Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тавралăх таса пуласси хамăртан кăна килет

Категория: Общество Опубликовано: 22.11.2019, 13:38 Просмотров: 314

Юнкун, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, пирĕн районта та республикăри пекех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем кашни ял тăрăхне çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçрĕç.

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç

Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева ертсе пыракан ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа пĕрле Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçлекенсемпе тата вĕренекенсемпе, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче тата районти Культура çуртĕнче тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçрĕç. Информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă çĕре кунта çавăн пекех район прокурорĕ Альберт Петров, районти полици уйрăмĕн, республикăри наркологи службин тата сывлăх енĕпе тимлекен обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тата район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулчĕ.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова тата райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев ертсе пыракан ушкăн Мăн Этмен ял тăрăхне çитрĕ, кунти шкул коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ.

Ку хутĕнче кун йĕркинче çакăн пек ыйтусем пулчĕç: Чăваш Республикинче "Экологи" наци проектне пурнăçа кĕртни пирки, граждансене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта газ оборудованийĕпе усă курнă чух хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, банк карттисемпе, сотовăй телефонсемпе тата Интернетпа усă курса халăха улталасран хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, йĕркене пăсакансемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси, пушар хăрушсăрлăхĕ тата ытти те.

Пĕрлехи информаци кунне райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Информаци кунĕнче пăхса тухнă ыйтусене тишкернипе пĕрлех çитес çул районта иртекен Республика кунĕпе çыхăннă ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Хăçан çутçанталăк тăшманĕ пулма пăрахăпăр?

Пирĕн республикăра "Экологи" наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май ултă проект пурнăçланать: "Йăлари хытă каяшсене пуçтарса тухмалли комплекслă тытăм", "Вăрмансене упрасси", "Таса çĕршыв", "Атăла сыватасси", "Сайра шыв объекчĕсене упраса хăварасси", "Таса шыв". Ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ.

Анчах та тавралăха упрасси, таса тытасси патшалăх ку енĕпе туса пыракан ĕçсенчен кăна килмест. Чи малтанах ку енĕпе пирĕн кашнин тăрăшмалла. Хальхи вăхăтра кашни ялтах, кашни урамрах çỹп-çап контейнерĕсем вырнаçтарса тухрĕç пулин те, çав-çавах кил таврашĕнче пухăннă хытă каяшсене ăçта кирлĕ çавăнта пăрахса хăваракансем пур. Нивушлĕ контейнерсем патне илсе çитерме çук кирлĕ мар япаласене тултарнă хутаçсене? Е çав териех намăса, çынлăха çухатрăмăр-ши эпир? Ăнланма пултараймастпăр ăслă-тăнлă çынах çапла хăтланнине.

Акă çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнче вырнаçнă "пĕремĕк завочĕ" (халăхра ăна çапла калаççĕ) хыçĕнче питĕ пысăк çỹп-çап купине (сăнỹкерчĕкре) тупса палăртнă. Мĕн кăна йăванса выртмастчĕ-ши кунта? Мĕн вăхăт хушши пăрахса тăнă-ши килти ăпăр-тапăра çакăнта? Таçти ют ялта пурăнакансем туман ĕнтĕ çак сăнсăрла ĕçе, çак таврара пурăнакансем, çакăнтан тăтăшах иртсе çỹрекенсем хăтланнă ĕнтĕ çапла. Аслисем çапла хăтланаççĕ пулсан, çитĕнекен ăрăва мĕнле тĕслĕх параççĕ вĕсем? Кунтан тăтăшах ачасем шкула иртсе çỹреççĕ, кураççех вĕсем аслисен киревсĕр ĕçне - "çапла тума та юрать иккен" тесе шухăшлаççĕ пулинех...

Паянхи куна ку вырăна тасатса тирпейленĕ ĕнтĕ - Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе. Мĕншĕн вĕсен тумалла вара çак ĕçе? Вĕсем айăплă-и "сысналла" хăтланакан этемсен киревсĕр ĕçĕшĕн? Эх, хытă каяшсене çакăнта пăрахнă этеммисене хăйсене пуçтарттармалла та ĕнтĕ хăйсем хыççăн - тупса палăртма çук тулĕк, вĕсем çын курмалла тумаççĕ çав хăйсен киревсĕр ĕçне.

Çутçанталăка сăтăр тăвакансем тупăнсах тăраççĕ çав пирĕн хушăра. Акă нумаях пулмасть пирĕн пата Шулю ялĕнчен çыру килчĕ. Авторĕ ăна "Çутçанталăк тăшманĕсем" тесе ят панă. Вăл Шулю ялĕнчи çырмасенче хăнтăрсем пурăнни пирки пĕлтерет. Çак чĕрчунсем хăйсемех "пĕвесем" ăсталани илемлĕ кăна мар, питĕ вырăнлă пулнине тепалăртать автор, унта хур-кăвакал та ишсе çỹренине, чарлансем те курăнма пуçланине калать. "Анчах та путсĕр çынсем хăнтăрсен "пĕвисене" темиçе хутчен те аркатрĕç. Çын курасран хăраса çĕрле, вăрă-хурахла тăваççĕ вĕсем хăйсен киревсĕр ĕçне", - тенĕ çырура. Ял çыннисем çак чунсăрла ĕçе кам тунине пĕлеççĕ иккен. Çав этем çырмана килти хытă каяшсене тултса пурăнать - халĕ контейнерсем лартнă пулсан та. Хăнтăрсем тунă "пĕвесем" вара çав каяшсене юхса кайма памаççĕ. Çавăнпа та çав киревсĕр этем ялти хăш-пĕр çынсемпе канашласа "пĕвесене" çĕмĕрттерет, хыççăн вара "ĕçленĕшĕн" эрех ĕçтерет иккен. Çĕмĕрнĕ "пĕвесенчен" шывĕ юхса каять - вĕсемпе пĕрле унта пăрахса тултарнă çỹп-çап та юхать... Типпе юлнă хăнтăрсен шăпи паллă ĕнтĕ - вĕсем пĕтеççĕ. "Шел те мар-ши чĕрчунсене çав чул чĕреллĕ этеме? Кам чарĕ-ши çав çутçанталăк тăшманне?" - тет çыру авторĕ чунтанах пăшăрханса.

Çутçанталăк тĕлĕшпе çапла киревсĕр хăтланакан çак этем хаçатра çырнă хыççăн та пулин хăй мĕн тери тăрлавсăр хăтланнине ăнланса илейĕ-ши? Е ун пеккисене штраф кăна витĕм кỹрет-ши?

Эпир çак çĕр çинче хăнара кăна - хамăр пурăннă хушăра мĕншĕн çутçанталăка, тăван тавралăха çав тери сăтăр кỹретпĕр-ши? Хăçан пурнăç çине урăхла куçпа пăхма, хамăрăн хăтланусене ырă енне улăштарма пуçлăпăр?

А.ОРИНОВА, А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1