Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тавах сана, çĕр ĕçченĕ, сĕтел çинчи çăкăршăн!

Категория: Общество Опубликовано: 01.11.2019, 11:56 Просмотров: 495

Октябрĕн 25-мĕшĕнче районти ялхуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Пирĕн сĕтел çинчи çăкăр çĕр ĕçченĕ кашни кун ырми-канми тар тăкнăран пулать. Çавăнпа та ялхуçалăхĕнче тăрăшакан кашни çын мухтава тивĕç.

Районти Культура çуртĕнче çĕр ĕçченне чысласа иртнĕ уяв ялхуçалăх таварĕсен "Ылтăн кĕркунне" куравĕнчен пуçланчĕ. Унтан уява пухăннисене, сумлă хăнасене район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Хыççăн хисеплĕ çĕр ĕçченĕсене професси уявĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.М.Павловăн пулăшуçи Андрей Данилов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕç. Вĕсем ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене, нумай çул ырми-канми тăрăшакансене, ĕçре çитĕнỹ тунисене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата районăн агропромышленность комплексĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн "Нива" ЯХПК директорĕ Владимир Иванович Мурайкин, Илья Петрович Афанасьев водитель, Сергей Михайлович Майоров комбайнер, "Свобода" колхоз директорĕ Валериан Федотович Бромбин, Надежда Николаевна Иванова доярка тата Елена Зиновьевна Максимова ветеринари ĕçченĕ, "Коминтерн" ЯХПК директорĕ Альбина Борисовна Новикова, район пуçлăхĕ Александр Юрьевич Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Викторович Башкиров Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн "Свобода" колхоз трактористне Александр Никитич Токарева, Юрий Иванович Чертов инженера, "Четайское" ТЯО технологне Маргарита Валентиновна Тихонована, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалистне Алефтина Николаевна Дадюкована Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1