ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Иртнĕ юнкун, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, пирĕн районта та пĕтĕм республикăри пекех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем кашни ял тăрăхнех çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçнă, Информкун ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.
Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Сергей Неяскин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан ушкăн Кив Атикасси ял тăрăхне çитсе курнă, Çĕн Атикасси шкулĕн коллективĕпе тĕл пулнă.
Район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн Атнар ял тăрăхĕнче пулнине палăртмалла. Вăл чи малтанах Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕнче, унтан Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра, каярахпа вара Атнарти врач офисĕнче халăхпа тĕл пулчĕ.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри "Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне республикăра епле пурнăçланипе çыхăннă. Сăмах май, пирĕн республика асăннă федераллă проектăн 7 пайне пурнăçлас ĕçе хутшăнать. Акă "Развитие системы оказания первичной медико-санитарной помощи" регион проектне пурнăçласа кăçал Чăваш Енре модульлĕ 26 фельдшерпа акушер пунктне çĕклеме палăртнă, çакна валли республика бюджетĕнче 108,78 миллион тенкĕ пăхса хунă. Кун йышши ФАП-сенчен пĕри пирĕн районта та çĕкленет, çывăх вăхăтра Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи Яманкасси ялĕнче вырнаçнă медицина учрежденийĕн строительстви вĕçленмелле ĕнтĕ. Ку ФАП районта 11-мĕш пулĕ.
Çавăн пекех "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн сахал çын пурăнакан ялсене медицина пулăшăвĕ пама мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсемпе тивĕçтерме палăртнă. Август уйăхĕнче кун йышши куçса çỹрекен медицина комплексĕ районти тĕп больницăна та çитнĕ. Кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕскер районти пĕчĕк ялсене тухса çỹреме пуçланă та ĕнтĕ. Районта медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес ыйтăва та тимлĕх уйăраççĕ. Акă кăçал Атнарти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçланă, районти тĕп больница çумĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн сăн-сăпачĕ те улшăннă.
Йăлари хытă каяшсене пухма район территорийĕнче контейнер площадкисене вырнаçтарса пĕтернĕ пирки те сăмах хускатрĕç. Пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçласа пурĕ кун пек 152 контейнер площадки тунă, 3,6 миллион тенкĕлĕх 322 контейнер туяннă. "Экологи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, площадкăсене икĕ тĕслĕ евроконтейнерсем лартса тухнă.
Кĕркунне хутса ăшăтмалли тапхăр çывхарнине систерет, çавăнпа та хĕле кĕтсе илме тивĕçлĕ хатĕрленмелле. Ку енĕпе, район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, 2019-2020 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн çирĕп ĕçне тивĕçтерме ятарлă комисси туса хунă. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе район территорийĕнче кивелнĕ 25 метр (икĕ пăрăхлă) ăшă сетьне тата кивелнĕ 25 метр шыв пăрăхĕсене улăштарма пăхса хунă. Сăмах май, Хĕрлĕ Чутай салин территорийĕнче виçĕ муниципаллă котельнăй вырнаçнă, вĕсенче пурĕ 11 газ кăмаки.
Пĕрлехи информаци кунне район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче пĕтĕмлетнĕ.
А.ОРИНОВА.
Ноябрь 2024 |