Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чылайăшне çул ыйтăвĕ канăç памасть

Категория: Общество Опубликовано: 18.10.2019, 13:26 Просмотров: 383

Юнкун, октябрĕн 16-мĕшĕнче, пирĕн районта та пĕтĕм республикăри пекех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем кашни ял тăрăхнех çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçнă.

infden161019

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем:

. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" калакан 118 номерлĕ Указĕ;

. "Хăрушсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем" наци проектне республикăра 2019 çулта пурнăçа кĕртесси пирки;

. республикăра тухса тăракан хаçат-журнала 2020 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтарасси çинчен.

Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçнă, Информкун ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.

Район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пулса вырăнти шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Тĕп ыйтусем çинче чарăнса тăнă май кунти ĕçченсене çул-йĕр ыйтăвĕ пăшăрхантарни палăрчĕ. Акă Шĕмшешре пурăнакансем çул тăвакан подрядчикпа кăмăлсăр. Кирлĕ материалĕсене тиесе килнĕ-ха, анчах та пысăк машинăсем кĕрсе тухса ахаль те япăх çула çăрса пĕтернĕ. Çул тăвас ĕçе подрядчик пуçăнман та. Хĕл çывхарать вĕт-ха, юр ларсан ĕçлеме пуçласшăн мар пулĕ те... Тĕрĕссипе вара ăна октябрĕн 31-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле. Икĕ эрне хушшинче туса пĕтересси вара пурне те иккĕ-лентерет. Карăкçырминче пурăнакан педагогика ĕçченне те çул ыйтăвех канăç памасть. Ку ялта çулне тунă-ха, анчах ăна подрядчик пахалăхсăр материалсемпе усă курса тунипе кăмăлсăр кунти халăх. Çĕн Ирчемесре пурăнакансене ялти çул хытах шăтăк-путăклă пулни, кĕрсе тухма чăрмавли пăшăрхантарать. Александр Юрьевич районти çулсен 60 проценчĕн пахалăхĕ 50 процентран та ытларах япăхланнине палăртрĕ. 2020 çулта районта Республика кунне ирттерме хатĕрленнĕ май çитес çул чылай çул-йĕре май пур таран йĕркене кĕртме шутланине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова тата райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев ертсе пыракан ушкăн Кив Атикасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Информкунăн тĕп ыйтăвĕсене тишкернĕ май, кунти халăха та çул ыйтăвĕ пăшăрхантарни палăрчĕ. Шыв кĕртес ĕмĕтпе те пурăнаççĕ киватикассисем. Кун йĕркинче çитес çул валли республикăра тухса тăракан хаçат-журнал çырăнтарасси пирки те сăмах пынă май киватикассисем "Пирĕн пурнăç" район хаçатне юратсах вуланине, хаваспах çырăннине пĕл-терчĕç. Район хаçачĕн страницисенче тĕрлĕ хыпарсемсĕр пуçне юрă-калав та тăтăшах пичетлеме ыйтрĕç.

А.САН. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5