ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" калакан 118-мĕш Указа алă пуснă. Çак Указа пурнăçа кĕртме 2020 çулта пурĕ 3,4 млрд тенкĕ уйăрмалла.
Ăна Раççей Президенчĕн 2018 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачăсем çинчен" 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме кăларнă. Документра республикăра 2020 çулта чи малтан пурнăçламалли ĕçсене планланă.
Ачасене вĕрентессине пахарах йĕркелес ĕçе малалла тăсас тĕллевпе вĕрентỹ организацийĕсен материалсемпе техника никĕсне татах çирĕплетмелле. Ку ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен хушма 1,2 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.
Паян 50 процент тата ытларах кивелсе çитнĕ шкулсенче 30,6 пин ача пĕлỹ илет. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисене хальхи вăхăт ыйтакан условисемпе тивĕçтерме - тĕпрен юсама 510 млн, кунсăр пуçне пуçламăш звенора вĕренекенсем валли çĕнĕ сĕтел-пукан туянма 200 млн тенкĕ ярĕç.
Иртнĕ тапхăрта туса лартнă 40 яхăн ача садне тĕпрен юсамалла. Ку тĕллеве пурнăçлама 400 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Ачасен канăвне йĕркелекен лагерьсенче (вĕсенче çуллен 9 пин ытла ача канать) тĕпрен юсама, вĕсен материалсемпе техника никĕсне çĕнетме муниципалитетсем 90 млн тенкĕ илĕç.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенине модернизацилеме хушрĕ. Унăн 2018 çулхи май уйăхĕнчи Указне пурнăçласа республикăра сывлăх сыхлавĕн отрасльне аталантарма 2020 çулта 1 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутран 800 млн тенкĕ республикăри медицина организацийĕсен çурт-йĕрне тĕпрен юсама, вĕсен материалсемпе техника никĕсне тĕреклетме кайĕ. Çитес çулта сывлăх сыхлавĕн кашни иккĕмĕш учрежденийĕн материалсемпе техника никĕсне çĕнетмелле.
2020 çулта çынсем пурăнакан вырăнсенче спорт инфратытăмне аталантарма _ спортăн 10 сооруженине тума тата реконструкцилеме, хальхи спорт объекчĕсен материалсемпе техника никĕсне çирĕплетме - 500 млн тенкĕ куçарма тĕллев лартнă.
Культурăна аталантармашкăн уйăрма пăхнă 500 млн тенкĕ - униципалитетсен архивĕсене, культурăпа кану учрежденийĕсене, библиотекăсене юсама тата çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме. Правительствăн тепĕр тĕллевĕ - ялсенче хăтлă пурнăç условийĕсем туса парасси. Уйрăммăн илсен, çĕр айĕнчен ĕçмелли шыв уçламалли хатĕрсемпе башньăсене те юсамалла. Паян республикăра - ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли тата хуçалăхра усă курмалли 1446 скважина тата ăна тултармалли 1397 башня. Скважинăсен - 21 процентне, башньăсен 52 процентне тĕпрен юсамалла. Çак ĕçсене тума 2020 çулта 200 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Указа пурнăçа кĕртессишĕн республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинетне тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.
Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ: "Плансем пысăк, ĕçсем калăпăшлă"
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 26-мĕшĕнче алă пуснă "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" калакан Указа ырласа йышăнтăм. Вăл, чăн та, пирĕн, республикăра пурăнакансен, пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевлĕ. Паянхи кун республикăра ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланать пулин те, çитес çулсенче пурнăç пахалăхне ỹстерме тата ытларах ĕç тума палăртнă.
Пирĕн те районта пурăнакансен пурнăçне хăтлăрах тăвас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланать. Районти кашни ялта ĕç вĕрет. Кăçал район территорийĕнче пуçаруллă бюджет йĕркеленĕвĕпе пĕтĕмпе 30 миллиона яхăн тенкĕллĕх 49 проект пурнăçланчĕ. 2020 çул валли те ял тăрăхĕсен администрацийĕсем чылай проект хатĕрлерĕç. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕсенче çитес çул та чылай ĕç тума палăртатпăр: çулсем юсама, шыв кĕртме, пĕвесем тасатма...
Çулсем çулсерен япăхланса пыраççĕ. Кашни çулах эпир çулсене тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Тỹрех пур çĕрте те, паллах, юсаса пĕтерме май çук, анчах та çулсеренех çулсене юсассипе ĕçлетпĕр. Райцентрти Çĕнĕ урамра райпо тĕлĕнчен пуçласа 23 номерлĕ аптека таран пыракан çула кăçал тĕпрен юсанине нумайăшĕ асăрхарĕ пулĕ. Райбольница умĕнче çывăх вăхăтра парковка тумалла. Умри тĕллевсем татах та пысăк: Питĕркасси, Серенкасси, Хăмаркка ялĕсенчи, Ишеккасси патĕнчи, Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнчи, Утаркасси еннелле çулсене юсамалла, Кив Атикассинчен пуçласа Штанаша çити çул тумалла тата ытти те. Çитес çул райцентрти палăк йĕри-тавра та юсав ĕçĕсем пурнăçласшăн.
Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салин Советски тата Красноармейски урамĕсенче таса шыв кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Çитес çул районти икĕ башньăран пĕрне юсама шутлатпăр.
2020 çулта кунсăр пуçне Ваçкаçырминче ФАП çĕклеме, Трапайра клуб тума палăртатпăр.
Вĕренỹ объекчĕсемпе те чылай калăпăшлă ĕç çыхăннă. "Пилеш" ача садĕнче кăçал юсав ĕçĕсене пурнăçлама 15 млн тенкĕ уйăрнă, çитес çул та кунта 20 миллионлăх ĕçсем пырĕç. 2020 çулта Хусанушкăнчи ача сачĕн спортзал çи виттине юсама палăртатпăр. "Хĕвел" ача сачĕн малтанхи кивĕ çуртĕнче Ачасен искусство шкулне вырнаçтарма юсав ĕçĕсем пурнăçласшăн, çакна валли 10 млн тенкĕ ытла уйăрмалла. Çитес çул Çĕн Атикассинчи (15 млн ытла тенкĕлĕх), Хĕрлĕ Чутайри (25 млн ытла) тата Атнарти (45 млн ытла) шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. "Хастар" ФСК çумĕнче искусственнăй курăклă футбол уйĕ пулĕ, ăна тума 32 млн тенкĕ ытла пăхса хунă.
Юлашкинчен çакна каласшăн: плансем пысăк, ĕçсем калăпăшлă. Пурте вĕсем районта пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе çыхăннă. Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесен палăртса хунă ĕçсене пĕрле пурнăçа кĕртме пултарăпăр.
Ноябрь 2024 |