Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Саккун проектне ырланă

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2020, 09:00 Просмотров: 322

Февралĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси пирки сăмах пуçарнă.

Аса илтеретпĕр, Правительствăн иртнĕ ларăвĕнче 2019 çулхи тăваттăмĕш кварталĕнчи пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине пĕчĕклетессине пăхса тухнăччĕ. Ун чухне Олег Алексеевич асăннă виçене чакарма юраманни пирки каланă - тĕлĕнмелле пулса тухать-çке: хаксем чакмаççĕ, "минимум" вара пĕчĕкленет... Çавăнпа та Олег Николаев Раççей саккунĕсем ирĕк панă чух пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайне унчченхи шайрах хăварма сĕннĕ. Ку виçе халăхăн тĕрлĕ категорине - чи малтанах сахал тупăшлисене - тỹлекен пособисен калăпăшне тỹррĕнех витĕм кỹрет.

Тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрленĕ хыççăн ăна Министрсен Кабинечĕ ырланă. Ăна халĕ Патшалăх Канашĕнче пăхса тухмалли кăна юлать. Парламент сессийĕ февралĕн 28-мĕшĕнче иртет - проекта шăпах çавăн чухне пăхса тухĕç.

Надежда МИДАКОВА, виçĕ ача амăшĕ, Туктамăш ялĕ:

- Ку саккун проектне эпĕ ырлатăп кăна. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене чакарманни нумай çемьене тĕрлĕ тỹлевсем илсе тăма май парĕ.

Манăн та тăтăшах социаллă хỹтлĕх пайне çемьери çын пуçне тупăш сахал пулнине документсем тăратса çирĕплетме тивет. Çакна валли кашни виçĕ уйăх пуçне тĕрлĕ хут пухмалла, маншăн çакă питĕ кансĕр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев документсене виçĕ уйăхра пĕрре мар, çур çултан пухассине йĕркелеме сĕнни те мана килĕшрĕ. Манпа пĕр шухăшлисем районта нумай тесе шутлатăп.

Саккун проектне Патшалăх Канашĕнче ырласса шанатăп.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1