Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пурнăçне çăматă тăвассине халалланă

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2020, 11:20 Просмотров: 903

Çĕр çинче тунă кашни паттăрла ĕç хыçĕнче тĕлĕнмелле вăйлă чун хавалĕ тăрать. Çакă çапăçу хирĕнче çутă малашлăхшăн тăшманпа тупăшнă салтаксене, вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми вăй хунă тыл ĕçченĕсене пырса тивет. Вĕсен умĕнче эпир пурнăç тăршшĕпех пуç таятпăр. Вăрçă ачисен те терт-нушине самай тỹсме тивнĕ. Выçлăх çулĕсене çĕнтерме, мĕн пĕчĕкрен аслисене пулăшма чылай чăтăмлăх çитермелле пулнă.

Акă февралĕн 3-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Пелагея Матвеевна Столярова хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак ятпа ветеран çывăх çыннисенчен ăш сăмахсем, хăнасенчен Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвне йышăннă.

Пелагея Матвеевна хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере сакăр ача ỹснĕ. Вăл мĕн ачаран, ытти çамрăксем пекех, хĕвел тухнă-тухман аслисемпе тан Çĕнтерỹ кунне çывхартас тесе уй-хирте тăрăшнă, темле йывăр пулсан та хуçăлман, малаллах талпăннă. Вăрçă çулĕсем хыçа юлсан хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Николайпа (Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ), паллашнă, çемье çавăрнă, виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Шел те, Пелагея Матвеевна çамрăклах мăшăрне çухатнă. Апла пулин те вăй-хал çитерсе ачисене тивĕçлĕ воспитани панă, вĕсене ура çине тăратма пултарнă. Халĕ вăл мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен юратăвĕпе тимлĕхне туйса пурăнать.

Сăмах май, Пелагея Столярова ал ĕçне питĕ ăста. Ун сăмахĕсемпе вăл хăйĕн пурнăçне çăматă тăвассине халалланă. Ир-ирех хăйĕн тĕп ĕçне утнă, унтан таврăнсан кил хуçалăхра тăрăшнă, каçа хирĕç вара çăматă ăсталанă. Çак тимлесе тумалли ĕçе вăл хăйĕн йăмăкне Зоя Самылкинана та явăçтарнă. Паянхи кунччен вĕсем çĕр-çĕр мăшăр çăматă ăсталанă.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1