ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир Учитель кунне халалласа социаллă сетьсенче "Манăн пĕрремĕш учитель" акци пуçарса яни пирки пĕлтернĕччĕ. Паян сире, хаклă вулаканăмăрсем, асăннă акци пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштаратпăр.
Чи малтанах çакна палăртасшăн - акцие хутшăнма кăмăл тунă кашни çынна пысăк тав сăмахĕ калатпăр! "Манăн пĕрремĕш учитель" акцие "Одноклассники" социаллă сетьре 24 çын хутшăнчĕ, "ВКонтакте" - 23 çын, "Инстаграмра" - 28 çын. Унсăр пуçне, телефонпа пĕрремĕш учитель ятне 6 çын пĕлтерчĕ.
Хăшĕсем пĕрремĕш учитель ятне пур социаллă сетьре те çырса кăтартнăран тата пĕр учитель ятне темиçе вĕренекенĕ те асăннăран учительсен ячĕсем акцие хутшăнакансенчен сахалтарах пулчĕç. Апла пулин те, пĕрремĕш вĕрентекен тата пĕрремĕш хут хăш шкула, миçемĕш çулта кайни пирки тата учителĕсене ăшă тав сăмахĕсем каланине вуласа пĕлме пире питĕ кăмăллă пулчĕ.
Пĕрремĕш учитель ятне çырнипе пĕрлех класпа тунă сăнỹкерчĕксене вырнаçтаракансем те пулчĕç, вĕсенчен пĕр пайне эсир çак старницăра куратăр. Ытти сăнỹкерчĕксене социаллă сетьсенче курма пулать.
"Чи йывăрри шкула пĕрремĕш хут миçемĕш çулта кайнине аса илесси пулчĕ", - пĕлтерчĕ акцие хутшăннисенчен чылайăшĕ. Çапах та, аса илтĕмĕрех.
Паян "Манăн пĕрремĕш учитель" акцие хутшăнакансем аса илнĕ вĕрентекенсен ячĕсене хаçатра çырса кăтартатпăр. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пирĕнпе юнашар çук пулин те, вĕренекенĕсем хăйсене пĕлỹ тĕнчине пĕрремĕш утăм тума пулăшнă учительсене асра тытни темрен те паха.
Скобкăра çырнă çулсем - акцие хутшăнакансем хăйсем пĕрремĕш хут шкула кайнă çулсене кăтартни.
"Манăн пĕрремĕш учитель" акцие хутшăнакансем аса илнĕ вĕрентекенсем:
Атнарти вăтам шкул:
Елена Николаевна Волкова (1996); Людмила Николаевна Мадебейкина (1991); Людмила Евгеньевна Яковлева (1991).
Ачкассинчи пуçлăмăш шкул: Лидия Федоровна Иванова (1980).
Березовкăри сакăр çул вĕренмелли шкул: Клавдия Ивановна Абрамова (1977).
Ишеккассинчи пуçламăш шкул: Александра Петровна Аргандейкина (1981, 1984); Роза Сергеевна Кудюкова (1997); Мария Гавриловна Мерескина (1982); Зинаида Алексеевна Мерескина (2006); Елена Владимировна Микишина (2000); Никифор Тихонович Сорокин (1961,1965); Мария Захаровна Ульянова (1971).
Мăн Этмен шкулĕ: Галина Еноховна Бархоткина (1992); Матрена Ильинична Большова (1969); Галина Геннадьевна Кукушкина (1987); Валентина Петровна Немешкина (1989).
Мишеркассинчи вăтам шкул: Надежда Никифоровна Храмова (1969).
Питĕркасси шкулĕ: София Львовна Галкина (1977); Татьяна Яковлевна Хохлова (2005).
Серенкасси шкулĕ: Юлия Владимировна Васюкова (1969); Елена Михайловна Ельмова (1992); Валентина Андреевна Кудряшова (1983); Мария Захаровна Яковлева (1971).
Çĕн Атикасси шкулĕ: Ольга Яковлевна Моисеева (1997); Лариса Николаевна Пандакова (1998).
Çĕн Атикасси шкулĕн Яманкассинчи филиалĕ: Зоя Семеновна Власова (1977). Çĕн Атикасси шкулĕн Кив Атикассинчи филиалĕ: Фаина Ефремовна Данилова (1975).
Тихăнушкăнчи пуçламăш шкул: Евдокия Артемьевна Ярандайкина (1976).
Трапайри сакăр çул вĕренмелли шкул: Фекла Трофимовна Игушкина (1975).
Туктамăшри сакăр çул вĕренмелли, унтан тĕп шкул: Оксана Николаевна Мидушкина (1996); Антонина Ивановна Тихонова (1981).
Турханти пуçламăш шкул: Ольга Николаевна Быкова (1989); Елена Павловна Илларионова (1974).
Уйпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкул: Вера Григорьевна Яхатина (1963).
Упукушкăнчи пуçламăш шкул: Алина Николаевна Осеева (1998).
Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: Надежда Александровна Артемьева (1990); Галина Петровна Богатнаева (2006); Татьяна Николаевна Борисова (1985); Татьяна Владимировна Вашуркина (1991, 1998); Валентина Петровна Герасимова (1987, 1998, 2006, 2010); Людмила Львовна Герасимова (2015); Перасковия Тихоновна Гусельщикова (1979); Зоя Петровна Конистаркина (1984 çулта пĕрремĕш класа кайнă тăватă вĕренекенĕ аса илнĕ), 1985); Лилия Александровна Матвеева (2016); Александра Анатольевна Романова (1989); Матрена Ильинична Хохлова (1982).
Хусанушкăнчи вăтам шкул: Александр Гаврилович Семенов (1984); Алевтина Николаевна Павлова (1980).
Штанашри вăтам шкул: Нина Вениаминовна Ишмейкина (Ястребова) (1988); Надежда Алексеевна Коннова (1989, 1997); Римма Алексеевна Русскова (1998).
Шулюри тĕп шкул: Елена Ивановна Инжебейкина (2003); Мария Васильевна Трубкина (çулне кăтартман).
Çавăн пекех кỹршĕ районти тата республикăри учительсен ячĕсене аса илекенсем те пулчĕç:
Етĕрне районĕ, Кăкшăмри сакăр çул вĕренмелли шкул: Ольга Ивановна Иванова (1964-1972 çулсенче вĕрентнĕ).
Тутарстан: Зинаида Алексеевна Королева (1976).
РЕДАКЦИ.
Ноябрь 2024 |