ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Шăл çыртса чăтнă
Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çапса аркатнăранпа тепĕр тăватă уйăхран 75 çул çитет. Çавна май эпир вăрçă паттăрĕсене аса илетпĕр, вĕсене сума суса пуç таятпăр. Çĕнтерỹ çулĕ питĕ йывăр та вăрăм пулнă.
Нумаях пулмасть манăн Анат Чутайра пурăнакан, районти больницăра тĕп тухтăрта вăй хунă ĕç ветеранĕ Леонид Зиновьевич Почейкин патне çитсе килме тиврĕ. Вăл, вăрçă хыççăн тепĕр виçĕ çултан çуралнăскер, хăйĕн калаçăвне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки пуçларĕ. Унпа чылай сăмахланă май вут-çулăм витĕр тухнă паттăрсене, çапăçу хирĕнче пуç хунисене асăнтăмăр.
Унăн ашшĕ Зиновий Матвеевич, 1916 çулта кун çути курнăскер, Хĕрлĕ çар ретне 1939 çулта тăнă. Командирсем ăна автоматчик тата стрелок пулма вĕрентнĕ. Вăл тĕрлĕ хĕç-пăшалпа ним хăрамасăр, çухалса каймасăр тĕллесе пеме хăнăхнă. Çамрăк салтакăн пирвайхи çапăçăва, вăрçă вутне 1940 çулта шурă финсемпе хĕллехи хаяр сивĕ вăхăтра кĕме тивнĕ. Çав çулсенче вăл курни-тỹснине пуçра пурне те тытма май çук тесе кăшт вăхăт тупса дневник çырса пыма пуçланă.
Унта çырнă тăрăх, вĕсем çине тăшман самолечĕсем темĕн чухлĕ бомба тăкнă хыççăн салтакĕсем наступлени пуçланă. Çапăçу хирĕнче ниçта тарса пытанма май çук пирки пирĕннисем вичкĕн çавапа касăлнă пек тăкăннă. "Çак çапăçура чĕрĕ тăрса юлнинчен хамран хам тĕлĕнетĕп", - тесе çырнă. Чĕрĕ юлнă салтаксемпе пĕрле Çĕмĕрле районĕнчи чăваш ачи те пулнă. "Аманнипе, юн юхнипе сулахай алă пĕтĕмпех вăйсăрланнăччĕ. Пĕтрĕм тесе шутланăччĕ. Госпитале илсе çитерсен тин тавçăрса илтĕм: пĕтмен иккен-ха! Операци тăваççĕ, ыратнипе кăшкăрса ятăм. Хирург мана: "Не кричи! Терпи, не умрешь!" - тет. Шăл çыртса чăтатăп, хам ăшăмра "веçех касса ваклать, алăсăр юлатăп" тесе шухăшлатăп. Хирург ман шухăша ăнланнă пекех: "На свадьбе плясать будешь", - терĕ".
Госпитальте сахал мар сипленнĕ хыççăн, бомба ванчăкĕпе аманнă май, Чутай каччине киле янă. Çула май вăл Мускав хулинче чарăнса тăван йăмăкĕпе Перасковья Матвеевнăпа тĕл пулать. Маларах вăл çыхăну училищине пĕтернĕ, ăна тỹрех Хĕрлĕ çара илнĕ. Киле таврăнсан Зиновий Матвеевич малтан тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Вăрçăччен бухгалтера вĕреннĕскер кайран сельпо тытăмĕнче председательте тăрăшать. Çав çулсенчех Упукушкăнь ялĕнче çуралса ỹснĕ, Канашри медицина училищине пĕтернĕ хĕрпе, Мария Яковлевапа, паллашса çемье çавăраççĕ. Хỹхĕм те ăслă пикене вăл пĕрре курсах куç хывнă. Вĕсен тепĕр çултан йыш хушăнать, ывăл çуралать. Анчах та çамрăк мăшăрăн лăпкă пурнăçпа киленсе пурăнма май килмен. 1942 çулта кĕркунне çемье хуçине çĕршыва хỹтĕлеме илсе кайнă, каллех алла хĕç-пăшал тытма тивнĕ.
Хаяр çапăçусем витĕр
"Эпир палăртнă вырăна çитсе чарăнтăмăр. 35 çухрăмра пысăках мар вăрманта тăратпăр. Çырмара кăшт илтĕнмелле шыв шăпăртатать. Оборонăра тăнă вăхăтра салтаксем окопсем чаваççĕ. Эпĕ те ыттисем пекех шăтăк алтса хатĕрлерĕм. Тепĕр кунхине çĕрле наступлени пуласси çинчен приказ вуласа пачĕç. Пирĕн нимĕçсене вут-хĕм тăкса, хĕссе пырса çак хулана ирĕке кăлармалла. Совет çарĕ вăрçă пуçланнă тапхăртипе танлаштарсан (ун чухне салтакăн пĕр винтовка тата темиçе патрон кăна пулнă) самаях вăйланнă". (1942 çул).
1943 çулта çуллахи вăхăтра Çĕпĕре салтаксене тата çĕнĕ хĕç-пăшал илме кайсан вĕсен эшелонĕ Княжиха разъезчĕ урлă кайнă май Зиновий Матвеевич командирсем ирĕк панипе кил-йыша, тăвансемпе тус-юлташсене курас тесе Чутая Сăр шывĕ урлă каçса, унтан çуран утса киле пĕр талăклăх кĕрсе тухнă. Çамрăк мăшăрĕ ăна курсан тỹрех: "Вăрçăран мĕншĕн тарса килтĕн?" - тесе ỹпкелеме пуçланă. Зиновий Матвеевич ăна Хусан хулине тепĕр талăкран хăваласа çитмеллине пĕлтернĕ.
"1943 çулта шăпа мана Курск патĕнчи çапăçусен вутне кĕресрен сыхласа хăварчĕ", - тесе çырнă вăл хăйĕн дневникĕнче.
1944 çулта вара хаяр çапăçусем Украина, Польша çĕрĕсем çинче пынă. Каллех тупă тата автоматсенчен пенĕ сасăсем, снарядсемпе бомбăсем шартлатса сирпĕнни хăлхаран каймасть. Командирсем салтаксене пĕрле пухса çĕнĕрен йĕркелесе çул ăçталла выртнине, малашнехи çапăçусене палăртнине çырнă хăйĕн дневникĕнче. Каллех хаяр та юнлă çапăçусемпе çухатусем, тăшмана çĕмĕрсе, аркатса тăкса малалла Хĕвеланăç еннелле васкамалла тенĕ унта.
Фашистла Германи çĕрĕ çинче II Украина фрончĕн йышĕнче çапăçнă пирĕн ентеш. Вĕсен çар командующийĕ Иван Степанович Конев маршал пулнă. Февралĕн 5-мĕшĕнче Польша чиккинчи Кульбушов хулине илсен фашистсен "Демба" текен ушкăнне тĕп тунă чухне вĕсен расчечĕ уйрăм палăрнă. Çакăншăн салтаксем пурте Хĕрлĕ Çар орденне илме тивĕç пулнă. Анчах та çухатусăр пулман, вăл та хытă аманнă. Вăрçă çулĕсем нумай çĕре илсе çитернĕ ăна, темле хăрушă япала та курма тивнĕ унăн.
Зиновий Матвеевичăн тавракурăмĕ Тата пĕлỹлĕхĕ пысăк пулнăран 1945 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче ăна штаб писарне çирĕплетнĕ. Кунта вăл вăрттăнлăха пĕлтерекен хутсемшĕн яваплă пулнă, пысăк чинлă офицерсемпе курнăçнă.
Фашистсене тĕп тусан Зиновий Матвеевич тата çулталăк çурă çарта пулнă, киле 1947 çулта кăна таврăннă. Вĕсен çарне вăтам Азире вырнаçтарсан унăн салтак тивĕçне малалла кунта пурнăçлама тивнĕ.
Вăрçă çулĕсенче фашистсемпе паттăррăн çапăçнăшăн вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Германие çĕнтернĕшĕн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ытти медальсене тивĕçнĕ. Çĕнтерĕве Дрезден хулинче кĕтсе илнĕ.
Никам та кахалланман, пурте çĕнтерỹшĕн пилĕк авнă
Виçĕ хут аманнă салтакăн алли-ури тĕрĕс-тĕкелех маррипе ĕçлеме те çăмăл пулман. Мăшăрĕпе вĕсем çĕнĕ пỹрт хăпартнă, виçĕ ывăла кун çути парнелесе ура çине тăратнă. Мăшăрĕ Мария Захаровна районти тĕп больницăра 40 çул ытла вăй хунă. Кил хуçалăхĕнче унăн тытса туман ĕç пулман. Çуллахи вăхăтра, отпуск кунĕсенче, ыттисемпе тан колхоза та ĕçлеме çỹренĕ, выльăх-чĕрлĕх те усранă. Иртен пуçласа каçчен ĕçлекен хĕрарăм ĕмĕр тăршшĕпех çĕлеме, ал ĕçĕ тума кăмăлланă, ачисене те йăлт хăй çи-пуç çĕлесе тăхăнтартнă. Пур йывăрлăхсене те çĕнтерме вĕреннĕ вăл. Çавна кура патшалăх ăна "Ĕçри çитĕнỹсемшĕн" тата "Хастар ĕçленĕшĕн" медальсемпе чысланă. Вăрçă пуçлансан шартлама сивĕре Сăр хĕрринче окоп чавма та хутшăннă. Никам та килте ларман, пурте çĕнтерỹшĕн вăй хунă.
Панулми хăйĕн йывăçĕнчен аякка ỹкмест тенĕ пек ачисем те ĕçчен, ăслă-тăнлă ỹссе çитĕннĕ, аслă пĕлỹ илме пултарнă. Аслă ывăлĕ Гена электротехникăпа çыхăннă специалист. Юра çар летчикĕ пулма Саратов облаçĕнчи Балашово хулинче училищĕре вĕреннĕ. Ăна пĕтерсен авиаци полкĕнче йывăр çар хатĕрĕсене турттаракан самолетпа ĕçленĕ. Кайран реактивлă истребительсен экипажĕн командирĕнче, авиаэскадрилйăн пуçлăхĕн çумĕнче хăйĕн тивĕçне çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсенче пурнăçланă, подполковник званийĕпе отставкăна тухнă. Çавăн пекех вăл пĕр вăхăт çар округĕн командирĕн ятарлă летчикĕ пулнă. Çак çитĕнỹсене тума ăна сывлăш çар ĕçне юратни, хăйĕн ăсталăхне пĕрмай ỹстерни, çĕршывăн оборона хăватне çирĕплетме тăрăшни пулăшнă. Унăн пултарулăхĕпе ăсталăхне патшалăх пысăка хурса хакланă, чылай орден-медальпе чысланă (çав шутра ют çĕршыврисем те пур).
Кĕçĕн ывăлĕ Леонид амăшĕн çулĕпе кайнă, ашшĕне операци туса çăлнă тухтăра чыс туса Ижевск хулинчи медицина институтне пĕтернĕ, 40 çул майлă хирургра ĕçленĕ. Чылай вăхăт хирурги уйрăмне ертсе пынă, район больницин тĕп врачĕнче вăй хунă. Чирлĕ çынсене сыватас ĕçре пысăк ăсталăх кăтартнăшăн, поликлиника çуртне тата ялсенче медицина пункчĕсене çĕкленĕшĕн вăл пĕрре мар Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Леонид Зиновьевич тивĕçлĕ канăва та "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятпа тухнă.
Вăхăт хăвăрт шăвать. Вăрçă вăхăтĕнче тỹссе ирттернĕ йывăрлăхсем тата аманни Зиновий Матвеевича аса илтерсех тăнă. 1955 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче вăл пурнăçран уйрăлнă. Анчах та унăн ырă ячĕ нихăçан та çухалмĕ, Почейкинсен йăхĕ малалла тăсăлĕ.
Валерий РОМАНОВ.
Ноябрь 2024 |