Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Николай ДРОЗДОВ: "Чутайра чăн-чăн патриотсем пурăнаççĕ"

Категория: Общество Опубликовано: 13.03.2020, 11:29 Просмотров: 930

Ĕнер, мартăн 12-мĕшĕнче, пирĕн районта паллă общество деятелĕ, телеертỹçĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ, биологи наукисен кандидачĕ, РАЕН академикĕ Николай Николаевич Дроздов пулчĕ. Вăл районти Культура ĕуртĕнче "Патриотизм - çамрăксене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет воспитанийĕ пама тата Раççей халăхне пĕрлештерме пулăшакан тытăм" ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцине хутшăнчĕ.

Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă мероприятие çавăн пекех "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейи" регионти обществăлла организаци Канашĕн председателĕ, экономика наукисен докторĕ, профессор, академик, Раççей Федерацийĕн Аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лев Кураков, ЧР вĕренỹ министрĕн çумĕ Илья Царевский, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Живоев, республикăран тата тĕрлĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен килсе çитнĕ сумлă хăнасем, педагогсем, шкул ачисем, район çыннисем хутшăнчĕç.

Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассипе çыхăннă мероприятире вăрçă нушине тỹснĕ тыл ĕçченĕсене Елена Васильевна Захарована, Пелагея Матвеевна Столярована, Зинаида Максимовна Элеменкинана, Николай Иванович Гусельщикова "Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул" медаль парса чысларĕç.

"Патриотизм - Тăван çĕршыва юратни... Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсене хамăрăн историе, вăрçăра юн юхтарнă, паттăрлăх кăтартнă халăха асра тытма вĕрентмелле", - терĕ конференцире тухса калаçнă май Николай Дроздов.

Николай Николаевич хăй вăрçă нушине ачаллах тỹснине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл халăха нацисем çине уйăрманни çинче чарăнса тăчĕ - вăрçă вăхăтĕнче пурте совет халăхĕ пулнă, тăшмана хирĕç кар тăнă.

Хĕрлĕчутайсене хăйне тата наукăпа практика конференцине килсе çитнĕ хăнасене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн тав тунă май Николай Дроздов пирĕн районта чăн-чăн патриотсем пурăннине палăртрĕ. Çак сăмахсене калама ăна унччен вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă район центрĕнчи монумент патне чечексем хуни, Чутай тумне тăхăннă ушкăн ташласа-юрланине курни, чăваш тĕррисемлĕ куравпа паллашни хистерĕç пулинех.

Конференцие вĕçленĕ май Николай Дроздовпа Лев Куракова район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Живоевăн Тав сăмахне парса чысларĕç.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5