Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чунран вĕрентсен çеç усси пулнине пĕлет

Категория: Общество Опубликовано: 10.01.2020, 10:18 Просмотров: 596

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 68 çынна патшалăх наградисене парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Галина Николаевна Гусельщикова та пулнă - ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ят панă.

Галина Гусельщикова Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 1988 çултанпа ĕçлет. Çак хушăра вăл миçе ачана пĕлỹ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тума пулăшман-ши? Чуна парса ĕçлесен çеç усси пулнине ăнланнăран Галина Николаевна ачасене вулама-çырма, шутлама вĕрентес тесе вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать. Тăрăшни вара сая каймасть. Унăн вĕренекенĕсем пур предметпа та пахалăхлă пĕлỹ илни палăрать, çакна çулсерен туса пынă тĕрĕслев те кăтартса парать. Галина Николаевна пĕлỹ панипе пуçламăш класра вĕренекенсем тăтăшах тĕрлĕ олимпиадăсене, интеллектуаллă вăйăсене хутшăнаççĕ, район шайĕнче кăна мар, республикăра та палăраççĕ. Республикăра иртекен "Искорка дружбы", "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" фестивальсемпе конкурссенче Галина Гусельщикован вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тивĕçлĕ шайра паллаштараççĕ, призерсем, дипломантсем пулса тăраççĕ.

Педагог хăй те професси ăсталăхĕн конкурсĕсене тăтăшах хутшăнать. Пĕлтĕр вăл А.С.Макаренко çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа педагогика ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсне хутшăннă, 2018 çулта республикăри педагогсем хушшинче иртнĕ пултарулăх фестивалĕн лауреачĕ пулнă. Районта иртекен "Çулталăк учителĕ" конкурса та активлă хутшăнать.

Вĕрентекен хăйĕн опычĕпе тĕрлĕ сайтсенче, социаллă сетьсенче паллаштарать, районти шкулсенче пуçламăш классенче ĕçлекенсем валли уçă уроксем, мастер-классем ирттерет.

Паянхи кун Галина Николаевна тăваттăмĕш классене вĕрентет, ачасем ăна юратаççĕ, пултаруллă педагога ашшĕ-амăшĕ те хисеплет.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Галина Гусельщикова пĕрре кăна мар тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене тивĕçнĕ, çав шутра - район администрацийĕн пуçлăхĕн, Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисене. 2012 çулта вăл Николай Малов депутатăн педагогсене ятран паракан стипендине илсе тăнă.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5