Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Йытăсен ăссăр хуçисене мĕнле ăнлантарса çитермелле?

Категория: Общество Опубликовано: 29.11.2019, 13:52 Просмотров: 348

Паянхи кун питĕ çивĕч тăракан ыйтăва, актуаллă темăна - хуçисем йыттисене ирĕкре çỹретнине - хамăрăн хаçатра тепĕр хут хускатас терĕмĕр. Тен, çине-çине аса илтерсен хăш-пĕр çынсем хăйсен тăватă ураллă тусĕсене ирĕке кăларса яма юраманнине ăнланса илĕç пулĕ тетпĕр мар-и ара?

Иртнĕ эрнере редакцинче компьютер умĕнче ĕçлесе ларнă вăхăтра урамра йытăсем хыттăн вĕрнине илтрĕм. Сĕтел хушшинчен тăрса чỹречерен пăхрăм та - виçĕ-тăватă йытă çул тăрăх велосипедпа пыракан пĕр арçынна вĕрсе чупаççĕ иккен. Арçын арçынах çав, йытăсенчен хăранине палăртмарĕ, каялла çаврăна-çаврăна пăхса велосипедне малалла кустарчĕ...

Журналист чунĕ çапларах-ши вăл - телефона хăвăрт кăна алла ярса илтĕм те çак пулăмăн пĕр самантне чỹречерен ỹкерсе илтĕм... Вара çав кĕске видеона район хаçачĕн "Инстаграм" социаллă сетьри ушкăнне лартса хутăмăр. "Çак арçын вырăнĕнче ача пулнă пулсан мĕн пулса тухатчĕ-ши? Хуçисем йыттисене хăçан ирĕкре чуптарма пăрахаççĕ-ши?" - тесе çырса хутăмăр социаллă сетьре. Часах комментарисем курăнма пуçларĕç: "Йытăсенчен хамăр та питĕ хăратпăр, Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнче вĕсем питĕ йышлăн çỹреççĕ... Вăл йытăсен хуçисене суда памалла... Кама та пулин çыртса амантасса кĕтеççĕ-ши?.."

Ирĕкре çỹрекен йытăсем хăратса çитерни пирки пире шăнкăравласа пĕлтерекенсем те пулчĕç, редакцине килекенсем те ку çивĕч ыйтăва тăтăшах тапратаççĕ.

...Тĕрĕссипе, алла телефон тытиччен арçынна йытăсенчен "çăлма" тухса чупмаллаччĕ пуль ĕнтĕ манăн... Тулĕк вăт, пытармасăр калатăп, йытăсенчен калама çук хăратăп эпĕ. Ача чухне йытă çыртни халĕ те витĕм кỹрет пулас. Çапла хăра-хăрах ĕçе те, ĕçрен те çỹретĕп. Ирсерен те пуçламăш класра вĕренекен хĕрĕме, хам йытăсенчен хăранине пытарма тăрăшса, шкулалла алăран çавăтса ăсатса яратăп - район цент рĕнче йытăсем сахалланчĕç пулин те, курăнкалаççĕ-ха çаплах, уйрăмах çỹп-çап контейнерĕсем патĕнче.

Пĕр хушă йытăсем шкул территорийĕнче те туллиех çỹрерĕç, ачасене хăратни, çыртма хăтланни е çыртса та илни пирки ашшĕ-амăшĕ тăтăшах калаçрĕ. Юрать-ха, шкул тирпейлỹçисем е аслисенчен кам та пулин курса çав йытăсене хăваласа яраççĕ. Анчах та вĕсем те кунĕпе шкул умĕнче йытăсене хуралласа тăраймаççĕ-çке.

Юлашки кунсенче шкул çывăхĕнче йытăсем курăнма пăрахни сисĕннĕрен чунра самай лăпкăрах ĕнтĕ. Малашне те ачасене шкула хăрамасăрах ăсатса ярасчĕ.

Анчах та, районăн çĕнĕ центрĕнче çапкаланса çỹрекен йытăсем сахалланчĕç пулин те, кивĕ центрĕнче туллиех-ха вĕсем. Те юри кăларса яраççĕ вĕсене хуçисем? Е тата "Хĕвел" ача садне ирпе ачисене ăсатма пынă чух е каçхи пепкисене садикрен илсе кайнă чух аслисем тăтăшах пĕрле йыттисене ертсе тухаççĕ. Мĕн тума? Ачасем йытăсенчен хăранине ăнланмаççĕ-ши?

Район центрĕнче кăна мар, ытти ялсенче те йытăсем урамра ирĕккĕн чупса çỹренине тăтăшах курма пулать. "Пирĕн йытă усал мар, çыртмасть вăл", - теме хăçан пăрахатпăр? "Йыттăн хỹри кукăр" тесе ахальтен каламан, çакна манас марччĕ.

Ял урамĕсенче тата район центрĕнче йытăсем ирĕкре çỹренĕшĕн почтальонсем те пăшăрханаççĕ - хаçат е пенси укçи валеçнĕ чух йытăсем çуртсем çывăхне ямаççĕ-çке. Ку ялти уйрăм çуртсен хуçисене те, Хĕрлĕ Чутай салинчи нумай хваттерлĕ çуртсене те пырса тивет.

Почтальонсене çыртнă, çи-пуçне çĕтнĕ тĕслĕхсем те пулман мар.

Почта ĕçченĕсем ялсем тăрăх халăхшăн тăрăшса çỹреççĕ, вĕсем çынсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Кил хуçисем вара йыттисене ирĕкре чуптарса вĕсен ĕçĕнче чăрмав кỹнипе пĕрлех сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Çỹлерех çырни патне таврăнам-ха каллех - редакцинче ĕçленĕ хушăра йытăсем ачасене тапăннине курсан вĕсене хăваласа яма урама чупса тухни те пулман мар. Ĕç-пуç пĕчĕк ачасемпе çыхăннине курсан хăв йытăран хăрани те манса кайăнать... Пирĕнтен чылайăшĕ йытăсем ирĕкре çỹренĕшĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсене айăплама пăхать. Хуçисем пур çĕртех йытăсемшĕн мĕншĕн вĕсен явап тытмалла? Ирĕкре çỹрекен йытăсене саккунпа килĕшỹллĕн тытса хупма бюджетран мĕн чухлĕ укçа пĕтереççĕ вĕсем, çак укçана урăх ĕç валли усă курсан вырăнлăрах мар-ши? Анчах та йытăсен ăссăр хуçисене çакна ăнлантарса пама çук пулĕ çав - вĕсем яваплăха хăйсем çине илесшĕн мар, айăпне урăххисенче шыраççĕ. Çавăнпа та ирĕкреçỹрекен йыттисене тытнине пĕлсен ял тăрăхĕн администрацине пырса: "Çăхав кĕтĕр халĕ", - тесе хăратма пăхаççĕ.

Анчах та çапкаланса çỹрекен йытăсем тĕлĕшпе мĕн тумаллине ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй тĕллĕн йышăнмасть, ку ĕç çынсем ыйтнипе, район администрацийĕ, прокуратура хутшăннипе пурнăçланать. Мĕншĕн тесен çак йышăнăвăн тĕп тĕллевĕ - çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшасси.

Хăйсен хуçалăхĕнче йытă усракансене вара тепĕр хут çакна каласа хăварас килет - тăватă ураллă тусăрсемпе нимĕн те ан пултăр, вĕсем никама та сăтăр ан туччăр тетĕр пулсан вĕсене ирĕкре ан çỹретĕр. Ан манăр - йытăсемшĕн чи малтан хуçисем яваплă.

Саккунпа килĕшỹллĕн, йытăсене ирĕкре çăварлăхсăр тата пăявсăр çỹретнĕшĕн хуçисене 1-2 пин тенкĕпе танлашакан штраф кĕтет. Çитес вăхăтра штраф суммине 5 пин тенкĕ тума сĕнеççĕ.

Алина ИТТИ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31