Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Республикăн - çĕнĕ ертỹçĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2020, 10:18 Просмотров: 730

Январĕн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Указĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама Олег Николаева çирĕплетнĕ.

Ĕнер вара Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров республикăн Правительство Çурчĕн Пысăк залĕнче правительство членĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă.

Олег Алексеевич Николаев 1969 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче пирĕн районти Чурпай ялĕнче çуралнă. Вăл - Раççейри патшалăх тата политика деятелĕ. 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн VII созыври Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ.

1985 çулта СССР строительство министерстви çумĕнчи Шупашкарти строительство техникумĕнче вăтам техника пĕлĕвĕ илнĕ. 1998 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "предприяти экономики тата предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ" специальноçпа аслă экономист дипломне алла илнĕ. 1999 çулта çав университетрах Раççей Федерацийĕн халăх хуçалăхĕн предприятийĕсем валли управлени кадрĕсене хатĕрлемелли президент программипе професси пĕлĕвне ỹстернĕ. Германире "Промышленность предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕн структурине улăштарсси" президент программипе стажировкăра пулнă.

1989-1991 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă.

1991-1992 çулсенче Шупашкарти "Монолитстрой" производствăпа строительство пĕрлешĕвĕнче строительство тата тимĕр-бетон конструкцийĕсен монтажникĕнче ĕçленĕ. 1992-1996 çулсенче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă: Шупашкарти "Бодигард" ТЯО водителĕ, "Текстильмаш" АО хăрушсăрлăх службин специалисчĕ, "Восход-1" ТОО-ра тĕп бухгалтер тата техник-строитель, "Спецсвязьстрой" ТЯО тĕп бухгалтерĕ пулнă.

1996-2000 çулсенче - "Телефонстрой" ХАО тĕп бухгалтерĕ, директор çумĕ.

2000-2002 çулсенче Олег Николаев - "Лизинговая компания малого бизнеса" ТЯО директорĕ.

2002-2004 çулсенче Чăваш Республикин суту-илỹ тата экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕн тата предприниматель ĕçĕ-хĕлĕн аталанăвĕн Департаменчĕн ертỹçин постне йышăннă.

2004-2008 çулсенче "Телефонстрой" ХАО генеральнăй директорĕн çумĕнче, "АЛЗА" ТЯО-н финанс тата экономика ĕçĕ-хĕлĕн директорĕн çумĕнче вăй хунă.

2008-2009 çулсенче Олег Николаев халăхсем хушшинчи хутшăнусен Центрĕн директорĕ, "Ассоциации региональных банков России" коммерцилле мар организацин халăхсем хушшинчи çыхăнăвĕн Центрĕн директорĕ - вице-президенчĕ пулнă.

2009-2013 çулсенче Олег Николаев - Мособлбанкăн Шупашкарти 19-мĕш номерлĕ филиалĕн директорĕ тата операци офисĕн управляющийĕ.

2011 çулта вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн V созыври депутатне "Справедливая Россия" партин регионти уйрăмĕнчен суйланнă.

2013-2015 çулсенче "Банк Открытие" УАО проекчĕн ертỹçи пулнă. 2015 çулта "Ханты-Мансийский банк Открытие" ПАО проектне ертсе пынă.

2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче регион суйлавĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн постне тата Шупашкар хулин VI созыври Депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланма хăйĕн кандидатурине тăратнă. "Справедливая Россия" партин регионти уйрăмĕнчен пĕрлĕхлĕ списокпа сасăланнă. Республика ертỹçин суйлавĕнче 14,7 процент сасă пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Олег Николаев 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ VII созыври Патшалăх Думине "Справедливая Россия" партирен депутата суйланнă.

Кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнчен Олег Николаева Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕн тивĕçне шаннă. Олег Николаев - "Справедливая Россия" партин регионти уйрăмĕн канашĕн председателĕ, парти депутачĕсен палатин канашĕн членĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе пилĕк ача çитĕнтереççĕ.

Игорь КОМАРОВ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ:

- Олег Алексеевич Николаев, пилĕк ача ашшĕ пулнă май, çемьесемшĕн патшалăх пулăшăвĕ мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланать. Экономист пек тата экономика секторĕнче, Чăваш Енĕн власть органĕсенче тăрăшнă профессионал, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулнă май вăл çавăн пекех регионти лару-тăру, унăн вăй-хăвачĕ тата экономикăна аталантармалли майсем пирки те пĕлет. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1