Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăхăта шеллетпĕр е "эмел ĕçетĕп те иртсе каять" тетпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 08.11.2019, 13:10 Просмотров: 362

Республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланать: çĕнĕ ФАП-сем уçăлаççĕ, медицина учрежденийĕсем хальхи йышши оборудованисемпе пуянланаççĕ. Апла пулин те çынсен шучĕ çултан-çул чакса пырать. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи сакăр уйăх хушшинче республикăра 78333 ача, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1020 ача сахалрах, çуралнă. Вилекенсен шучĕ вара 10185 çын пулнă. Муниципаллă пĕрлешỹсенчен халăх шучĕ ỹсни Шупашкарта кăна. Ытти районсемпе хуласенче çулсерен халăх шучĕ чакса пырать. Ку ырă мар кăтарту районта та сисĕнет.

ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ноябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне районта 69 ача çуралнă. Вилекенсен шучĕ вара 274 çынпа танлашнă (çуралакансенчен 4 хут ытларах!). Пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5 çын сахалрах вилнĕ.

Сăлтавĕ мĕнре-ши? Паллах, сывлăх хавшанинче. Район больницин кăтартăвĕсемпе çынсем ватлăхпа кăна мар, тĕрлĕ чир-чĕре пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлаççĕ. Чи малти ретре юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсем, усал шыçăсем, апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем. Çакă пирĕн хамăрăн сывлăха тĕрĕслесех тăмаллине пĕлтерет мар-и? Чылайăшĕ çулталăкне пĕрре флюорографи витĕр тухать те унтан сывлăхĕ çине алă сулать. Унта та ялти фельдшер тархасланипе каять. Пĕр тухтăр патне кĕрсе тухни çителĕксĕр. Чире вăхăтра тупма темиçе специалист патне çитмелле. Район больницине кăна мар, направлени илсе Шупашкарти специалистсем патĕнче те тĕрĕсленмелле. Унта çĕнĕ оборудованипе усă курса организма туллин тĕпчĕç. Направленипе черет çитиччен тăхтас килмест-и? Халĕ кирек мĕнле врач патне те интернет урлă çырăнма май пур. Паллах, кăштах тăкакланма тивет. Кунне те хăвăра кирлĕ пек суйлама пулать. Чир-чĕр малтанлăха хăйĕн çинчен систермесĕр те пултарать, вăхăт иртсен вара çийĕнчех ураран ỹкереет. Е вăхăта шеллетпĕр, е "эмел ĕçетĕп те иртсе каять" тетпĕр. Чирĕ вара çавăнтанах вăраха кайма пултарать. "Кая юлсан каю шăтать", - теççĕ-и-ха?

Виçĕ çулта пĕрре диспансеризаци витĕр тухатпăр-ха. Ăна валли те хăшĕ-пĕри аран-аран çулталăк вĕçнелле вăхăт тупать. Диспансеризаци вăхăтĕнче хăйсен мĕн ыратни пирки калаканнисем вара çамрăксем хушшинче çукпа пĕрех. Камăн-ха кабинетсем, хушма тĕрĕслевсем тăрăх çỹрес килет? Çак самантра юн пусăмĕ хăпарса кайнине вара кабинет умĕнче кĕтсе ывăннипе сăлтавлама та пулать. Çакă та чир палли пулма пултарать-çке. Юн пусăмне виçекенни ăна кунсерен тĕрĕслесе тăрать, тытманни - тытмасть те. Ĕçе çỹрекеннисем: "Больницăна кайма вăхăт çук!" - теме пултараççĕ. Кун пеккисем медицина учрежденине шăматкунсенче çỹрееççĕ. Темиçе уйăх хушши ĕнтĕ райбольницăра Пĕрлехи диспансеризаци кунĕсем иртеççĕ (чăрмавсăр мар, паллах!). Уйрăмах специалистсем çитменни ура хурать. Ку енĕпе район больницин сайтне кĕрсе вакансисен списокĕпе паллашас терĕм.

Списокра акушер, медицина сестрисем, врач-травматолог-ортопед, участокри врач-фтизиатр, невролог кирли палăрать.

Çакăнта хамăрăн айăп та пур. Чылай ашшĕ-амăшĕ врача вĕренсе тухнă ачисене хуларах юлма ыйтать. Çамрăкĕсем те алла диплом илнĕ хыççăн хуларах юлма кăмăллаççĕ. Ку - уйрăм калаçу. Кун пирки вара хаçатăн çитес кăларăмĕсенче сỹтсе явăпăр.

Паянхи кун Раççейре, вăл шутра республикăра та, "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕ пурнăçланать. 2024 çул тĕлне вилеслĕх шайне чакарма планлаççĕ. Çакна валли бюджетра 11,6 миллиард тенкĕ пăхса хунă. Укçа-тенкĕ техникăна çĕнетме, ятарлă медицина учрежденийĕсем тата ФАП-сем çĕклеме кайĕ.

Палăртмалла, çичĕ çул хушшинче республикăра 196 çĕнĕ ФАП хута кайнă. Пĕтĕмпе республика бюджетĕнчен 580 миллион тенкĕ тăкакланă. 2020 çулта пур стационарпа поликлиникăна хăтлă хутлăх йĕркелеме хушма укçа уйăрĕç.

Нумаях пулмасть район та çĕнĕ ФАП-па пуянланчĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕнче Яманкасси ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура ФАП уçăлчĕ. Унсăр пуçне кăçал Атнарти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Халĕ кунта хуларинчен пĕрре те кая мар. ФАП-сем çĕклесси ырă йăлана кĕчĕ. Çакă уйрăмах район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакан ватăсемшĕн меллĕ. Вĕсене инçе çула тухма кансĕртерех. Ялтах пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ илме майсем туса пани профилактика ĕçне те лайăхлатĕ. Çитес çулсенче Ваçкаçырминче тата Березовкăра ФАП çĕклеме палăртасшăн.

Хальхи вăхăтра районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн 7 офисĕ, 11 фельдшерпа акушер тата 10 ытла фельдшер пункчĕ халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет.

Пенси çулне тăсса пачĕç. Апла пулсан пирĕн сахалтан та 100 çула çитмеллех. Çавăнпа та хамăр сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла. Тỹрех эмел çăтма васкамалла мар, специалистпа канашламалла. Врачĕсем кăна пулччăр.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1