Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачасене чунĕсене парса вĕрентекенсем

Категория: Общество Опубликовано: 11.10.2019, 15:12 Просмотров: 443

Иртнĕ эрнере республикăра, çав шутра пирĕн районта та, учительсен професси уявĕпе çыхăннă мероприятисем иртрĕç.

Октябрĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен университетра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе Учитель кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Мероприятире чылай педагог тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ, çав шутра республикăри 9 чи лайăх педагог - Раççей Президенчĕн 200 пин тенкĕпе танлашакан грантне тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăна. Асăннă свидетельствăна тивĕçнисенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультура учителĕ Эдуард Васильевич Романов.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта районти педагогсене саламларĕç. Уява учительсем, воспитательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем тата çамрăк специалистсем хутшăнчĕç, вĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев саламларĕç.

Професси уявĕнче тĕрлĕ наградăсем парса чысланисĕр пулать-и вара? Савăнăçлă мероприятире чылай педагог хисеп хучĕсене тивĕçрĕ. Районăн вĕренỹ тытăмĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Нестерович Живоев тата Мишеркасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Наталия Станиславовна Семенова "Раççей Федерацийĕн воспитанийĕн тата вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçрĕç.

Вĕрентĕве ăнăçлă йĕркелесе пынăшăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Вероника Николаевна Архипова тата Мăн Этмен шкулĕн директорĕ Анатолий Михайлович Ейков Валерий Павлов депутатăн Тав çырăвне тата парнине тивĕçрĕç.

Учитель кунĕ ячĕпе тата пĕтĕмĕшле вĕренỹ тытăмĕнчи ăнăçусемшĕн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Петровна Альгешкина, Ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Людмила Ивановна Кирюшина, вĕренỹ пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Валентина Геннадьевна Максимова, Атнар шкулĕн биологипе хими учителĕ Сергей Дмитриевич Мигушкин район пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

Вĕренỹ тытăмĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Питĕркасси шкулĕнчи пуçламăш классен учительне Алена Дмитриевна Галкинана, Мăн Этмен шкулĕн математика учительне Альбина Агафоновна Михеевана, "Хĕвел" ача сачĕн воспитательне Наталья Александровна Шорникована, "Пилеш" ача сачĕн педагог-психологне Надежда Геннадьевна Печникована, Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче ют çĕршыв чĕлхине вĕрентекен Светлана Анатольевна Илларионована район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн чăваш чĕлхипе литература учителĕ Марина Николаевна Васильева тата вырăс чĕлхипе литература учителĕ Алина Геннадьевна Магаськина район администрацийĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Атнар шкулĕн музыка учительне Геннадий Владимирович Орлова, Çĕн Атикасси шкулĕн истори учительне Марина Анатольевна Лихутинана, "Пилеш" ача сачĕн рабочине Лариса Геннадьевна Ахматканована, Шулю шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учительне Валентина Николаевна Сорокинана, "Пучах" ача сачĕн воспитательне Елена Николаевна Туйманкинана, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ют çĕршыв чĕлхине вĕрентекен Галина Георгиевна Горбунована вĕренỹ пайĕн грамотисене парса чысларĕç.

Çавăн пекех районти вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Ивановна Улянды педагогика ĕçĕн ветеранне Раиса Андреевна Куропаткинана, вырăнти профсоюз организацийĕсен ертỹçисене Валентина Иосифовна Грачевана, Оксана Николаевна Андрианована, Зоя Петровна Мидушкинана, Марина Анатольевна Петрована, Марина Геннадьевна Кузьминана Хисеп грамотисемпе тата тав сăмахĕсемпе чысларĕ.

Савăнăçлă мероприятире çамрăк педагогпа та паллаштарчĕç - Арина Михайловна Элеменкина "Пилеш" ача садĕнче воспитательте тимлет.

Уява пухăннисене ача садне çỹрекенсем тата шкул ачисем хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31