Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Эдуард РОМАНОВ: "Патриотизм маншăн - ыттисен ырлăхĕшĕн кашни кун ĕçлени"

Категория: Общество Опубликовано: 20.09.2019, 14:38 Просмотров: 845

IMG 2710Кăçал вăл Раççей Президенчĕн чи лайăх учительсене паракан грантне виççĕмĕш хут тивĕçрĕ. Вăл - Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Ăна республика тата Раççей шайĕнчи хисеплĕ ятсемпе тата паллăсемпе, медальсемпе, тав сăмахĕсемпе чысланă. Вăл наставник пулнă "Авангард" кадет класĕ темиçе хутчен те республика тата çĕршыв шайĕнче иртекен конкурссенче, смотрсенче, спартакиадăсенче малти вырăнсене йышăнчĕ. Çакă пĕтĕмпех - Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн физкультура учителĕ Эдуард Васильевич Романов пирки.

Эдуард Васильевич РОМАНОВ 1974 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. 1991 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, 1995 çулта - И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетĕнчен. 1995 çултанпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçлет.

Çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Ирина Алексеевна Романова, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентет. Ксения хĕрĕ педиатр профессине алла илнĕ, Хусанта пурăнать, çемьеллĕ. Артем ывăлĕ Раççей Оборона министерствин Хусанти аслă танк училищинче 4 курсра пĕлỹ илет.

Эдуард Романовăн наградисемпе хисеплĕ ячĕсем: "Чăваш Республикин çамрăк армеецсен юхăмне тỹпе хывнăшăн" медаль (2008); "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллă (2009); республикăри чи лайăх учительсене паракан укçа хавхалантарăвĕ (2010); республикăри çамрăк армеецсен ертỹçисен "Учитель-наставник" конкурсĕн çĕнтерỹçи (2011); Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи çарпа истори тата культура центрĕн "Патриот России" медалĕ (2011); Раççей ДОСААФ-ĕн "Ăста стрелок" хисеплĕ ячĕ (2012); "Раççейĕн çар комиссариачĕсене 95 çул" юбилей медалĕ; "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят (2012); "Александр Невский"-"Çарпа патриотизмла воспитани енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль (2017); Раççей Президенчĕн гранчĕ (2006, 2012, 2019 çулсем). Унсăр пуçне чылай хисеп грамотипе тав çырăвĕсем, çав шутра - Раççейри аслă офицерсен пĕрлешĕвĕн Тав сăмахĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕ.

Интервью пирки калаçса татăлнă кун тĕл пулсан унран: "Уçă калаçăва хатĕр-и?" - тесе ыйтрăм. "Эпĕ яланах уççăн калаçатăп", - пулчĕ хурав.

"Хам вырăна çĕршыва çар пакунне юрăхлă çамрăксем хатĕрлесе патăм"

- Эдуард Васильевич, районта пурăнакансем хушшинче Сирĕн пирки сăмах пуçлансан вĕсене Сирĕн ĕçпе тата пурнăçпа çыхăннă мĕнле пулăм ытларах кăсăклантарнине пĕлетĕр-и?

- (Самантлăха шухăша кайнă хыççăн...) Эпĕ салтакра пулнипе пулманнине пĕлесшĕн пулĕ?

- Çапла. Кадет класне йĕркелесенех шкула чăваш телевиденийĕ килнĕччĕ. Вĕсен сюжетĕнче Сирĕн пирки çакăн пек сăмахсем пулчĕç: "Çар ĕçне ачасене Эдуард Романов вĕрентекен хăнăхтарать. Хăй вăхăтĕнче хĕсметре тăни тата пурнăç опычĕ ăна самай пулăшса пыраççĕ". Çакăн хыççăн çынсен кăсăкланăвĕ ỹсрĕ кăна темелле: "Салтакра пулнах пулĕ, унсăрăн мĕнле-ха вăл ачасене çар енĕпе çавăн пек хатĕрлеме пултарать?" - тĕлĕнчĕ чылайăшĕ. Тĕрĕс хуравне вара никам та татса калаймарĕ...

- Телесюжетра ман пирки мĕншĕн апла каланине пĕлместĕп. Манран ун чухне никам та эпĕ салтакра пулнипе пулманни пирки ыйтман.

Хам салтакра пулманни пирки вара çапла калама пултаратăп: хăшĕсем салтак пулса çуралаççĕ. Эпĕ те хама çавăн йышшисен шутне кĕртетĕп. Тепри, тен, салтакра пулнă пулин те, автомат та пĕр хут - присяга вăхăтĕнче - тытса курнă пулĕ. Эпĕ вара пеме ачаранах хăнăхнă, халĕ те кашни кун тенĕ пек перетĕп, çав шутра çар пăшалĕнчен те. Хамăн хăнăху пулнăран эпĕ ачасене те вĕрентме пултаратăп - вĕсем республика е çĕршыв чемпионĕн ятне тивĕçмелĕх те.

Хĕсметре пулмасăрах çар хатĕрленĕвĕ енĕпе виçĕ хутчен çĕршыв чемпионĕн ятне илме пултарнă салтак çулне çитмен çамрăксене хатĕрлени, паллах, чылайăшне тĕлĕнтерет пулĕ...

- Тĕлĕнтерет çав. Кама та пулин мĕне те пулин вĕрентес тесен малтан çавна хăвăн пĕлмелле. Стройпа утасси, автомат сỹтсе пухасси, тĕл пересси, алла-аллăн тытăçăвăн вăрттăнлăхĕсем тата ытти те - çакна Эсир ăçтан пĕлетĕр?

- Физкультура тата методика енĕпе институтра вĕрентрĕç. Унччен шкулта вĕреннĕ чух Ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулне Людмила Алексеевна Михуткина ертсе пыракан çăмăл атлетика секцине çỹреттĕм. Алла-аллăн тытăçăва илес пулсан, студент чухне 2-3-мĕш курссенче вĕреннĕ вăхăтра Петр Иванович Мясников патне каратэ секцине çỹрени пулăшрĕ. Тĕл пересси пирки каларăм ĕнтĕ.

Хăш-пĕр хăнăхусем - аттерен. Кăмăлĕ пулнă пулсан, аттерен те питĕ лайăх çар çынни пулнă пулĕччĕ тесе шутлатăп.

Ытти пĕтĕмпех - хам тĕллĕн вĕренни. Шкулта пĕлỹ илнĕ чухнех пуçламăш çар хăнăхăвĕсен урокĕсемпе чунтанах кăсăкланаттăм. Çавăнпа та, салтакра пулман пулин те, хам вырăна çĕршыва çар пакунне юрăхлă çамрăксем, çав шутра хамăн ывăла та, хатĕрлесе панипе хăпартланатăп.

Тĕрĕссипе, эпĕ салтака каяссинчен пăрăнма шутламан. Хăй вăхăтĕнче военкомат ирттерекен тĕрĕслевсене те тухрăм. Салтака кайма хатĕрленекенсене анкета ыйтăвĕсене хуравлаттарнă чух: "Службăра ăçта тăрас килет?" текен ыйту çине "спецназра снайпер пулас килет" тесе çырнăччĕ. Анчах та шкул хыççăн института вĕренме кĕтĕм, унтан вĕренсе тухнă çĕре манăн çемье, пĕчĕк ача пурччĕ ĕнтĕ. Тата вăл вăхăтра ялти учительсен салтака каяс енĕпе çăмăллăхсем пурччĕ...

"Эпĕ мĕнле учитель пулнине ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хаклаччăр"

- Эсир мĕншĕн учитель пулма шутларăр?

- Шкулпа сывпуллашсан манăн икĕ çултан пĕрне суйласа илмелле пулчĕ: е учитель, е милици ĕçченĕ. Анчах та физкультура ытларах илĕртрĕ пулас, çавăнпа та милици шкулне мар, Чăваш патшалăх педагогика институтне суйласа илтĕм. Чăн-чăн физкультура мĕнне эпĕ шăпах институтра вĕреннĕ чух пĕлтĕм.

- Мĕншĕн хăвăр вĕреннĕ Хĕрлĕ Чутай шкулнех ĕçлеме таврăнтăр?

- Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче эпĕ 1995 çулта ĕçлеме пуçларăм. Направленипе кайнăран района таврăнса виçĕ çул ĕçлесе татмаллаччĕ. Кайран вара хăнăхса кайрăм пулас - тăван шкул вĕт.

- Хăвăр ирттернĕ пĕрремĕш урока астăватăр-и?

- Пĕрремĕш урока никам та манмасть пулĕ. 11-мĕш класра ОБЖ урокĕ пулчĕ вăл. Ăна урамра ирттерме тиврĕ - малтанласа хамăн кабинет та çукчĕ. Эпĕ - çамрăк учитель, манăн вĕренекенсем хамран 4-5 çул кăна кĕçĕнрех...

Шкулта тин кăна ĕçлеме пуçласан мана никам та пĕтĕмпех хатĕрлесе турилкке çине хурса паман. Малтанхи вунă çул хушшинче эпĕ ОБЖ предметне кăна вĕрентрĕм, физкультура урокĕсем пачах пулман. Учитель ставкипе кăна тутă пулаймăн тесе (кулать) ачасемпе çамрăксен шкулĕнче çур ставкăпа футбол секцине шанса пачĕç...

Çапла ерипен кулленхи йывăрлăхсене парăнтарса хамăн ĕçре кăтартусем тума пуçларăм.

- Ачасемпе ĕçленĕ май мĕншĕн çарпа патриотизм воспитанине тимлĕх уйăрас терĕр?

- ОБЖ урокĕсен тытăмĕ çак енĕпе çыхăннă - парадсем, "Зарница" вăйă... Сăмах май, çамрăк армеецсен "Зарница" вăййисенче эпир ултă çул хушши республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнса пурăнтăмăр. Ĕçри хăйне евĕр йывăрлăхсем, условисем çукки çынна пиçĕхтереççĕ, вăйлăрах тăваççĕ - çитĕнỹсем патне утăмлама мана çакă та пулăшрĕ.

- Эсир хăвăр пирки учитель ĕçне чун туртăмĕпе суйласа илнĕ çын тесе калама пултаратăр-и?

- Ман шутпа, кун пирки ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата мана чăнласа ырă сунакансем кăна калама пултараççĕ.

- Эсир хăвăрăн ĕçе юрататăр-и?

- Ытларах - хисеплетĕп. Эпĕ хамăн ĕçпе пурăнатăп, ĕçпе "чирлетĕп" (лайăх енчен) тесен тĕрĕсрех пулать пулĕ.

- Паянхи вăхăт шайĕнчен пăхсан, каялла таврăнма пулать-тăк - учитель ĕçнех суйласа илнĕ пулăттăр-и?

- Çук, суйламан пулăттăм. Милицине кайăттăм е çарпа çыхăннă професси суйласа илĕттĕм пулĕ. Çар профессийĕ мана тем тесен те çывăхрах. Тĕрĕссипе, институтра пĕрремĕш курс пĕтернĕ хыççăн манăн Голицынри пограничниксен училищине вĕренме куçма май пурччĕ, анчах та мана çав утăма тума пулăшакан, шанчăклă сĕнỹ паракан пулмарĕ... Хусанти аслă танк училищинче вĕренекен Артем ывăлăм халĕ манăн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртет.

- Ĕç путланнă, ăнман самантсем пулнă-и Сирĕн?

- Пулнă. Хамăн айăппа та. 2015 çулта Рязане салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадине кайсан 4-мĕш вырăн йышăннине те çавăн пек самантсем шутне кĕртетĕп.

- Эсир патриотизм сăмаха мĕнле ăнланатăр?

- Патриотизм маншăн - çын хăйне лайăхлатса, аталантарса пырса вăйлăрах пулни, ыттисене те вăйланма пулăшни. Çын ыттисен ырлăхĕшĕн кашни кун ĕçлесе вĕсене тасарах, лайăхрах пулма пулăшни. Манăн професси мана çакна тума пулăшать. Ачасемпе мăнуксем ырă та лайăх çынсем хушшинче ỹсчĕр тесе тăрăшатăп эпĕ.

"Манăн тĕрев - çемье"

- Эсир хăвăр ывăлăн ăсату каçĕнче пулаймарăр - ун чухне салтак çулне çитмен çамрăксен Раççей шайĕнчи спартакиадине кайнăран. Кадет класĕн ăсату каçĕнче вара хăвăра нумай ачаллă ашшĕ пек туйнине каларăр. Сирĕншĕн мĕн пĕлтерĕшлĕрех - ĕç е çемье?

- Çемье. Эпĕ çывăх çынсемшĕн ĕçлетĕп.

- Сирĕн ĕçе хак паракансенчен камăн шухăшĕ пĕлтерĕшлĕрех?

- Мăшăрăн. Унăн шухăшĕ маншăн пĕлтерĕшлĕ. Вăл мар пулсан эпĕ, тен, хăш-пĕр ачасене асăрхаман та пулăттăм пулĕ. Калăпăр, ОБЖ предмечĕпе икĕ хутчен Раççей шайĕнчи олимпиадăра çĕнтернĕ Петр Гусельщикова тимлĕх уйăрма мана малтанах мăшăрăм сĕнчĕ.

Ĕçтешсем хушшинче те мана хаклакансем, хисеплекенсем пур - вĕсем хăйсем те чуна парса ĕçлеççĕ, çавăнпа та мана ăнланаççĕ, манăн çитĕнỹсемшĕн савăнаççĕ.

Манăн ĕçе, çитĕнỹсене тỹнтерле ăнланакансем пуррине те пĕлетĕп. "Ачасем çинче чап ĕçлесе илетĕн" текенсем те пур, хаçатра та сан çинчен кăна çыраççĕ, сайтра та сан сăну кăна тенине те пĕрре кăна мар илтме тỹр килчĕ. Тата мана хисеплĕ ятсем, грантсем илме вĕренỹ министерствинче ĕçлекен тăван "пулăшса" пырать иккен (кулать). Эпĕ кун пек ăмсану туйăмне чĕре çывăхне илместĕп. Тĕрĕссипе ĕç-пуç мĕнле пулнине кашни çынна уйрăммăн ăнлантарса тăраймастăн ĕнтĕ. Çитĕнỹ, çĕнтерỹ патне çын мĕнле утăм хыççăн утăм тунине ăнланакансем кăна ыттисемшĕн савăнма пĕлеççĕ, çавăн пек çынсен хаклавĕ кăна хисепе тивĕç.

-  Çапах та, хуть те мĕнле çитĕнỹ те кам та пулин пулăшмасăр, тĕрев памасăр пулмасть пулĕ. Сире тĕрев паракансем камсем?

- Çемье. Мăшăр мана питĕ пулăшать тата тĕрев парать, йывăрлăхсене пĕрле парăнтарса ĕçлесе пыни пире çывăхлатрĕ, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшрĕ. Ачасем те, аттепе анне те мана ăнланаççĕ, май пур таран пулăшаççĕ. Хĕрĕмпе ывăлăм хăй вăхăтĕнче манăн ĕçе хутшăнчĕç, тĕрлĕ ăмăртусене çỹрерĕç.

Тата хамăн вĕренекенсенче, вĕсен ашшĕ-амăшĕнче пулăшупа тĕрев пуррине куратăп.

"Чи пысăк çитĕнỹ - вĕренекенĕмсем çар училищисенче пĕлỹ илни"

- Эсир паянхи кун физкультура урокĕсене 4-мĕш класран пуçласа 10-мĕш классем таран ирттеретĕр, çав хушăрах çăмăл атлетика секцине ертсе пыратăр, салтак çулне çитмен çамрăксемпе те ĕçлетĕр. Мĕнле ĕлкĕретĕр?

- Манăн учителĕн эрнери "тиевĕ" 30 сехетпе танлашать. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен ĕлкĕрме пулать. Эпир командăпа ĕçлетпĕр. Куллен. Нумай. Калăпăр, салтак çулне çитмен çамрăксемпе ирпе уроксем умĕн, тăхтавра, уроксем хыççăн тренировкăсем ирттеретпĕр. Каникулсем вăхăтĕнче те. Çавăнпах çĕнтеретпĕр те. Акă, нумаях пулмасть, августăн 23-25-мĕшĕсенче, Çĕмĕрле хулинче полиатлон енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ тата первенстви иртрĕ. Унта салтак çулне çитмен çамрăксен команди хутшăнчĕ. Егор Секайкин, Богдан Яркин кашни хăйĕн ỹсĕмĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Павел Секайкин иккĕмĕш тухрĕ, вăл Раççей чемпионне кăшт кăна выляса ячĕ.

- "Район мухтавĕ" ята тивĕçнĕ кадет класĕ пирки калаçар-ха. Шкулта кадет класне уçасси - вăл Сирĕн шухăш пулнă-и?

- Манăн мар. Республикăри кадет юхăмĕн кураторĕ Олег Валентинович Савчук, эпир "Зарницăра" мĕнле ĕçленине курса-пĕлсе тăнăран, мана шкулта кадет класне уçма сĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Кадет класĕ мĕнле çитĕнỹсем тунине вара пурте пĕлеççĕ. Вĕсем районăн кăна мар, республика мухтавĕ те. Тата эпĕ вĕсемпе мухтанатăп.

Эпир кадетсемпе, чăнах та, пĕр пысăк çемье пек, халĕ те тăтăшах тĕл пулатпăр. Каникулсем е курсантсен отпускĕсем вăхăтĕнче. Эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр, мĕншĕн тесен пĕрле нумай йывăрлăхсем витĕр тухрăмăр. Эп вĕрентнĕ ачасем, çав шутра хамăн ывăл та, çар училищине суйласа илнине, темĕнле йывăр пулсан та унтан тухса тарманнине хамăн чи пысăк çитĕнỹ тесе шутлатăп.

- Тепĕр кадет класĕ пулать-и?

- Кадет класне уçасси - пĕр çын тумалли ĕç мар. Тата кун пирки манпа никам та калаçман. Тепĕр кадет класĕ уçас пулсан малтанхинчен лайăхрах условисем кирлĕ тесе шутлатăп. Калăпăр, хуларисенчен кая мар стадион. Пысăках марри те пулин. Кадет класне уçмалăх ачасем вара пур.

  

Блиц-ыйтăм

- Хăвăр пирки ик-виç сăмахпа мĕнле каланă пулăттăр?

- Ĕçпе пурăнакан çын.

- Пурнăçра Эсир нихăçан та мĕн туман пулăттăр?

- Нихăçан та сутмăттăм.

- Сирĕн девиз пур-и?

- Пур: "Amat victoria curam". Латынь чĕлхинчен куçарсан "çĕнтерỹ хатĕрленнине юратать" тенине пĕлтерет.

- Çыннăн ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлмелле. Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

- Сунара çỹретĕп. Эпĕ - виççĕмĕш ăрури сунарçă. Манăн асатте те, атте те сунарçăсем пулнă. Халь пыракан сунар тапхăрĕнче шăллăмпа иксĕмĕр чылай кайăк кăвакал тытрăмăр.

- Хальхи вăхăтра пĕчĕк ачасенчен пуçласа тĕрлĕ ертỹçĕсем таранах со-циаллă сетьсенче регистрациленеççĕ, ку хăйне евĕр вăхăт палли пулса тăчĕ. Эсир, пĕлессе, пĕр социаллă сетьре те регистрациленмен. Мĕншĕн?

- Мана унта интереслĕ мар. Манăн мăшăрăн социаллă сетьсенче аккаунтсем пур, питех кирлĕ пулсан, калăпăр, вĕ-ренекенсемпе хăвăрттăн çыхăнмалла-тăк, вĕсемпе унăн страници урлă çыхăнма пулать.

Тепĕр енчен, социаллă сетьсенче пĕрре регистрациленсен шалах туртса кĕрсе каясран "хăратăп" (кулать).

- Сирĕн юратнă фильм?

- Интереслĕ фильмсем чылай, тỹрех хăшне те пулин уйăрса та калаймастăп. Ача чухне "Белый Бим Черное ухо" кино килĕшетчĕ - унăн хăш-пĕр саманчĕсене куççульсĕр пăхма çук.

Сергей Герасимов режиссер лартнă виçĕ сериллĕ "Тихий Дон" фильма палăртса хăварма пултаратăп.

- Юратнă кĕнеке?

–  Хальхи вăхăтра ытларах ĕçпе çыхăннă кĕнекесем вулама тивет. Малтантарах вуланисенчен - "Спартак" историллĕ роман.

 - Ытларах мĕнле апат кăмăллатăр?

- Пулăран тата сунар кайăкĕнчен хатĕрленине. 

Алина КАРПОВА калаҫнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1