ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Иртнĕ çул вĕçĕнче Шупашкарти Правительство çуртĕнче хăйсен ĕçĕнче палăрнисене патшалăх наградисене парса чысларĕç. Хисепе тивĕçнисем хушшинче культура тытăмĕнче хĕрĕх çула яхăн вăй хунă Юлия Петровна Мареева та пулчĕ. Вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята тивĕçрĕ.
Юлия Мареева хăйĕн ĕç биографине библиотека тытăмĕнче пуçланă. Район библиотекинче вăл 1979 çултан пуçласа тимленĕ, çав хушăра квалификацине ỹстерсе пынă, вулакансен йышĕ ỹстĕр тесе тăрăшнă. 1986-2000 çулсенче районти пĕрлештернĕ библиотека тытăмĕн директорĕнче вăй хунă, çав хушăрах фольклор коллективне те йĕркеленĕ.
2000 çулта Юлия Мареева район администрацине ĕçлеме куçнă, унта информаци ĕçне йĕркелесе пынă, унпа пĕрлех радиоэфира район пирки калакан тĕрлĕ передачăсем кăларнă.
2007 çулта "Хыпар" издательство çуртĕнче ĕçлеме пуçланă, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Çĕмĕрле тата Етĕрне районĕсен пурнăçĕ пирки хыпарлакан корреспондент пулнă, кунта вăл çичĕ çул ытла вăй хунă.
Юлашки çулсенче Юлия Мареева Чăваш наци конгресĕн Хĕрарăмсен комитетне ертсе пырать. Унпа пĕрлех вăл 2013 çултанпа ЧНК-н районти уйрăмĕн правлени председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçларĕ. Çак хушăра пирĕн районта наци культурине, йăли-йĕркине упраса хăварассипе мĕн тĕрлĕ конкурс-фестиваль иртмерĕ пулĕ - пĕтĕмпех Юлия Петровна тăрăшнипе, унăн пуçарăвĕпе. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркеленипе пулса иртекен мероприятисене шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа аслă ăрури çынсем таранах хутшăнаççĕ.
Асра юлмалла иртнĕ мероприятисенчен пĕри вăл - 2017 çулта йĕркеленĕ чăваш наци костюмĕн уявĕ. Ун чухне районти кашни ял тăрăхĕнче пурăнакансем, фольклор коллективĕсем мăн асаттесемпе асаннесен çи-пуçне кăтартса пачĕç, театрализациленĕ представление хутшăнчĕç.
Пирĕн районта иртекен асăннă мероприятисенчен чылайăшне телевидени ĕçченĕсем ỹкерсе илчĕç, унтан вĕсене сенкер экрансемпе курма пулчĕ.
Юлия Петровна хуть те хăш ĕçре те пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе, пуçа-рулăхĕпе палăрса тăрать. Ахальтен мар пулĕ вăл тĕрлĕ наградăсемпе хисеп хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ, çав шутра - Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотине (1996 çул), ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине (1999), Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне (2016 çул).
Февралĕн 4-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн хастарĕсем черетлĕ ларăва пухăнчĕç, иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, наци культурине упрассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынисене тав сăмахĕсемпе дипломсем парса чысларĕç (асăннă ларури сăнỹкерчĕксемпе район хаçачĕн сайтĕнче тата социаллă сетьсенчи ушкăнĕсенче паллашма пулать). Ларура Юлия Мареева малашне ЧНК-н районти уйрăмне ертсе пыма Мăн Этмен шкулĕн чăваш чĕлхипе литература учительне Татьяна Горбунована шаннине палăртрĕ, уйрăмăн районти хастарĕсем те унпа пĕр саслăн пулса ки лĕшрĕç. Чăваш наци конгресĕн Чăваш хĕрарăмĕн комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынипе пĕрлех Юлия Петровна районти уйрăмĕн ĕçне хутшăнма пăрахмасса шантарчĕ, çавăнпа та кăçал мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ. Вĕсем пирки эпир хамăрăн хаçат страницисенче çутатсах тăрăпăр.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |