пур пирки СМС-пĕлтерỹсем килнине каланă.

- Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Вырăсушкăнче пурăнакан арçын Ялти "Вечерний" лавкка умĕнче автомашина водителĕ, маркине палăртман, унпа чăкăрташма-тиркешме пуçланине пĕлтернĕ.

- Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Арайкасси ялĕнче пурăнакан хĕрарăм каçхине паллă мар çын пахчинчен 50 килограма яхăн хĕрлĕ кăшман кăларса кайнине каланă.

- Çак кунах Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан арçын хăйĕн анкартийĕ урлă тракторпа тислĕк турттарнине пĕлтернĕ.

- Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнчи хĕрарăм пĕрле пурăнакан арçынни амăшĕпе тата хăйĕнпе харкашу пуçланине каланă.

А.ВАСЮКОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1