Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Эпĕ тата анне" акци пĕтĕмлетĕвĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 22.11.2019, 13:03 Просмотров: 418

Аннемĕр кунĕ тĕлне эпир хамăрăн социаллă сетьсенчи ушкăнсенче "Эпĕ тата анне" ятпа сăнỹкерчĕксен акцине ирттересси пирки пĕлтертĕмĕр. Акци тĕллевĕ сăнỹкерчĕксем пулăшнипе ачисене хăйсене пурнăç парнеленĕ амăшĕсем пирки тепĕр хут аса илтересси пулчĕ.

Сăнỹкерчĕксене виçĕ кун хушши кăна йышăнтăмăр пулин те, акцие хутшăнма кăмăл тăвакансем чылай пулчĕç. Паян хаçатра пирĕн пата ярса панă сăнỹкерчĕксен пĕр пайĕпе паллаштартăмăр. Ытти сăнỹкерчĕксене хаçатăн "Инстаграм", "ВКонтакте", "Одноклассники" социаллă сетьсенчи ушкăнĕсенче курма май пур.

Акцие хутшăнма кăмăл тунă кашни çынна тав сăмахĕ калатпăр - вĕсем амăшĕсем çинчен кĕскен пулин те ăшшăн çырса кăтартнине вулама кăмăллă пулчĕ. Хаçатра ачисем амăшĕсем çинчен çырса кăтартнипе паллаштаратпăр: Калкасси ялĕнчи Эвелина Михайловна Тихонова (виçĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Оксана çырса пĕлтерчĕ; Çĕн Ирчемесри Светлана Ивановна Сильвестрова (икĕ ача çуратса ỹстернĕ, виçĕ ачана усрава илнĕ) пирки Елена хĕрĕ пĕлтерчĕ; Хĕрлĕ Чутайри Раиса Федоровна Секайкина (икĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Юлия пĕлтерчĕ; Калкассинчи Ольга Ивановна Артемьева пирки хĕрĕ Зоя пĕлтерчĕ; СХТ территорийĕнче пурăннă Светлана Николаевна Ильина (виçĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Алиса пĕлтерчĕ; Калкассинчи Еле-на Федоровна Матвеева (икĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Юлия пĕлтерчĕ; Пăрачкавра пурăнакан Валентина Дмитриевна Кондрашкина (икĕ ача амăшĕ) пирки пирĕн районта ĕçлесе пурăнакан хĕрĕ Екатерина пĕлтерчĕ; Ваçкаçырми ялĕнчи Альбина Валериановна Логинова (икĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Таня пĕлтерчĕ; Ишеккассинчи Ольга Александровна Тимофеева (пилĕк ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Алена пĕлтерчĕ; Урикассинче пурăннă Зинаида Ионовна Краснова (виçĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Светлана пĕлтерчĕ; Туктамăшри Лариса Петровна Морозова (икĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Алиса пĕлтерчĕ; Анат Чутайри Алиса Владимировна Музыкова (виçĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Алена пĕлтерчĕ; Вырăсушкăнчи Зоя Петровна Новикова (ултă ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Нина пĕлтерчĕ; Тумликассинче пурăннă Ольга Александровна Ильина (пилĕк ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Венера пĕлтерчĕ; Çĕн Ирчемесри Таисия Степановна Яконина (виçĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Марина пĕлтерчĕ; Тумликассинче çуралса ỹснĕ, Калкассинче пурăнакан Анна Дмитриевна Дементьева (тăватă ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Марина пĕлтерчĕ; Штанашри Галина Вячеславовна Зотова (виçĕ ача амăшĕ) пирки хĕрĕ Алина пĕлтерчĕ; Çĕн Ирчемесри Зоя Александровна Кириллова (икĕ ача ỹстернĕ, икĕ ача усрава илнĕ) пирки хĕрĕ Светлана пĕлтерчĕ.

Ытарайми, юратнă, хаклă аннемĕрсене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх сунатпăр, сирĕн яланах ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен юратăвĕпе ăшшине, тĕревне туйса тăмалла пултăр.

Редакци. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1