ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пирĕн район пурнăçлакан наци проекчĕсенчен пĕри вăл - "Вĕрентỹ" наци проекчĕ. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май районти вĕренỹ учрежденийĕсенче çак проектсем пурнăçланаççĕ: "Паянхи шкул" ("Современная школа"), "Кашни ачан ăнăçăвĕ" ("Успех каждого ребенка"), "Социаллă активлăх" ("Социальная активность"), "Ачаллă çемьесене пулăшасси" ("Поддержка семей, имеющих детей"), "Пуласлăх учителĕ" ("Учитель будущего").
"Паянхи шкул" проектпа килĕшỹллĕн 2019 çулта Атнарти, Мăн Этменти тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче "Точка роста" вĕренỹ центрĕсем уçăлчĕç. Вĕсене уçма пурĕ 4,8 млн тенкĕпе усă курнă - халĕ шкулсенче технологипе, физкультурăпа тата ОБЖ-па, математикăпа тата информатикăпа вĕрентме инновациллĕ оборудовани пур. Асăннă шкулсене цифрăллă хатĕрсемпе, шлемсемпе, квадрокоптерсемпе, 3Д-принтерсемпе, ноутбуксемпе тивĕçтернĕ.
Пур вĕренỹ учрежденийĕнче те интернет пур.
Пĕлтĕр районти вĕренỹ учрежденийĕсене робототехника енĕпе 72 оборудовани килнĕ, пурĕ 1098290, 64 тенкĕлĕх.
"Ачаллă çемьесене пулăшасси" федераллă проектăн тĕп задачи - ачаллă çемьесене тата ача усрама илес текенсене психологипе педагогика енчен методика пулăшăвĕ парасси, сĕнỹ-канашпа, консультацисемпе пулăшасси. Пĕлтĕр райадминистрацин вĕренỹ пайĕн Диагностикăпа консультаци центрĕ 1970 çынна пулăшнă, çав шутра 1005-шĕ - çул çитмен çамрăксем.
"Кашни ачан ăнăçăвĕ" проекта пурнăçласа районта пурăнакан 5-18 çулхи ачасен 75 процентне хушма пĕлỹпе тивĕçтернĕ, çакна валли 377 пин тенкĕ уйăрнă.
"Социаллă активлăх" проект ачасемпе çамрăксем хушшинче волонтерсен юхăмне сарассипе тимлет. Паянхи куна районта 1000 волонтер шутланать, ку - районти çамрăксен 39,6 проценчĕпе танлашать. Волонтерсен ятарлă тытăмĕнче Атнар, Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси тата Питĕркасси шкулĕсем регистрациленнĕ. "Раççей çамрăкĕсем" ятарлă информаци тытăмĕнче "Астăвăм çурти" акци тата "Зарница", "Орленок" вăйăсем ирттернине регистрациленĕ.
"Пуласлăх учителĕ" проектпа ĕçлесе пынин кăтартăвĕсем çакăн пек: районта пурĕ 136 учитель ĕçлет, вĕсенчен пенси çулĕнчисем - 29 процент, 35 çул тултарманнисем - 6,6 процент, виçĕ çултан сахалтарах ĕçлекенсем - 5,2 процент. 2019-2020 вĕренỹ çулĕнче районта пĕр çамрăк педагог ĕçлеме пуçланă - Çĕн Атикасси шкулĕнче.
17 учитель аслă категориллĕ, 106-шĕ - пĕрремĕш категориллĕ.
Шкул çулне çитменнисемпе районта 54 педагог ĕçлет, вĕсенчен аслă категориллисем - 3 çын, пĕрремĕш категориллисем - 43.
2020 çулта республикăра пурнăçлакан "Вĕрентỹ аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн Атнарти (38,2866 млн тенкĕлĕх), Çĕн Атикассинчи (15,4501 млн тенкĕлĕх), Хĕрлĕ Чутайри (25,2277 млн тенкĕлĕх, икĕ тапхăрпа), Хусанушкăнчи (1,8047 млн тенкĕлĕх) шкулсенче, "Пилеш" ача садĕнче (10,5 млн тенкĕлĕх, икĕ тапхăрпа), Ачасен искусство шкулĕнче (14,805 млн тенкĕлĕх) капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă.
Тури Çĕрпỹкассинчи, Мишеркассинчи, Шулюри тата Питĕркассинчи шкулсенче чỹречесене улăштарĕç, пурĕ - 2,850 млн тенкĕлĕх.
Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче спортзала юсаса çĕнетĕç (1,3247 млн тенкĕлĕх).
Унпа пĕрлех кăçал "Хастар" ФСК çумĕнче ятарлă футбол уйĕ пулĕ, çакна валли 32 миллион тенкĕ уйăрнă.
И.ЖИВОЕВ, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕ.
Ноябрь 2024 |