Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Конституцие тỹрлетỹсем кĕртесси

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2020, 09:02 Просмотров: 346

Халăх ырлани кирлĕ

Февралĕн 13-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Конституцине тỹрлетỹсем кĕртесси çинчен сĕнỹсем хатĕрлессипе тимлекен ĕçлĕ ушкăнпа тĕл пулчĕ. Асăннă мероприятие саккун тата ĕç тăвакан влаç органĕсен, ăслăлăх, искусство представителĕсем, паллă общество деятелĕсем хутшăнчĕç. Çĕршыв ертỹçи Раççейĕн Тĕп Саккунĕнче суверенитета, информаци анлăшне, волонтерсен юхăмне тата çемьене хỹтĕлессине çирĕплетмелли шухăша пĕлтерчĕ. Çак сĕнỹсем пурте çĕршыва аталантарассипе çыхăннине палăртрĕ.

- Конституцие тỹрлетỹсем кĕртнĕ чухне темиçе саманта шута илмелле. Чи пĕрремĕшĕ вăл - малтан хатĕрленĕ чухне Тĕп документ никĕсĕнче мĕн пулнине сыхласа хăвармалла, халĕ кĕртекен тỹрлетỹсене вара Раççейре пурăнакансен ырласа йышăнмалла, - палăртрĕ Раççей Президенчĕ.

Суверенитета хỹтĕлесси

Андрей Клишас сенатор пĕлтернĕ тăрăх, çынсене çĕршывăн суверенитетне хỹтĕлес ыйту канăç памасть. Патшалăх чиккин пĕлтерĕшĕ çинчен асăннă тĕлпулура Владимир Машков актерта калаçрĕ. Вăл территорисене туртса илме юраманнине Конституцире çирĕплетсе хăварма ыйтрĕ. "Пама юрамасть тата кун çинчен калаçусем те пуçарма юрамасть", - сĕнчĕ вăл.

Информаци анлăшне хỹтĕлесси

Çитес тапхăрта патшалăхăн туса ирттермелли тепĕр ĕç вăл - граждансен харпăр хăй информацине тата информаци анлăшне хỹтĕлесси. "Касперски лабораторийĕ" йĕркелекенĕ Наталья Касперская шучĕпе, граждансен харпăр хăй информацине хỹтĕлесси тата вĕсен çаврăнăшне пăхса тăрасси патшалăх ĕçĕ шутланать. Информаци технологийĕсен эксперчĕсен пысăках мар ушкăнĕ Конституцин виççĕмĕш пайĕн 71-мĕш статйине тỹрлетỹсем кĕртмеллине хатĕрленĕ. Ун шучĕпе, Раççейĕн Тĕп документне федераци центрĕ çынсен даннăйĕсемпе çыхăннă информаци çаврăнăшĕшĕн тата ăна упрассишĕн яваплă пулнине палăртакан нормăна кĕртмелле.

Çамрăксен политики

Ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕн Председателĕ Юлия Оглобина çамрăксен политикине патшалăх интересĕсен тытăмне кĕртме сĕнчĕ. Унăн шучĕпе, паян çĕршывра çамрăксем пур-ха, анчах та патшалăхăн çамрăксен политики çук. Çавăнпа та вăл çамрăксен политикине патшалăхпа унăн субъекчĕсен пĕрле ертсе пымалла тесе сĕнет.

Паянхи куна Раççейре 14-35 çулсенчи 38 миллион ытла çамрăк пурăнать. Владимир Путин ку сĕнỹпе килĕшрĕ, çавăнпа та ку енĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ.

Çемьесене хỹтĕлесси

Çемье Раççей обществин никĕсĕ пулнă май ăна упраса хăварасси çинчен тахçантанпах калаçаççĕ. Çак ыйтăва ĕçлĕ ушкăнпа тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра Патшалăх Думин депутачĕ Ольга Баталина та хускатрĕ. Çавăнпа та вăл РФ Конституцийĕн 114-мĕш статйине çемьесене пулăшассипе, çирĕплетессипе тата хỹтĕлессипе, çемье пуянлăхне упрассипе çыхăннă тỹрлетỹсем кĕртме сĕнчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ку шухăша ырласа йышăнчĕ, хăй çĕршыв Президенчĕ пулнă чухне "анне" тата "атте" сăмахсем çухалмассине çирĕплетсех каларĕ. Çавăн пекех вăл "мăшăрлану" ăнлавра арçынпа хĕрарăм пулнине çирĕплетмеллине пĕлтерчĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5