ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Культура" наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май пирĕн районта икĕ проект пурнăçланать: "Пултаруллă çынсем" ("Творческие люди") тата "Культура хутлăхĕ" ("Культурная среда").
"Пултаруллă çынсем" проектпа нацин пултарулăх потенциалне аталантарма условисем туса параççĕ. Унпа килĕшỹллĕн 2019 çулта икĕ çын - Александр Самсонов тата Анастасия Картмасова - Мускавра тата Шупашкарта вĕренсе квалификацийĕсене ỹстерчĕç.
Çавăн пекех районти культура ĕçченĕсем тăтăшах республикăра иртекен конкурссемпе фестивальсене хутшăнчĕç.
2019 çулта культура учрежденийĕсене çирĕплетме (оборудовани туянма) тата унта юсав ĕçĕсем туса ирттерме тĕрлĕ шайри бюджетран укçа-тенкĕ уйăрчĕç:
- "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕ валли - 7112,3 пин тенкĕ, Мишеркассинчи Культура çурчĕ тата Ишеккасси ял клубĕ валли - пурĕ 1683,4 пин тенкĕ; Питĕркассинчи Культура çуртне - 175 пин тенкĕ; чи лайăх культура ĕçченĕсене Оксана Мидушкина библиотекаре тата Василий Романов аккомпаниатора - 85 пиншер тенкĕ.
Районти библиотекăсене тата муниципаллă архива 2019 çулта пурĕ 18 компьютер комплекчĕпе тивĕç-терчĕç; кĕнеке фончĕсене çĕнетме ял библиотекисене 11,9 пин тенкĕ уйăрчĕç.
"Культура хутлăхĕ" проектпа килĕшỹллĕн 2020 çулта Трапайра çĕнĕ клуб тума палăртатпăр.
Çавăн пекех кăçал культура учрежденийĕсене çирĕплетме (оборудовани туянма) тата унта юсав ĕçĕсем туса ирттерме укçа-тенкĕ уйăрĕç:
- Штанашри, Мишеркассинчи, Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕсене - пурĕ 6526,31 пин тенкĕ;
- район библиотекине тата Тракушкăнь ялĕнчи библиотекăна - пурĕ 3736,84 пин тенкĕ;
- райадминистрацин архив секторне - 1200 пин тенкĕ;
- Ачасен искусство шкулне - 14842,10 пин тенкĕ.
Чăваш автономине 100 çул çитнине паллă тунă май культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме тĕрлĕ шайри бюджетран укçа-тенкĕ уйăрĕç:
- районти Культура çурчĕ тата Штанашри Культура çурчĕ валли - пурĕ 4562,24 пин тенкĕ.
"Вырăнти Культура çурчĕ" федераллă программăпа культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме тата модернизацилеме тĕрлĕ шайри бюджетран укçа-тенкĕ уйăрĕç:
- Питĕркассинчи тата Мишеркассинчи Культура çурчĕсене валли - 1938,42 пин тенкĕ.
Чи лайăх культура учрежденийĕсем - Тралькассинчи Культура çурчĕ тата Кив Атикассинчи библиотека - 150 пиншер тенкĕ илĕç.
А.САМСОНОВ, район администрацийĕн культура, туризм тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ.
Ноябрь 2024 |