Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Лайăх çынна йытă çыртмасть", е яваплăх туйăмне кивçен илеймĕн

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2020, 11:21 Просмотров: 640

Хальхи пурнăç пирки темĕн калакан та пур. Пĕрисем ăна ырлаççĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемпе танлаштарсан кулленхи йăла енчен пурнăç лайăх енне чылай улшăннине палăртаççĕ. Теприсем вара шалу пĕчĕк, ĕç вырăнĕсем çук тесе паянхи пурнăçа тиркеме пăхаççĕ.

Апла-и, капла-и - этемĕн темĕнле пулсан та пурăнмалла, темĕнле йывăр пулсан та çынлăха çухатмалла мар. Пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусем мĕнле пуласси вăл "çỹлтисенчен" килмест, çынран хăйĕнчен кăна. Кỹршĕсем, пĕр урамри, пĕр ялти, пĕр районти çынсем пĕр-пĕрне хисеплесси кашнин çынлăхĕнчен, яваплăх туйăмĕнчен килет. Енчен те çын чысне çухатнă-тăк, совесть мĕнне маннă-тăк ăна патшалăх мĕнле политика тытса пыни те, ял çыннисем ун пирки мĕн шухăшлани те витĕм кỹмест. Хамăра мĕнле тыткаласси хамăртан кăна килет...

Ирсерен ĕçе кайнă май пуçламăш класра вĕренекен хĕрĕме пĕрле илсе тухатăп. Вăл шкула хăй тĕллĕн кайма пĕлменрен мар, район центрĕнче ирĕкре çỹрекен мăйкăчлă йытăсем халĕ те курăнкаланăран (кун пирки хаçатра пĕрре кăна мар çырнă-ха эпир) тата çуран çỹрекенсене валли çул урлă каçмалли ятарлă вырăнтан йĕркеллех каçса кайтăр тесе. Мĕншĕн тесен Хĕрлĕ Чутай шкулĕ еннелле утса каçмалли ятарлă вырăн пĕрре те хăрушсăр мар. Уйрăмах ирсерен. Машинисем кумаççĕ кăна, пурте таçта васкаççĕ. Çавăнпа та ачасем утнине курсах чарăнмасăр иртсе каякансем те туллиех. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем мĕншĕн тĕрĕслемеççĕ-ши ирсерен çакăнта мĕн пулса иртнине?

Ачана çак вырăнтан утса каçма эпĕ кăна пулăшатăп тесе ан шутлăр, ачин пурнăçĕшĕн хăраканни эпĕ кăна мар. Хуть те хăш ашшĕ-амăшĕ те чи малтан ачипе пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр тесе тăрăшать. Сăнанă тăрăх, çак вырăнтан ирсерен ачисем мĕнле утса каçнине асăрхакан ашшĕ-амăшĕ татах пур.

Çак кунсенче пĕр хĕрарăм çапла ачине çул урлă ыттисемпе пĕрле утса каçнине пăхса тăчĕ те (эпĕ те хамăн ача каçнине сăнаттăм), манпа пĕрле тротуар тăрăх район больници еннелле утрĕ. "Ытла та хăрушă вырăн çакăнта, кашнинчех ачана çул урлă каçнă чух асăрхануллă пулмаллине аса илтеретĕп, ирсерен вара каçса кайнине курмасăр та лăпланмастăп, - чунне уçрĕ хĕрарăм. - Ĕнер упăшкапа иксĕмĕр ачана çул урлă каçма пулăшрăмăр - машина çул варрипе ачапа çумăнах иртсе кайрĕ, чарăнма та шутламарĕ. Те çамрăксем çапла нимĕнрен хăрамасăр çỹреççĕ? Ялта та ĕрĕхтереççĕ кăна халĕ машинăсем, район центрĕнче кăна мар. Тата йытăсем хăратаççĕ. Ача шкултан киле мĕнле çитесси çинчен шухăшласа чун юлмасть. Кỹршĕ хĕрарăмĕ хăйĕн пысăк йыттине кăнтăрла юри урама кăларса ярать. Ачасем шкултан килнĕ вăхăтра урамра ан çỹрет-ха йыттуна тесе калатăп та - "лайăх çынна йытă çыртмасть" тет. Хăйĕн йытти вара кам та пулин утнине курсанах вĕрсе пырать, çыртасшăн хăтланать. Эпир те йытă усратпăр, анчах яланах кил картинче кăкарса тăрататпăр..."

Яваплăх туйăмне кивçен илейместĕн çав. Туянма та çук. Енчен те çын хăй хуçалăхĕнче усракан выльăхшăн яваплă пулнине ăнланмасть пулсан мĕн тăвăн? Манпа юнашар утнă май пăшăрханăвĕсем пирки пĕлтернĕ хĕрарăма йыттине ирĕкре чуптаракан кỹрши пирки ял тăрăхĕн администрацине пĕлтерме сĕнтĕм - кун пек лару-тăрура йĕрке тăвасси вĕсен тивĕçĕ.

Ялта выльăх усракансем вĕсемшĕн яваплăх туйманни пирки пире пĕлтерекенсем татах пур. Акă пĕр çын Шуккакасси ялĕнче ĕнесене урамра асфальт сарса ятарласа тунă тротуар тăрăх уттарнине пĕлтернĕччĕ. Утни кăна темех мар-ха темелле, анчах та выльăх вăл çула хăйĕн каяшĕпе варалать-çке-ха. "Тротуар вăл - çынсем çỹремелли вырăн, ял халăхĕ вара ун тăрăх ĕнисене уттарать, урамра урăх вырăн çук пек. Пăрушĕсене те тротуар çывăхне кăкараççĕ. Кайран вара тротуар тăрăх утма май çук..." - палăртрĕ пăшăрханăвне çав çын.

Çак лару-тăрăва урăх çĕрте сỹтсе явнă май пĕри кун пирки çапла каларĕ: "Пирĕн ку енĕпе нимĕçсенчен вĕренмелли нумай. Германире çын урама йыттине е кушаккине уçăлма илсе тухсан унăн каяшĕсене пуçтармалли ятарлă савăта пĕрле илет. Мĕншĕн тесен йытти е кушакки çынсем çỹрекен вырăна вараласан хуçине штрафлаççĕ".

Пирĕн тăрăхра пĕр-пĕрин хушшинчи тыткаларăшра кăна мар, выльăх-чĕрлĕх усрас çĕрте те "культура" текенни çукрах çав. Ялта кăркка, качака-сурăх усракансем тĕлĕшпе кỹршисенчен мĕн чухлĕ пăшăрхану сăмахĕ илтме тỹр килмест пуль тата. Çак чĕрчунсем ирĕке кăларса ярсан ăçта кăна кĕрсе, хăпарса каймаççĕ пулĕ. Пахчана та кĕрсе сăтăр тăваççĕ, урамра çурт умĕнче ларакан машина çине те хăпарса каяççĕ. Вĕсен хуçисене çакă йĕркесĕр пулнине ка-ласа ăнлантарма та май çук-çке.

Вăт çапларах пурăнатпăр эпир паян, çапларах çынсен пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăвĕсем. Пĕр-пĕрне хисеплесси, яваплăха туясси чи малтан хамăртан килнине асра тытмасан йĕрке те пулмасть. Яваплăх туйăмĕ пуррипе çукки вара вăл çын выльăхĕсене мĕнле пăхнинчен те, килти çỹп-çапа урама кăларса пăрахнинчен те курăнать.

..."Лайăх çынна йытă çыртмасть", - текенсене вара манăн халăх хушшинче анлă сарăлнă пĕр каларăша аса илтерес килет: "Хуçи мĕнле, йытти çапла", - теççĕ. Çакна та манас марччĕ...

Алина ИТТИ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1