Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăн-чăн танкистсемшĕн чăрмавсем çук

Категория: Общество Опубликовано: 25.10.2019, 10:45 Просмотров: 314

Хусанти аслă танк команда училищине "броня тата вут-çулăм рыцарĕсене хатĕрлекен вырăн" теççĕ. Кунтан чăн-чăн танкистсемшĕн чăрмавсем пулманнине çирĕплетме хатĕр офицер-танкистсем вĕренсе тухаççĕ. Танк училищинче 4-мĕш курсра пĕлỹ илекен Хĕрлĕ Чутай каччи Артем Романов хăйне кунта вĕренме килĕшнине палăртать - чăн-чăн танкист пулма ĕмĕтленекенсемшĕн пĕлмелли, ăша хывмалли, кăсăкли чылай. Йывăрлăхсемсĕр мар, паллах. Анчах та курсантсене чи малтан шăпах çак йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтараççĕ те...

Ашшĕн тата хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртет

"Эпĕ Хусанти аслă танк команда училищине ахальтен суйласа илмерĕм - манăн яланах танкист пулас килетчĕ, - пĕлтерчĕ Артем курсант пурнăçĕ пирки каласа панă май. - Тата мана атте те çарпа çыхăннă професси суйласа илме сĕнетчĕ - ку та витĕм кỹчĕ пулĕ..."

Артемăн ашшĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультура учителĕ Эдуард Романов, ывăлĕ çар училищинче вĕренсе унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнине пытармасть - çар профессийĕ уншăн çывăх пулнине, педагог пулман-тăк, хăй те пурнăçне çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарма пултарнине палăртать.

Çавăнпах пулĕ ашшĕ ывăлне ачаранах спортпа туслашма хăнăхтарнă. 2015 çулта Артем полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçрĕ. Салтак çулне çитмен çамрăксен спартакиадисене хутшăнса çарпа прикладной спорт енĕпе те çитĕнỹсем турĕ. Çакă пĕтĕмпех тренерĕ ашшĕ пулнăран тата хăй тăрăшнăран пулнине палăртать Артем. Сăмах май, вĕренỹри тата спортри çитĕнỹсемшĕн 2016 çулта Артем Романов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илсе тăчĕ.

Ашшĕпе амăшĕн, ытти çывăх çыннисен тĕревне Артем танк училищине вĕренме кĕнĕ чух та туйнă, халĕ те туйсах тăрать. Ашшĕ ывăлĕнче чăн-чăн арçыннăн, пулас офицерăн çирĕп те шанчăклă пулмалли шухăша тытса пырать. Кунпа Ирина Алексеевна та килĕшет, анчах та амăшĕн чунĕ ывăлĕшĕн урăхларах çунать пулĕ çав: "Чи пĕлтерĕшли - сывлăхлă пултăр", - тет вăл ывăлне вĕренме çăмăл маррине ăнланса.

Артемăн ашшĕпе амăшĕ, аппăшĕ ун патĕнче тăтăшах пулаççĕ - ывăлĕ тата шăллĕ 2-мĕш курсранпах училищĕн хисеп караулĕнче пулнăран час-часах тĕрлĕ пысăк мероприятисене, Хусанти Çĕнтерỹ парадне хутшăнать, çавăнта çитсе курма тăрăшаççĕ те Романовсем. Артем пĕрле вĕренекен юлташĕсемпе пĕрле илемлĕ ятарлă форма тăхăнса стройпа кăтартуллă утнине, тĕрлĕ хăнăхтарусем тунине мамаккăшĕпе маçаккăшĕ те, кукамăшĕ те çитсе курнă. Паллах, çывăх çыннисем Артемпа мухтанаççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса хăпартланаççĕ.

Малашлăха шанчăклăн пăхать

Хисеп караулĕн ротинче пулни курсантшăн - питĕ яваплă та чыслă, çапах та унăн тĕп тивĕçĕ - вĕренỹре ĕлкĕрсе пырасси. Артем халĕ юлашки курсра, çитес çул вăл алла диплом илет, вара вĕсене службăна малалла ăçта тăсмаллине пĕлтерĕç.

Хусанти танк училищинче кашни çулах Танкист кунĕнче (сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче) тин кăна вĕренме кĕнисем присяга тытаççĕ, çавăн чухнех Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Çав кун кăмăл тăвакансем курсантсем училищĕре мĕнле пурăннине кĕрсе курма, унти йăла-йĕркепе паллашма пултараççĕ.

Училищĕре пĕлỹ илме пур услови те çителĕклĕ. Занятисем ушкăнсем-пе иртеççĕ, курсантсене теорие лекцисемпе семинарсенче параççĕ. Практика занятийĕсем те тăтăшах пулаççĕ. Пулас танкистсем çапăçу мĕнле ирттермелли (тактика), инженери, сапер ĕçĕн, топографи, хими тата биологи хỹтĕлевĕн вăрттăнлăхĕсене ăша хываççĕ, çар машинисемпе, танксемпе, бронетранспортерсемпе çỹреме вĕренеççĕ.

Курсантсене Т-90, Т-80, Т-72 танксемпе ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Хальхи йышши танксене кăткăс оборудовани тата хĕç-пăшал вырнаçтарнă, çавăнпа та вĕсемпе ĕçлекенсен пĕлĕвĕ тĕрлĕ енлĕ пулмалла. Сăмах май, "виçĕ танкист - пĕр экипаж" тени хальхи танксене те пырса тивет. Çавăнпа та курсантсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр çыхăнура ĕçлеме вĕренеççĕ.

Тĕл перессине те тĕпе хураççĕ кунта. Пулас офицерсене автоматран, пистолетран, снайпер винтовкинчен, танка хирĕç пемелли алă гранатометĕнчен тĕл пеме, гранатăсем ывăтма вĕрентеççĕ.

Практика занятийĕсем ытларах уйри условисенче иртеççĕ, çавăнпа та курсантсем "уй тĕпелĕнче" вĕри апат пĕçерме те пĕлеççĕ.

Спорт та малти вырăнта. Кашни кунах - ирхи зарядка, физкультурăпа вĕренỹ занятийĕсем, эрнере икĕ хут - массăллă спорт мероприятийĕсем. Артем Романов училищĕре вĕреннĕ хушăра нумай енлĕ çар ăмăртăвĕсемпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.

Танк училищинче пĕр харăс 500 ытла çын вĕренет, курсантсем казармăсенче пурăнаççĕ. Пĕр казармăра - 120 çын. Кун пек çĕрте хăвна тытма пĕлни, дисциплинăна пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлташлăх туйăмĕ те йышра çирĕпленет.

Ытти çар вĕренỹ заведенийĕсенчи пекех, курсантсен кунта та çулталăкра икĕ хутчен отпуск пулать: хĕллехи икĕ эрне тăсăлать, çуллахи - пĕр уйăх. Отпуска Артем тăван Чутай тăрăхне килет, ăна хăйĕншĕн усăллă ирттерме тăрăшать. Артем каланă тăрăх, вăл отпуск вăхăтне ытларах ашшĕ-амăшĕпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле пулма, вĕсене пулăшма уйăрма тăрăшать, çав хушăрах юлташĕсемпе те тĕл пулать, спорта та тимлĕх уйăрать, кĕнеке вулама та, тĕл перес ăсталăхне туптама та вăхăт тупать.

"Çар училищинче вĕренме "мĕн тути каланине" кун пек çĕрте вĕренсе курнисем кăна туллин ăнланаççĕ пулĕ, - тет Артем Романов. - Тепĕр чухне сана никам та кирлĕ пек ăнланман пек те туйăнать. Анчах та курсантсен, пулас офицерсен, пуçа усма ирĕк çук, йывăрлăхсене парăнтарса малалла каясси - пирĕн тивĕç, çавăнпа та малашлăха эпĕ шанчăклăн пăхатăп".

 

Хусанти Хĕрлĕ Ялавлă тата Жуков орденлĕ аслă танк команда училищи (КВТКУ) - Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин аслă çар вĕренỹ заведенийĕ.

Кăçал танк училищи хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă - вăл 1919 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Чи малтанах пехотăн команда курсĕсем пулнă, унтан - пехота училищи. 1941 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче танк училищи туса хунă.

1943 çулта училище çĕнĕ техникăна ăнăçлă хута янăшăн Çар Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ, 1944 çулта - Çар Хĕрлĕ Ялавĕн орденне. Вăрçă çулĕсенче кунта 5 пин ытла танк экипажне хатĕрлесе кăларнă.

2007 çултан пуçласа - офицер-танкистсене хатĕрлекен Раççейри пĕртен-пĕр çар училищи.

100 çул тултарнă кун, 2019 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче, училище Жуков орденĕпе наградăланă.

Хусанти аслă танк училищин выпускникĕсенчен 41-шĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, виççĕшĕ - Социализмла Ĕç Геройĕ, 13-шĕ - Раççей Геройĕ.

Училищĕрен вĕренсе тухнисенчен 250-шĕ генерал званине тивĕçнĕ.

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1