Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Райпо ĕçченĕсем иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2020, 10:05 Просмотров: 330

Февралĕн 21-мĕшĕнче районти потребительсен обществинче тăрăшакансем 2019 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç.

Уполномоченнăйсен пухăвне Чăвашпотребсоюз правленийĕн членĕ-"Коопторгцентр" ТЯО директорĕ Раиса Антипова, райпо Канашĕн председателĕ-район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç.

Александр Степанов туса панă докладран çакă паллă пулчĕ: райпо пурĕ 65 суту-илỹ предприятине пĕрлештерсе тăрать, вĕсен шутне лавккасем, аптека пункчĕсем, выльăх-чĕрлĕх аптеки, обществăлла апатлану предприятийĕсем, хатĕр-лев пункчĕ, тĕрлĕ цехсем кĕреççĕ. 2019 çулта райпон пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 476 миллион ытла тенкĕпе танлашнă.Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче райпо чылай кăтартусемпе палăрать, кунта ирттерекен конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. Çĕрулми пухассипе, çăкăр пĕçерессипе, кондитер изделийĕсемпе алкогольсĕр шĕвексем туса кăларассипе, обществăлла апатлану енĕпе райпо тăтăшах малта. Калăпăр, пĕлтĕр кунта 195 тонна çăкăр тата çăкăр изделийĕсем пĕçернĕ, кондитер изделийĕсене - 81 тонна ытла.

Районта суту-илỹ енĕпе конкуренци пысăк пулни райпо ĕçченĕсене çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хистет. Кунта пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе, çĕнетсе тăнипе пĕрлех пĕлтĕр 30 пуç ĕне тăратмалăх ферма тунă - ку хатĕрлев ĕçне витĕм кỹрет.

Пухура чыслав та пулчĕ. "Питание" ТЯО-н тĕп бухгалтерĕ Галина Алексеевна Шахмайкина Раççей Федерацийĕн Промышленность тата суту-илỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Райпон ветеринари ĕçченне Галина Геннадьевна Волкована "Раççей Федерацийĕн потребительсен кооперацине 180 çул" медаль парса чысларĕç. Пухтанкассинчи лавкка заведующийĕ Альбина Александровна Падейкина тата "Четайское" ТЯО бухгалтерĕ Альбина Михайловна Хохлова потребкоопераци ветеранĕн ятне тивĕçрĕç. "Вĕри çăкăр" лавкка коллективне (заведующийĕ - Маргарита Валериевна Ульянова), Уйпуçĕнчи лавкка заведующине Алевтина Яковлевна Михайлована, "Четайское" ТЯО пекарьне Елена Анатольевна Стекольщикована Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Атнарти иккĕмĕш номерлĕ лавкка коллективĕ (заведующийĕ - Альбина Юрьевна Пономарева) Чăвашпотребсоюз Дипломне тивĕçрĕ. Унсăр пуçне райпо ĕçченĕсенчен чылайăшĕ юбилейĕсем ячĕпе салам сăмахĕсем тата парнесем йышăнчĕ.

А.ОРИНОВА. 

Добавить комментарий