ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Мартăн 8-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ Хĕл ăсатăвĕ иртрĕ. Уяв кунĕнче Хĕрлĕ Чутай салине халăх йышлă пухăнчĕ, юрă-кĕвĕ янăрарĕ, çỹçеллĕ тутăр çыхнă хĕрсем, тĕрлĕ юмахсенчи сăнарсем уява савăк сăн кĕртрĕç.
Уявра районти Культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ хĕл ăсатăвне халалласа йĕркеленĕ театрализациленĕ представлени кăтартрĕ, унсăр пуçне уява пухăннисене ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç.
Хĕл ăсатăвне пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Живоев саламларĕç. Вĕсем кăçал Республика Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçнĕ çамрăксене - Дмитрий Герасимова, София Куликована, Павел Малышева, Петр Романова, Дарья Романована, Егор Секайкина, Артем Чеченешкина, Ева Кутузована, Татьяна Туйманкинана - сертификатсем парса чысларĕç.
Юлашки вăхăтра Хĕл ăсатăвĕнче капăрлатнă çуналлă лашасем вырăнне ытларах "тимĕр утсене" курма пулать. Анчах та Хĕл ăсатăвĕнче лашасемпе чупас йăлана пăрахăçламан-ха эпир. Кăçал юр кайса пĕтнĕрен çунасем вырăнне урапасемпе тухрĕç пулин те, Атнар тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсен капăрлатнă лаши-сене курма пулчĕ уявра. Атнарсем "тройка" та хатĕрленĕ - паянхи кун ялсенче, ялхуçалăх предприятийĕсенче лашасем çукпа пĕрех чух çавăн чухлĕ лаша тупса, ятарласа кỹлсе, чупма вĕрентсе уява илсе тухма пултарни савăнтарать. Кунта Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Альбина Наумован çаврăнăçулăхне палăртса хăварас килет - уява лайăх хатĕрленес тесе вăл хăйсен тăрăхĕнчи лаша хуçисемпе кăна мар, кỹршĕ ял тăрăхĕсенчисемпе те калаçма ỹркенмен. Тăрăшулăхне кура Атнар ял тăрăхĕ лашасене лайăх капăрлатса хатĕрленĕшĕн ятарлă Диплома тивĕçрĕ.
Хĕл ăсатăвне харпăр хăй лашисене илсе тухнă çынсене вара ятран асăнса хăварас килет: Атнар ял тăрăхĕнчи Аркадий Иванович Афанасьев, Александр Николаевич Абаськин, Андрей Валерьевич Андреев, Владимир Александрович Жижайкин, Калкассинчи Вячеслав Михайлович Матвеев, Ишеккассинчи Петр Николаевич Ярадов. Вĕсем пурте наци тата культура йăли-йĕркисене упранăшăн Дипломсене тата парнесене тивĕçрĕç.
Çавăн пекех уявра Тралькасси ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ палăрчĕ, вăл тăтăшах Хĕл ăсатăвĕнче шỹтлĕ сăнарсене кăтартса парать, кăçал та Хĕл ăсатăвне пухăннисене хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарчĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ номинацисенче палăрса Хĕрлĕ Чутай, Ачкасси, Пантьăк, Питĕркасси, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсем Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Хĕл ăсатăвĕ спорт вăййисемпе ăмăртусемсĕр пулмасть. Район администрацийĕн спорт секторĕн заведующийĕ Алексей Никитин пĕлтернĕ тăрăх, вăл кун "Хастар" ФСК-ра арçынсем мини-футболла вылянă, кунта Штанаш тата Кив Атикасси ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ команди çĕнтернĕ.
15 метрлă шăчă çине хăпарса Пĕрремĕш Хурашашри Денис Якимов палăрнă. Турник çинче пуринчен те ытларах Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Богдан Яркин туртăннă. Пĕрене çинче ларса михĕсемпе "çапăçмалли" вăйăра Туктамăшри Андрей Терентьев палăрнă. Кире пуканне пуринчен те ытларах Ачкасси ялĕнчи Федор Канцеляров çĕкленĕ. Алă вăйне виçессипе Ишеккассинчи Эдуард Удикова çитекенни пулман. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Артем Кагайкин пурне те "ходули" çинче ăста утса тĕлĕнтернĕ. Шахматла выляса Любовь Романова (Хĕрлĕ Чутай) тата Александр Альгешкин палăрнă, шашкăлла _ Тралькассинчи Раиса Алжейкина тата Хĕрлĕ Чутайри Эдуард Кондратьев. Вĕсем пурте уяв парнисене тивĕçнĕ.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |