ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ачасем пурри - телей. Çакна никам та хирĕçлемĕ. Хăвăн тĕпренчĕкỹ пĕрремĕш утăм тунине курни, пĕрремĕш хут "анне-атте" тенине илтни, унăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕсемпе пĕрле савăнни - нимĕнпе виçейми, танлаштарайми самантсем. Çемьере хуть те миçе ача çитĕнсен те - пĕрре-иккĕ е пилĕк-улттă - амăшĕн чĕри пуриншĕн те пĕр пек кулянать, пурне те пĕр пек юратать, йăпатать, пурне те ырлăх-сывлăх, телей кăна сунать.
Паянхи сăмахăма манăн мăшăрĕпе пĕрле пилĕк ачине çĕршыва юрăхлă çитĕнтерес тĕллевпе пурăнакан Галина Катюкова пирки пуçарас килет.
Галина Геннадьевна Туктамăш ялĕнче 1975 çулта Капитоновсен çем-йинче кун çути курнă. Хăй те вăл пилĕк ачаллă çемьере ỹснĕ, ачаллах ĕçпе пиçĕхнĕ. Галина Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. 1996 çулта Галина Геннадьевна Калкассинчи Александр Александрович Катюковпа (вăл та ултă ачаллă йышлă çемьере çитĕннĕ) пĕр çемьене чăмăртаннă. Çамрăк мăшăр Туктамăш ялĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем Гальăн тăван килĕнчен аякра мар пурăнаççĕ. Галина Катюкова 1999 çултанпа районти тĕп больницăра санитаркăра тимлет, унăн мăшăрĕ те чылай çул кунтах вăй хурать.
1996 çулта Катюковсен çемйинче йыш хушăннă, çут тĕнчене хĕрĕ Люба килнĕ. Çулталăкран ывăл та çуралнă, ăна Катюковсем Анатолий ят панă. Унтан 2010 çулта Евгения, 2011 çулта Вероника тата 2014-мĕшĕнче Василиса хĕрĕсем кун çути курнă. Катюковсен ачисем пĕрин хыççăн тепри çитĕнсе пырса кашни хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса пыраççĕ.
Аслă хĕрĕ Люба хальхи вăхăтра тĕп хулара вĕренет. Вăл хăйĕн пурнăçне çынсене сиплес ĕçе халалласшăн. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Паянхи кун Люба - 6-мĕш курс студентки.
Ывăлĕ Анатолий Чулхулари ялхуçалăх техникумĕнче вĕренсе автомеханик профессине алла илнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăннă хыççăн Анатолий килте нумаях пурăнман, контракт çырса татах çара çул тытнă. Акă çулталăка яхăн ĕнтĕ вăл Североморск хулинче службăра тăрать. Сăмах май, ашшĕ Александр та çар тивĕçне тинĕс çар флотĕнче пурнăçланă, ывăлĕ çавăн пек суйлав туни çине çакă та витĕм кỹнĕ ĕнтĕ.
Кĕçĕн хĕрĕсем те ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Женя районта иртекен спорт мероприятийĕсенче кăна мар, республика шайĕнче те хăвăрт ишнипе пĕрре мар палăрчĕ, малашне те ăнăçу ун çумĕнчех пултăр ĕнтĕ. 2-мĕш класра ăс пухакан Вероника вара шахматла выляма ăста, çĕнтерỹçĕсен йышĕнче унăн ятне те час-часах илтме тỹр килет. Василиса ача садне кăна çỹрет-ха. Малашлăхра вăл та хăйĕн ỹсĕмĕсемпе савăнтарасса шанать ашшĕ-амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсене Катю ковсем хавхалантарма, тĕрев пама тăрăшаççĕ.
Галина Геннадьевна мăшăрĕпе пĕрле ачисен ытлă-çитлĕ пурнăçĕшĕн тăрăшаççĕ, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ачисене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарса ỹстереççĕ. Туслă кил-йыш тĕрлĕ выльăх чылай усрать. Гальăн мăшăрĕ Александр килти выльăх валли апат çителĕклĕ хатĕрленипе пĕрлех ял çыннисене те хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче пулăшма ĕлкĕрет. Çĕр сухаласа е çĕрулми купаласа памалла-и, утă çулса тĕркемлемелле-и - хăйĕн килти тракторĕпе часах пулăшать, çемье валли тупăш та тăвать. Сăмах май, çуллахи ерçỹллĕ вăхăтсенче Толя ывăлĕ те ашшĕне сахал мар пулăшать, вăл та техника патне ачаранах туртăнни сисĕнет.
Çемье пуçĕ арçын тетпĕр, анчах хĕрарăм пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар, ун çине те пурнăçра сахал мар тиенет. Галина та мăшăрĕпе пĕрле кил ăшшине упраса, пилĕк ачине, пилĕк чун тĕпренчĕкне, вĕрентсе кăларса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас тĕллевпе пурăнать. Амăшĕн чĕри урăхла пулма та пултараймасть пулĕ...
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |