Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕтĕ шăрçаран - чăваш эрешĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 06.03.2020, 10:55 Просмотров: 1501

IMG 7579Пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнчен пуçласа районти Культура çуртĕнче халăх театрĕн режиссерĕнче тимлекен Лариса Данилова вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ чăваш эрешĕсем тĕрлеме ăста. Çак эрешсем чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсен хăш-пĕр çи-пуçне - тухья, хушпу, масмак, мăй çыххи - илемлетеççĕ.

Лариса Геннадьевна вĕтĕ шăрçапа (бисерпа) пĕрремĕш хут 2016 çулта тĕрлесе пăхнă: "Ача садне çỹрекен хĕрĕме валли чăваш çи-пуçĕ кирлĕ пулчĕ, вара эпĕ ăна хамах тĕрлесе илемлетме шутларăм".

Çавăнтанпа вăл чылай япала тĕрлесе янтланă - çынсем ыйтнипе те, хăйне валли те. Илемлĕ ĕçĕсемпе районти тĕрлĕ мероприятисем вăхăтĕнче иртекен куравсене те хутшăнать. Вĕтĕ шăрçаран тĕрлесси хăйĕншĕн чун канăçĕ пулнине пытармасть Лариса Геннадьевна.

Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салинче тĕпленнĕ Александрпа Лариса Даниловсем виçĕ ача ỹстереççĕ. Асли, Надя, 2-мĕш класра вĕренет, вăл амăшĕ илемлетнĕ тухьясене тăхăнса куравсене те хутшăнать. Кĕçĕн ывăлĕсем, Сашăпа Женя, ача садне çỹреççĕ.

Сăмах май, Лариса Геннадьевна Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ - вăл пирĕн район хĕрĕ пулманни çамрăк хĕрарăм чăвашла илемлĕ калаçнинченех палăрать. Хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи филологийĕн факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, Лариса Данилова чăвашлăха, йăла-йĕркесене упрассишĕн тăрăшать. Çакă унăн алĕçĕсенче аван палăрать.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5