Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Президент Çырăвне хаклаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2020, 11:07 Просмотров: 526

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин январĕн 15-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕршывăн çитес çулсенчи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем çак документа мĕнле йышăнчĕç-ха?

Михаил АНИСИМОВ, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:

- Кăçалхи Çырура Президент уйрăмах халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассине, çынсен ыйтăвĕсене татса парасси çине пусăм турĕ. Çĕршыв ертỹçи палăртнă пуçарусем тĕрлĕ сферăна пырса тивеççĕ, çав шутра - информаци технологийĕсене, çыхăну тата телекоммуникаци ыйтăвĕсене. Патшалăх ИТ-компанисене ахаль те пысăк тĕрев парса тăрать: грантсем, налук çăмăллăхĕсем. Чылай çĕнтерỹ пĕчĕккинчен пуçланать, çавăнпа та çул пуçламăшĕнче тĕрев пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шанатăп, тин кăна ĕçе тытăнакан компанисене валли право тата финанс условийĕсене лайăхлатни вĕсене отрасльте малалла аталанма тĕрев пулать.

Патшалăх ертỹçин шухăшĕпе, пысăк хăвăртлăхлă интернет вĕренỹ процесне малалла аталанма пулăшĕ. Ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем турăмăр та ĕнтĕ. 2019 çулта кăна федераллă проект шайĕнче пирĕн регионти 65 шкула интернетпа тивĕçтертĕмĕр. Ĕçсем 2021 çул вĕçленичченех пырĕç.

Президентăн тепĕр пуçарăвне те - социаллă пĕлтерĕшлĕ интернет-сервиссем тỹлевсĕр пулмалла тенине - ырласа йышăнатăп. Калăпăр, патшалăх пулăшăвĕсен порталне хуть те мĕнле майпа та - сотовăй телефонпа та, компьютерпа та, хуть те хăш сотовăй оператор урлă та тỹлевсĕр кĕме май пултăр. Пирĕн регионта ку шухăша пурнăçа кĕртес тĕллев темиçе çул каяллах пулнă, ун чух сăмах cap.ru сайт пирки пынă. Халĕ ку енĕпе туллин ĕçлĕпĕр, ресурссен переченĕ те анлăланĕ - çыннăн патшалăхпа калаçмалли майсем ỹсĕç. Çакă цифра пулăшнипе паракан патшалăх пулăшăвĕсен шайне ỹстерме май парĕ.

Георгий ЯРЛОВ, Хĕрлĕ Чутай сали:

- Владимир Путинăн кăçалхи Çырăвĕ мана питĕ килĕшрĕ. Унта çынсем кĕтекен пулăшу мерисем çинчен калани ыт-ларах пулчĕ, апла-тăк, малалла ырă çĕнĕлĕхсем пулас-си иккĕлентермест.

3-7 çулсенчи ачасемшĕн çемьесене уйăхсерен пособи парасси, амăшĕн капиталĕн программине 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсасси, пĕрремĕш ачашăн 466617 тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне парасси, иккĕмĕшĕшĕн капитала 150 пин тенкĕ ытларах хушса тỹлесси çинчен калани, ман шутпа, çемьесемшĕн питĕ ырă хыпар.

Çемьере виççĕмĕш ача çуралсан ипотека кредитĕнчен 450 пин тенкине патшалăх тỹлесе татни те - пысăк çăмăллăх. Çаксем пурте çамрăксене пурнăçра малтанхи утăмсене тума пулăшаççĕ.

Класс ертỹçисене 5 пин тенкĕ хушса тỹлессине те ырласа йышăнатăп. Класс ертỹçисем чăнах та ачасен воспитанине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, хушма тỹлев вара вĕсен ĕçĕнчи яваплăха ỹстерет.

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене шкулта тỹлевсĕр вĕри апат çитерме пуçласси те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ачасем - пирĕн пуласлăх, çавăнпа та çĕршыв ертỹçи вĕрентỹ тытăмне тимлĕх уйăрни савăнтарать. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2