Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хамăр пурăнакан вырăна пĕрле хăтлăрах тăвар

Категория: Общество Опубликовано: 29.11.2019, 13:53 Просмотров: 359

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Ен çыннисем валли пурăнма хăтлă условисем йĕркелемелли хушма мерăсем йышăнасси пирки калакан Указа алă пусни пирки пĕлтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ "Единая Россия" политика партийĕн проекчĕпе килĕшỹллĕн 2011 çулта нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртес тĕллевпе капиталлă юсав ĕçĕсем тума тытăннине палăртнă. Унтанпа Чăваш Ен Правительстви районсенче граждансен пурăнмалли хутлăхăн хăтлăхне ỹстерес тесе тĕллевлĕн ĕçлесе пырать.

"Асăннă ыйтусемпе эпир пĕрремĕш çул кăна ĕçлеместпĕр. Ĕçе пĕр самантлăха та чарса лартман, укçа-тенкĕне вăхăтра куçарса пынă, тĕпрен юсас тата урам территорийĕсене хăтлăх кỹрес ĕçсене пурнăçланă", - палăртнă Михаил Игнатьев.

Граждансем валли пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе парассипе хушма мерăсем йышăнасси пирки калакан Указра приоритетлă икĕ ен палăртнă. Пĕрремĕшĕ - районсенчи ялсенче, нумай хваттерлĕ çуртсем хушшинчи урамсенче хăтлăхпа илем кỹресси. Кунта нумай хваттерлĕ çуртсем хушшинчи урамсенче асфальт çул сарассине, тротуарсемпе тата кану вырăнĕсемпе тивĕçтерессине, экопарковкăсем тăвассине, урамсене çутăпа тивĕçтерессине, ачасене валли вылямалли тата спорт площадкисем вырнаçтарассине, урамсене видеосăнавсемпе тивĕçтерессине пăхса хунă. Иккĕмĕшĕ - социаллă тата культура сферин объекчĕсене (шкулсем, ача сачĕсем, клубсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем...) çыхăнтаракан тротуарсене тăвасси тата тирпейлесси.

Чи малтанах ĕçе пурнăçа кĕртме тытăниччен проектсене районсенче йĕркеленĕ комиссисем тишкерсе пăхса тухĕç. Указ Чăваш Республикинчи пурĕ 119 ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнчи 1200 ытла урам территорийĕсене хăтлăх кỹме май парĕ. Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме республика хыснинчен пурĕ 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

Михаил Игнатьев тĕп ĕçсене 2020 çулта пурнăçлама, тавралăха тирпей-илем кĕртме палăртнă ĕçсен калăпăшне икĕ тата виçĕ хут ỹстерме чĕнсе каланă. "Палăртнă ĕçсене пурнăçлама республика хыснинче укçа уйăрнă, федераци бюджетĕнчен те укçа куçĕ", - тенĕ республика ертỹçи. Вăл министерствăсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене патшалăх тата муниципаллă программăсемпе активлăрах ĕçлеме хушнă.

Аса илтеретпĕр, кăçал ноябрь уйăхĕнче Раççей Стройминĕ çĕршыври регионсенчи хула хăтлăхне хаклани пирки пахалăх индексне пичетлерĕ. Кунта пĕлтĕрхи кăтартусене шута илсе 1114 хулана хакланă, 262-шĕ 180 е ытларах балл пухса лайăххисен йышне кĕнĕ. Чăваш Енри тăхăр хуларан пиллĕккĕшĕ хăтлă та пурăнма лайăх хуласен шутне кĕме пултарнă: Шупашкар 205 балл пухнă, Канаш - 201, Етĕрне - 193, Улатăр - 183, Çĕн Шупашкар - 180.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, рейтинг кăтартăвĕсем республикăра пур хула валли те аталанма пĕрпек условисем йĕркеленине çирĕплетсе параççĕ. "Пирĕн тĕллев - пур муниципалитет пĕрлешĕвне те аталантарасси. Ăна эпир пурнăçласа пыратпăр", - çирĕплетнĕ Михаил Васильевич.

Рейтинг тăрăх, Чăваш Республикинчи хуласенче çурт-йĕр хута ярас енĕпе ĕçсем аван пыраççĕ. Кунсăр пуçне "Экологи" наци проекчĕн шайĕнче пурнăçланакан йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес опыта та шута илнĕ. Указ пурĕ Чăваш Республикинчи 119 ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнчи 1200 ытла урам территорийĕсене хăтлăх кỹме май парĕ. Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме республика хыснинчен пурĕ 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Çак Указ пире районти урам территорийĕсене хăтлăх кỹме хушма майсем туса парать. Района ку ĕçсене пурнăçлама 15 миллион тенке яхăн килмелле. Ку район валли хушма инвестици. Çак ыйтупа эпир çывăх вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса канашлăпăр. Халăхпа та тĕлпулусем йĕркелемелле, мĕншĕн тесен кунта районта пурăнакансен сĕнĕвĕсене те шута илмелле. Урамсенче ачасем выляма пултарччăр тесе ятарлă площадкăсем вырнаçтарма, çутăпа тивĕçтерме май пур. Кирлĕ вырăнта тротуарсем тăвассине те пăхса хумалла. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн урамсене хăтлăх кỹмелле, хальхи йышши сăн кĕртмелле. Тен, нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчи хăш-пĕр урамсенче темиçе теçетке çул сăнсăррăн курăнса ларакан сарай-хуралтăсенчен те хăтăлма тивĕ. Пур ĕçе те пухăнса калаçса, çынсен шухăшне шута илсе пурнăçлăпăр. Кунтах çакна каламалла, софинансировани те пулмалла: пилĕк проценчĕ - вырăнти бюджетран, пĕр процентне халăхран пухмалла.

Хушма укçа килни пирĕншĕн уйрăмах вырăнлă тесе шутлатăп. Çитес çул пирĕн районта Республика кунĕпе пĕр килекен тĕп мероприятисем иртнине шута илсен, эпир район сăн-сăпатне татах та илемлетме, хамăр пурăнакан ял-урамсене хăтлăх кĕртме, районта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарăпăр. Пĕрле ĕçлесен ĕç ăнатех. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама майсем çителĕклĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31