ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хальхи вăхăтра республикăра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕ пырать. Унта пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсем те хутшăнаççĕ.
Февралĕн 7-8-мĕшĕсенче Шупашкарта физкультурăпа олимпиада иртнĕ. Икĕ куна пынă тĕрĕслевсенче ачасен пĕлĕвне теори тата методика, çăмăл атлетика, гимнастика енĕпе тишкернĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вара олимпиадăн çĕнтерỹçисене тата призерĕсене палăртнă. Вĕсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Федор Ябыковпа Егор Секайкин та пур. Эдуард Романов физкультура учителĕ хатĕрленипе тата хăйсем тăрăшнипе яшсем олимпиадăн призерĕсен йышне кĕме пултарнă. (Кун пирки тĕплĕнрех - хаçатăн çитес номерĕсенче).
Çавăн пекех февралĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти вĕрентỹ институтĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсен республикăри интеллектуаллă вăййисем иртнĕ, унта та пирĕн районти шкулсенче 4-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă.
Палăртма кăмăллă, Атнарти вăтам шкулта вĕренекен Ангелина Майорова (вĕрентекенĕ - Елена Волкова) чăваш чĕлхипе (чăваш шкулĕсем) хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслесе призерсен йышне кĕме пултарнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Нелли Чубайкина вара (вĕрентекенĕ - Галина Гусельщикова) вырăс шкулĕсенче вĕрентекен чăваш чĕлхипе призер пулса тăнă.
Республика шайĕнчи олимпиада малалла пырать, пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче унта мала тухса палăракансем татах пуласса шанатпăр.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |