Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Музей уçăлчĕ, депутатсен елкисем пулчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 27.12.2019, 10:58 Просмотров: 361

Çĕнĕ çул умĕн районта тĕрлĕ савăнăçлă мероприятисем иртеççĕ. Шкулсемпе ача сачĕсенче ачасем капăр чăрăш тавра тăраççĕ, ташласа-юрласа савăнаççĕ. Пирĕн район ачисем депутатсем ятарласа йĕркелекен елкăсенче те пулаççĕ.

Нумаях пулмасть Етĕрне хулинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов йĕркелеме пулăшнипе Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем валли елка иртнĕ. Унта пурĕ 40 ача хутшăннă. Уява хутшăннă ачасем пылак парнесене тивĕçнĕ.

Декабрĕн 26-мĕшĕнче вара районти Культура çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕн Валерий Павловăн пуçарăвĕпе нумай ачаллă, сахал тупăшлă, йывăр лару-тăрури çемьесенчи ачасем валли Çĕнĕ çул елки иртрĕ. Кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртнĕ уявăн программине ытти чухнехи пекех социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç, вĕсене "Пилеш" ача сачĕн ĕçченĕсем пулăшрĕç.

Хĕл Мучипе, Юр Пикепе тата юмахри сăнарсемпе пĕрле капăр чăрăш тавра савăнакан ачасене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕç, пылак парнесем парса савăнтарчĕç.

Палăртмалла, Çĕнĕ çул елкине хутшăниччен хăнасем районти "Çын тата çутçанталăк" халăх музейне капиталлă юсав ĕçĕсем хыççăн уçнă çĕрте пулчĕç. Культура еткерĕ шутланакан музее юсаса çĕнетме 7 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Кунти реставраци ĕçĕсене çитес çул Чăваш автономине 100 çул çитнине паллă тăвассине хатĕрленнĕ май пурнăçланă.

Халăх музейне уçнипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие çавăн пекех районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем, ветерансен "Шанчăк" фольклор коллективĕ тата "Хĕвел" ача сачĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31