ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Мăнукĕ кукамăшĕ пĕçерме вĕрентнĕ çăкăрпа палăрнă
Пĕр е икĕ теçетке çул каялла нумайăшĕ килтех çăкăр пĕçеретчĕ-ха. Ĕлĕкрех вара çемçе те кăпăшка, тутлă шăршăллă çăкăра кашни килте кăмакара пĕçернĕ. Халĕ вара килте ку ĕçпе аппаланакан çукпа пĕрех пулĕ. Хальхи вăхăтра лавккара туянма та меллĕ-çке.
Хам та çăкăр пĕçерсе курнă май, алăпа чуста çăрса, кăмакара пĕçернĕ килти çăкăр маншăн тем тесен те тутлăрах пек туйăнать. Хальхи çамрăксене çăкăр фпĕçерттерĕн! "Укçа пулсан пĕтĕмпех пулать", - теççĕ хальхи яшсемпе хĕрсем, çамрăк мăшăрсем... Çăмăлрах пурнăçа хăнăхса кайрăмăр пулас. Çăкăр мар, кукăль таврашне те лавккаранах туянать чылайăшĕ халĕ. Ют çĕршывсенче пурăнакансене пăхса-ши, унти модăна хывса-ши, килех пицца, суши, роллы текен апатсене саккас параççĕ. Укçуна кăна хатĕрле, веçех килсе параççĕ. Вăт, пурнăç пулса кайрĕ! Кахалланса, тỹрĕ пилĕкленсе кайрăмăр мар-и? Кунта аслисен воспитанийĕ çапла тесе те айăплама çук, самани çавнашкал тесе калани те тĕрĕсех мар пек туйăнать. Пурпĕрех пирĕн хушăра ĕлĕкхи йăлапа паянхи кун та килтех çăкăр-кукăль шăрши кăларакан, тĕпелте килти тутлă та пахалăхлă апат хатĕрлекен пурах. Çакă савăнтарать те...
Акă Калкассинче пурăнакан Мария Гавриловна Дементьеванах илер. Вăл 1970-1980 çулсенче çăкăр заводĕнче пекарьте вăй хунă. Унăн мăнукĕ те, Коми республикинче ỹснĕ Семен Николаевич Сезяйкин, çăкăр пĕçерме пĕлет. Пĕлет кăна-и? Ку енĕпе ăста темелле. Вăл хăй пĕçернĕ çăкăрпа нумаях пулмасть палăрнă. Ăна телекуравпа та курма пулнă.
Семен Николаевич прапорщик хальхи вăхăтра Самара облаçĕнчи чаçре контрактпа службăра тăрать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин вĕренỹсем иртнĕ вăхăтра уй тĕпелне (полевая кухня) пырсан вăл пĕçернĕ çăкăра астивсе пăхнă, тутлă çăкăршăн алă парса тав тунă (ỹкерчĕкре куратăр). Чутай çăкăрне çисе пăхнă тесен те йăнăш мар ĕнтĕ кунта. Семен Сезяйкин ăна кукамăшĕ вĕрентнĕ пек пĕçернĕ. Сăмах май, çуллахи каникула вăл час-часах асламăшĕпе кукамăшĕ патне килсе çỹренĕ, ачаранах апат пĕçерме юратнă, аслисенчен вĕренсе пынă. 2016 çулта та вăл çăкăр пĕçерес енĕпе уй тĕпелĕнче ырăпа палăрнă пулнă.
Кукамăшĕн çăкăр пĕçерес ăсталăхĕ мăнукне те куçнă. Маттур каччă! Тепĕр хĕр чуста çăрас, çемçе апат пĕçерес енĕпе мухтанаймасть те. Шел те, ун пеккисем халĕ йышлансах пыраççĕ...
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |