Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Анне панă ят мана килĕшет"

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2020, 11:06 Просмотров: 545

Çапла калать Серенкасси ялĕнче пурăнакан, Етĕрнери агротехника техникумĕнче иккĕмĕш курсра пĕлỹ илекен Татьяна Журавлева.

Татьяна Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Етĕрнере вăтам професси пĕлĕвĕ илме шут тытнă. Повар тата кондитер профессине алла илет вăл. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма та вăхăт тупать. Çав хушăрах спорта та тимлĕх уйăрать, йĕлтĕрпе чупса мала тухнăшăн Етĕрне район администрацийĕн грамотисене те тивĕçнĕ.

"Эпĕ апат пĕçерме питĕ юрататăп, темĕн те пĕçерме вĕренетĕп - тортсем таранах. Мана хам суйласа илнĕ професси килĕшет", - тет Татьяна кăмăллăн.

Студентка пĕлỹ илессине тимлĕх уйăрнипе пĕрлех техникумра иртекен мероприятисене те тăтăшах хутшăнать, вăл - "Волонтеры Победы" обществăлла юхăмăн участникĕ. Ытти вĕренекенсем хушшинче пултарулăхпа палăрса тăнăран Таня кăçал республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Таньăна çак илемлĕ ята амăшĕ панă иккен - хăйĕн кукамăшĕ ячĕпе. "Анне панă ят мана килĕшет, вăл мана пулăшать, ăнăçу кỹрет тесе шутлатăп", - тет Татьяна. Çак ятпа çыхăннă ятарлă уяв кунĕ пулни те савăнтарать ăна - Татьяна ятлă студенткăшăн январĕн 25-мĕшĕ икĕ хут уяв-çке.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2