Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Çĕнĕ çула - çĕнĕ тĕллевсемпе"

Категория: Общество Опубликовано: 27.12.2019, 11:02 Просмотров: 366

Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Хисеплĕ хĕрлĕчутайсем, 2019 çул вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç, апла пулсан, çулталăкăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тумалли, çитес çулта мĕн пурнăçламаллине палăртмалли вăхăт çитрĕ.

2019 çул районшăн тата кунта пурăнакансемшĕн пулăмсемпе тата мероприятисемпе пуян пулчĕ. Эпир çулталăк тăршшĕпех тĕп тĕллевсене - экономикăна аталанма условисем тăвассине, социаллă сферăри йывăрлăхсене татса парассине, халăхăн пурнăç шайне ỹстерессине, вĕсен сывлăхне упраса хăварассине - тимлĕх уйăрса ĕçлесе пытăмăр.

Пирĕн район - ялхуçалăх районĕ, çавăнпа та эпир аграри секторне пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ялхуçалăх таварĕсене туса илекенсене валли 2019 çулта 22,5 миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ уйăрнă, çав шутра федераллă бюджетран - 17,3 млн тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 5,2 млн тенкĕ. Пирĕн районти ялхуçалăх производство кооперативĕсем техника туянассипе, фермăсем уçассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Кăçал, акă, "Коминтерн" ЯХПК ĕне сумалли çĕнĕ блока хута ячĕ, тракторсем туянчĕ. Ялхуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ кăçалхи 11 уйăх хушшинче 21 пин те 394 тенкĕпе танлашнă.

Районти ытти сферăра ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ вара, Чăвашстат кăтартăвĕпе, 22 пин те 831 тенкĕпе танлашать.

Çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе кăçал пи-лĕк çамрăк çемьене тата специалиста пурăнмалли вырăнпа тивĕçтертĕмĕр, пилĕк тăлăх ача хваттер уççисене тивĕçрĕ.

Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем хушшинчи территорисене те хăтлăх кỹтĕмĕр. Ял тăрăхĕсенче вара пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçа кĕртсе çулсене юсарĕç, ачасене вылямалли тата спорт площадкисем вырнаçтарчĕç, çăвасене, пĕвесене тасатрĕç тата ытти те. Çитес çул та эпир тухăçлă ĕçлес тĕллевлĕ, çакна валли 72 проект хатĕрлерĕмĕр, çитес вăхăтрах вĕсенчен хăшне пурнăçа кĕртме май килни паллă пулĕ.

Эпир вĕренỹ тытăмне те пысăк тимлĕх уйăратпăр, кăçал Хĕрлĕ Чутай тата Мăн Этмен шкулĕсенче юсав ĕçĕсем иртрĕç, 2020 çулта Атнар тата Çĕн Атикасси шкулĕсенче, "Пилеш" ача садĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем иртмелле, Тури Çĕрпỹкассинчи, Шулюри тата Мишеркассинчи шкулсенче спортзалсене юсаса çĕнетмелле.

Культура çурчĕсене юсаса çĕнетессипе те ĕçсем пурнăçланаççĕ, ĕнер кăна, акă, капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕ ĕçлеме пуçларĕ, çитес çул вара Штанашри тата районти Культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме палăртатпăр.

Шел те, хальхи вăхăтра районта демографи ыйтăвĕ çивĕч тăрать - кăçал паянхи куна 79 ача çуралнине регистрациленĕ, пĕлтĕрхинчен 12 ача сахалтарах. Вилекенсен шучĕ вара чылай пысăкрах - кăçал пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çичĕ çын сахалтарах вилнĕ пулсан та. Çынсем пурнăçран ытларах тулашри сăлтавсене, çав шутра эрех-сăра ĕçнине пула, уйрăлаççĕ. Кун пекки малалла ан пултăр тесен демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе пирĕн пурин те пĕрле ĕçлемелле, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне тата воспитанине пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса пымалла.

***

Хисеплĕ район çыннисем, 2020 çул пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ çул пулĕ - Майăн 9-мĕшĕнче эпир Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Çак сăваплă уява чыслăн кĕтсе илсе тивĕçлĕ шайра уявласси - пирĕн тивĕç, мĕншĕн тесен эпир хаяр вăрçă çулĕсенчи пулăмсене хутшăннă тата вĕсене хăйсен куçĕпе курнă, пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн пурнăçĕсене шеллемен ветерансем умĕнче ĕмĕрлĕх парăмра.

Унсăр пуçне республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕпе килĕшỹллĕн çитес çул Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявламалли тĕп мероприятисем Шупашкарта тата пирĕн районта иртĕç. Эпир хамăр районта Республика кунне йĕркелесе ирттерес енĕпе тимлекен комисси туса хутăмăр, вăл ĕçе пуçăнчĕ ĕнтĕ.

Эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Республика кунне пирĕн патра йĕркелесе ирттерме шаннăшăн тав сăмахĕ калатăп - шанăçа тỹрре кăларатпăрах.

Районта пурăнакансене пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ 2020 çулпа тата Сурхурипе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çемьере тăнăçлăхпа юрату сунатăп. Çĕнĕ çул пире çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтартăр, пĕрле кар тăрса малалла тухăçлăн утăмлама, палăртнине пурнăçлама вăй-хал çăлкуç пек тапса тăтăр, ăнăçу пирĕнтен ан пăрăнтăр. Ырă ĕçсем хушăнса пыччăр, ĕмĕтсем пурнăçланччăр! 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1