Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чыс та мухтав Сире, Альбина Борисовна!

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2020, 09:39 Просмотров: 301

Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ Альбина Борисовна Новикова "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативне ертсе пыма пуçланăранпа февралĕн 7-мĕшĕнче 25 çул çитрĕ.

Çак паллă пулăма халалланă савăнăçлă мероприяти районти Культура çуртĕнче иртрĕ, унта район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Лисицын, районти организацисемпе предприятисен ертỹçисем, тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ организацисен ертỹçисем - "Коминтерн" хуçалăх партнерĕсем, агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсем, ялхуçалăх ĕçне парăннă çынсем хутшăнчĕç.

25 çул хушшинче "Коминтерн" ЯХПК аталану çулĕпе курăмлăн утса пырса районти тата республикăри малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыраççĕ, выльăх- чĕрлĕх тата ỹсен-тăран продукцине туса илессине ỹстереççĕ.

Хăй чĕрĕк ĕмĕр хушши ертсе пыракан хуçалăхăн ĕç-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă май Альбина Новикова çакна палăртрĕ:

- 25 çул хушшинче пирĕн команда чылай ĕç турĕ, кооператива аталан-тарассине эпир 394 миллион тенкĕ хыврăмăр. Юлашки пилĕк çулта хывнă 271 миллион тенкинчен 107 миллион тенки - кредит укçи, 164 миллион тенки - хамăрăн укçа-тенкĕ. Ĕç коллективĕпе пĕрле шутласа укçа-тенкĕпе техника илме, выльăх-чĕрлĕх валли фермăсем тума, ăратлă выльăх туянма усă куртăмăр.

2017-2019 çулсенче "Коминтерн" хуçалăх тата тухăçлăрах ĕçленĕ. Кунта калăпăшлă инвестици проектне пурнăçа кĕртме тытăннă. Малтанхи тапхăрта 600 ĕне вырнаçмалăх ферма тунă, 2018 çулта вара ĕнесене сумалли "Карусель" оборудовани вырнаçтарнă. Çапла майпа выльăхсен шучĕ те, сĕт суса илесси те ỹснĕ.

Кăтартусем çын вăйĕсĕр пулмаççĕ. Паянхи кун "Коминтерн" хуçалăхра пурĕ 105 çын ĕçлет. Альбина Борисовна кашни ĕçченĕпе мухтаннине палăртрĕ: "Хуçалăха малалла туртса пыракан тĕп вăй вăл - çын". Палăртмалла, кунти ĕçченсем хушшинче республикăри тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕн ятне тивĕçнисем те чылай.

Ертỹçĕ пулма çăмăл мар, хĕрарăма - пушшех те. Альбина Борисовна вара чăннипех те паянхи çамрăксемшĕн те, районти хĕрарăм-ертỹçĕсемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕн тĕслĕхĕр пире тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Сывлăхлă пулăр, хисеплĕ Альбина Борисовна, малалла та такăр çулпа утма Сире телей те ăнăçу сунатпăр!

А.ОРИНОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5