Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Маттур пирĕн Оля!"

Категория: Общество Опубликовано: 06.03.2020, 10:54 Просмотров: 1757

olyÇапла калаççĕ "Жилсервис" тулли мар яваплă обществăра дворникра 10 çул хушши тăрăшакан Ольга Геннадьевна Митина пирки унăн участокĕнче пурăнакансем.

Хамăр пурăнакан, утса çỹрекен вырăнта тирпей-илем хуçаланни кашнин куçне савăнтарать. Акă Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Ольга Геннадьевна Çĕнĕ урамри тăхăр çурта тата вĕсен çывăхĕнчи территорие тирпейлесе-тасатса тăрать. Ир-ирех ĕçе утакансем хăнăхнă вăл çулла е урам шăлнине, е çỹп-çап пуçтарнине, е курăк çулнине, хĕлле çула юртан тасатнине е пăр катнине. Вăл пăхса тăракан çуртсенчи подъездсенче те çутă та таса. Пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм урайне 10 кунта пĕрре çуса тăрать, кашни пилĕк кунта шăлса пуçтарать. Мухтаççĕ ăна пурăнакансем.

Мăшăрĕпе, Алексей Ивановичпа, хĕрпе ывăл ỹстерсе ура çине тăратма пултарнă. Юлашки çулсенче мăшăрĕ республика тулашне вахтăпа ĕçлеме çỹрет. Килте пулнă хушăра Алексей мăшăрне пулăшма та вăхăт тупать: çулла-тăк урамра çỹп-çап пуçтарса парать, хĕлле-тĕк юр утса пулăшать.

Ĕçри тăрăшулăхне кура кăçал Ольга Геннадьевна Митинан сăнне районăн Хисеп хăми çине вырнаçтарма йышăннă. Çак чыса вăл хăйĕн ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, район пурнăçне лайăхрах тума тăрăшнăран тивĕçнĕ.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1