Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чи вăйлисене - медальсемпе парнесем, çирĕп сывлăх - пурне те

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2020, 10:06 Просмотров: 638

Çак девизпа февралĕн 22-мĕшĕнче пирĕн районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2020" массăллă чупу иртрĕ. Спорт уявĕ Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта пулчĕ. Илемлĕ вырăнта йĕркеленĕ ăмăртăва йĕлтĕр спортне кăмăллакансем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, ачасенчен пуçласа аслă çулсенчисем таранах пухăнчĕç.

Илемлĕ вăрман уçланкинче спорт уявне пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Елена Чернова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов саламларĕç, массăллă старта пуçăннисене сывлăхпа пĕрлех ăнăçу сунчĕç.

"Ватти те, вĕтти те старта тухать" девизпа иртекен уявра чи кĕçĕнни тăватă çулхи Елисей Ладайкин ("Пилеш" ача сачĕ) пулчĕ. Чи аслă йĕлтĕрçĕ - Хусанушкăнче пурăнакан Валентин Харитонов.

9-10 çулхи хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Татьяна Аливанкина тухрĕ, Питĕркассинчи шкулта ăс пухакан Елена Тимкина иккĕмĕш пулчĕ. Çак çулхи арçын ачасем хушшинче: Даниил Прохоров (Мишеркасси шкулĕ) - пĕрремĕш, Никита Никитин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - иккĕмĕш, Константин Ельцов (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - виççĕмĕш.

11-12 çулхи хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи Светлана Матюшкина тухрĕ. Çак шкултах ăс пухакан Кристина Епифанова иккĕмĕш пулчĕ, Питĕркасси шкулĕнчи Снежана Федорова - виççĕмĕш. Çак çулхи арçын ачасем хушшинче: Кирилл Кузьмин (Çĕн Атикасси шкулĕ) пĕрремĕш вырăна, çак шкултах вĕренекен Дмитрий Лукин иккĕмĕшне, Константин Серейкин (Мишеркасси шкулĕ) виççĕмĕшне тивĕçрĕç.

13-14 çулхи хĕрачасенчен Питĕркасси шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç: Вероника Дадюкова - пĕрремĕш, Ольга Макарова - иккĕмĕш, Диана Сядайкина - виççĕмĕш. Çак çулхи арçын ачасенчен Богдан Яркин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) финиша пĕрремĕш çитрĕ, ун хыççăн - Владимир Кондратьев (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Çĕн Атикасси шкулĕнчи Кирилл Устинов - виççĕмĕш.

15-16 çулхи пикесем хушшинче Питĕркасси шкулĕнче ăс пухакан Ева Кутузована çитекен пулмарĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Елена Мурайкина - иккĕмĕш, Атнар шкулĕнчи Ксения Иванова - виççĕмĕш. Асăннă çулхи каччăсем хушшинче Атнар шкулĕнчи Алексей Кузьмин мала тухрĕ, Сергей Иванов (Атнар шкулĕ) - иккĕмĕш, Семен Сядайкин (Питĕркасси шкулĕ) - виççĕмĕш.

17-18 çулхи хĕрсенчен çаксем палăрчĕç: Олеся Корчакова (Çĕн Атикасси шкулĕ) - пĕрремĕш, Надежда Тибогайкина (Атнар шкулĕ) - иккĕмĕш, Олеся Маламайкина (Çĕн Атикасси шкулĕ) - виççĕмĕш. Çак çулхи каччăсем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем мала тухрĕç: Михаил Жуков - пĕрремĕш, Антон Ремизов - иккĕмĕш.

19-29 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Светлана Михопарова финиша пĕрремĕш çитрĕ, Кив Атикасси тăрăхĕнчи Карина Ефимова - иккĕмĕш, "Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакан Наталья Шорникова - виççĕмĕш. Çак çулхи арçынсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакансем палăрчĕç: Игнат Смирнов - пĕрремĕш, Эдуард Дадюков - иккĕмĕш.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен "Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакан Оксана Андрианована çитекен пулмарĕ, Татьяна Мидакова ("Пилеш" ача сачĕ) - иккĕмĕш, Надежда Егорова ("Хĕвел" ача сачĕ) - виççĕмĕш. Арçынсем хушшинчи хĕрỹ тупăшура райпора ĕçлекен Дмитрий Волков финиша пĕрремĕш çитрĕ, Сергей Элеменкин (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ) - иккĕмĕш, Олег Миронов (Кив Атикасси ял тăрăхĕ) - виççĕмĕш.

40-49 çулхи хĕрарăмсенчен мала тухнисем: Валентина Кондратьева (район администрацийĕ) - пĕрремĕш, Елена Кудряшова (райпо) - иккĕмĕш, Зоя Михайлова (Кив Атикасси ял тăрăхĕ) - виççĕмĕш. Çак çулсенчи арçынсем хушшинче Сергей Кортунов (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ) пĕрремĕш пулчĕ, Владимир Мурайкин ("Нива" ЯХПК) - иккĕмĕш, Юрий Андрианов (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ) - виççĕмĕш.

50-59 çулхи хĕрарăмсенчен райпора тăрăшакан Галина Волкова финиша пĕрремĕш çитрĕ, Алевтина Дадюкова (ра-йон администрацийĕ) - иккĕмĕш, Римма Вазякова (Мишеркасси шкулĕ) - виççĕмĕш. Çак çулсенчи арçынсенчен Иван Сатлайкин (Тури Çĕрпỹкасси шкулĕ) пĕрремĕш пулчĕ, Иван Михопаров ("Нива" ЯХПК) - иккĕмĕш.

60 çултан тата унтан аслăраххисем хушшинче темиçе çул ĕнтĕ Хĕрлĕ Чутайри Людмила Михуткинапа Хусанушкăнчи Валентин Харитонова çитекенни çук. Кăçал та вĕсем йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен маттурлăхне çирĕплетсе пачĕç.

Малти вырăнсене йышăннă йĕлтĕрçĕсем Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Дипломне, "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2020" тенĕ çĕлĕке тивĕçрĕç. Район администрацийĕ тăрăшнипе медальсем парса тухрăмăр.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчи самантсем район историне ырă енĕпе кĕрсе юлчĕç.

А.НИКИТИН, райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1