Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн, ачисене воспитани панăшăн

Категория: Общество Опубликовано: 29.11.2019, 13:54 Просмотров: 371

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Анне кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тата Ашшĕсен канашĕ хутшăннипе йĕркеленĕ уява республикăри пур муниципалитетран та хăйсене тăван е усрав ачисен воспитанине халалланă, çемье хаклăхне пропагандăлас енĕпе тухăçлă ĕçлекен амăшĕсем килсе çитнĕ. Обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн тата ачасене воспитани парассине тỹпе хывнăшăн Хĕрарăмсен союзĕн вунă представительне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав сăмахĕ парса чысланă. Вĕсен йышĕнче - Ачкасси ялĕнче пурăнакан Елена Александровна Патьянова.

patyanovaÇемье вучахне упракан Елена Александровна 1965 çулта çуралнă. Шкул хыççăн бухгалтерсен курсне пĕтернĕ. 1984 çулта "Путь Ильича" колхозра ĕçлеме пуçланă. 2004-2015 çулсенче район больницинче реанимаци уйрăмĕнче санитаркăра тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вăл поликлиникăра гардеробщицăра вăй хурать. Хăйĕн пурнăçне района, тăван кĕтесне халалланă Елена Патьянова. Çакна унăн грамотисем те çирĕплетсе параççĕ. Лайăх кил хуçи пулнипе пĕрлех вăл тĕрлĕ конкурссене хутшăнма кăмăллать. Кашни хĕл районта пурăнакансене юртан ăсталанă тĕрлĕ кĕлеткесемпе савăнтарать. Çав хушăрах районăн, ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнать.

Елена Александровнăпа Олег Алексеевич Патьяновсен çемйи яваплă та ĕçчен. Мăшăр пилĕк ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă, аслисене хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Ачисем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса пынă, шкулта та аван вĕреннĕ. Халĕ вĕсем пурте яваплă ĕçсенче тăрăшаççĕ. Виççĕшĕ çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ, ачи-пăчи те пур.

Аслă хĕрĕ Альбина 2003 çулта Шупашкарти 23 № професси училищине пĕтернĕ, сутуçă-кассир квалификацине алла илнĕ. Халĕ тĕп хуламăрти троллейбус управленийĕнче ĕçлет.

Алексей ывăлĕ Шупашкарти электромеханика техникумне пĕтернĕ, унтан Мускаври патшалăх машиностроительнăй университетăн филиалĕнче инженера вĕреннĕ. 2007 çултанпа районти электроçыхăну узелĕнче электромеханикра тăрăшнă. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн вăл çакăнтах электромонтерта вăй хунă, çулталăк иртсен участок мастерне куçарнă. 2013 çултанпа - тĕп инженер.

Ольга хĕрĕ Шупашкарти медицина колледжĕнче "Сестра ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. Тĕп хуламăрти васкавлă пулăшу паракан больницăра медицина сестринче вăй хурать.

Алиса хĕрĕ Шупашкарти олимп резервĕн училищине пĕтернĕ. 2018 çулта бакалавриат программипе ЧПУ-ра инженер профессине алла илнĕ. Халĕ хĕр çак вĕренỹ заведенийĕнчех пĕрремĕш курсра "Техносферная безопасность" енĕпе пĕлỹ илет. Вăл мĕн ачаран спортпа интересленнĕ. Паянхи кун та тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.

Анжелика хĕрĕ те медицина енĕпе професси пĕлĕвĕ илнĕ, Шупашкарти медицина колледжĕнче "Сиплев ĕçĕ" специальноçе вĕреннĕ. Халĕ вăл хулари иккĕмĕш больницăра медицина сестринче тăрăшать.

Ачисемшĕн çемье - пурнăçри тĕп тĕрев, пур тĕрĕслевсенче те - шанчăклă тыл: ашшĕ яланах пулăшать, амăшĕн ырă сăмахĕ вара чуна лăплантарать тата ăшăтать.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5