Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Афган вăрçи - сỹнми суран

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2020, 11:06 Просмотров: 324

Февралĕн 23-мĕшĕ - Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ - пысăк уяв! Салтаксене пула эпир ирĕклĕ çĕршывра пурăннине шутласа илер-ха, вĕсем хăйсене шеллемесĕр пирĕн тăнăç пурнăçшăн тăнă та, тăраççĕ те. Çак кун эпир Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайса унтан таврăнайманнисене те, Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннисене те аса илетпĕр, паянхи кун çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн тăрăшакансене саламлатпăр, тав тăватпăр.

Ку уяв темиçе ятпа та çỹренĕ: Совет Çарĕн кунĕ, Хĕрлĕ Çарăн çуралнă кунĕ, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата çар тинĕс флочĕн кунĕ... Халĕ вара эпир çак куна Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ тесе палăртатпăр. Çак кун эпир аттесене, асаттесене, мăшăрсене, пичче-шăллăмсене саламлатпăр. Кашни арçын - хỹтĕлевçĕ. Кашни кун эпир этемлĕхĕн вăйлă çурри пире хупăрласа, хỹтĕлесе тăнине сисетпĕр. Арçынсене хисеплесех пулĕ 2002 çултанпа февралĕн 23-мĕшне канмалли уяв кунĕ тесе йышăнчĕç.

Пирĕн районта Çĕршыв хỹтĕлевçисене чысласа яланах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, вĕсенчен пĕри - февралĕн 15-мĕшĕнче воин-интернационалистсене чысланă кун (тĕплĕнрех - 3-5-мĕш страницăсенче). Кăçал та Афган вăрçине хутшăннисемпе тĕлпулу иртрĕ, унта районти воин-интернационалистсене "Афганистанран çарсене илсе тухнăранпа 30 çул" орден паллине парса чысларĕç. Асăннă паллăна Николай Исправников, Василий Афанасьев, Александр Васюков, Юрий Егоров, Геннадий Никитин, Николай Фадеев, Александр Хозайкин тивĕçрĕç.

Хамăрăн юратнă та хисеплĕ арçынсене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, чун вăй-хăвачĕ, çемьесенче тăнăçлăхпа лăпкăлăх, юрату, телей, ăнăçу сунатпăр!

Февралĕн 15-мĕшĕнче, 31 çул каялла совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун, районта воин-интернационалистсене чысларĕç.

Чи малтанах район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсен çар комиссариачĕн начальникĕ Александр Прокопьев воин-интернационалистсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Тĕлпулăва çавăн пекех Афганистан вăрçин ветеранĕсен районти уйрăмĕн ертỹçи Александр Хозайкин, Афганистан вăрçин инваличĕсен тата çарта суранланнисен "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Юрий Егоров, социаллă службăсен тытăмĕнче, район больницинче ĕçлекен специалистсем хутшăнчĕç.

Кăçалхи тĕлпулăва пĕрремĕш хут Серенкассинчи Валерий Кудряшов хутшăнчĕ - вăл хăй вăхăтĕнче интернационаллă тивĕçне пурнăçланине ĕнентерекен документа пĕлтĕр кăна илнĕ. Афган вăрçи Валерий Семеновичăн шăпине пысăк витĕм кỹнĕ - кун пирки эпир хаçатăн çитес номерĕсенче тĕплĕнрех каласа парăпăр.

Район администрацийĕнче тĕл пулса калаçнă хыççăн мероприятие пухăннисем интернационаллă тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă воинсене асăнса район центрĕнче лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пĕр хушă шăп тăчĕç.

Аса илтеретпĕр, Афганистан вăрçинче пирĕн икĕ ентеш - Геннадий Ивановпа Юрий Макаров - пуçĕсене хунă. Çак кунах эпир Чечен вăрçинче пуçĕсене хунисене те - Валериан Быковпа Сергей Эзенкина - аса илетпĕр.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, район центрĕнче чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн воин-интернационалистсем ял тăрăхĕсене кайрĕç, унта вĕсем Афган тата Чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă юлташĕсен вилтăприйĕсем çине чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Ял тăрăхĕсенче пулнă хыççăн воин-интернационалистсем районти Культура çуртĕнче иртнĕ "Чĕррисем асра тытчăр, ăрусем ан манчăр" патриотизмла юрăсен фестивальне çитсе курчĕç.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5