Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Апай" сăмах тăван ялне çавăрса çитернĕ

Категория: Общество Опубликовано: 20.03.2020, 09:53 Просмотров: 532

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитет пулин те, çав хăрушă та синкерлĕ кунсен ахрăмĕ паянхи кун та илтĕнет. Вăрçă вутне астивнисен, нушине тỹснисен, тăшман тискерлĕхне хăйсен куçĕпе курнисен шучĕ кунран-кун сахаллансах пырсан та, вăрçă пĕр-пĕр çын шăпине тĕлĕнмелле улăштарни пирки халĕ те илтме пулать...

Самантлăха паянхи чăнлăх пирки манса историе аса илер-ха, кĕнекесенче вуланине, киносенче курнине тĕпе хурса вăрçă çулĕсене куç умне кăларма хăтланса пăхар: çĕршывăн кăнтăр енче хаяр çапăçусем пынă. Çав вăхăтра пĕр çуртăн путвалĕнче сакăр-тăхăр çулсенчи арçын ача пытанса пурăннă. Ăна хамăрăн салтаксем хỹтте илнĕ, апат çитернĕ, упранă...

Çак арçын ача хăйĕн хушамачĕ, ячĕ тата ашшĕ ячĕсĕр пуçне урăх нимĕн те пĕлмен - ăçта çуралнине те, ашшĕ-амăшĕ кам пулнине те. Вăрçă вăхăтĕнчи тĕрлĕ хăрушлăхсемпе йывăрлăхсене, ашшĕне çухатнине пула вăл пĕтĕмпех астума пăрахнă. Эсĕ ларса пыракан поезда нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахса аркатчăр-ха - ача мар, асли те ăс-тăнне çухатĕ...

Ашшĕпе пĕрле - çĕршыв курма

Ку арçын ача пирки пире пирĕн ентеш, хальхи вăхăтра Кỹкеçре пурăнакан Петр Столяров таврапĕлỹçĕ çырса пĕлтерчĕ. Эпир ку историпе кăсăклантăмăр, ун пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе тĕрлĕ çынсемпе калаçрăмăр.

Петр Столяров пĕлтернĕ тăрăх, Сталинград патĕнчи çапăçусем вăхăтĕнче путвалта пытанса пурăнннă арçын ача Альберт Петрович Таеров пулнă, вăл 1933 çулта пирĕн районти Туктамăш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланиччен ăна, кĕçĕн ывăлне, ашшĕ хăйĕнпе пĕрле çĕршыв курма çулçỹреве илсе тухса кайнă.

Пелагея Ивановнăпа Петр Андреевич Таеровсен çемйинче пилĕк ача ỹснĕ: Зинаида, Зиновий, Воля, Виталий, Альберт. Пелагея Ивановна районти трахома чирне хирĕç кĕрешекен медсестрасенчен пĕри пулнă. Петр Андреевич пирки тĕплĕн калакан халĕ çук - килтен кайнăскерпе вăрçă пуçланнă хыççăн мĕн пулнине никам та пĕлмест.

Альберт пирки вара Петр Столяров таврапĕлỹçĕ çапла пĕлтерчĕ: Сталинград патĕнче нимĕçсене çапса аркатнă хыççăн ăна ытти ачасемпе пĕрле Вăтам Азие эвакуацилеççĕ. Вăл унтах шкул пĕтерет, училищĕре пĕлỹ илет. Вăхăт çитсен ăна салтака илеççĕ.

Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă чух пĕррехинче Альберт салтаксем чăвашла калаçнине илтет, ăна хăй çак чĕлхене пĕлнĕ пек туйăннă. Вăл çак салтаксемпе калаçса каять те хăй "апай" сăмаха астунине, ача чух амăшне çапла чĕннине пĕлтерет. Вара салтаксем ăна вăл чăваш пулма пултарнине калаççĕ - "апай" тесе Хĕрлĕ Чутай е Етĕрне районĕсенче кăна каланине палăртаççĕ. Вĕсем Альберта Шупашкара Салтак амăшĕсен комитетне тăванĕсене шыраса тупма пулăшма ыйтса çырма сĕнеççĕ.

Альберт Шупашкара çыру çырнă хыççăн ăна чăнах та хăй ăçта çуралнине тупса палăртма, тăванĕсене шыраса тупма пулăшаççĕ. Темиçе çул хыççăн тăван ялне таврăннă чух вăл яла çаврăнса кĕмелли урама тата кĕпер хыççăнхи виççĕмĕш çурта - хăй çуралнă тăван килне - аса илет...

"Атте "полк ывăлĕ" пулнă"

Альберт Таеровăн шăпипе кăсăкланнă май эпир унăн Белгород хулинче пурăнакан Елена хĕрĕпе телефонпа калаçрăмăр. Акă мĕн каласа пачĕ пире ашшĕ пирки Елена Альбертовна:

- Вăрçă пуçланнă тĕле атте сакăр çулта пулнă, вĕсем ашшĕпе (манăн асаттепе) вăл вăхăтра Хура тинĕс хĕррине çитнĕ. Ашшĕ тинĕсе пулă тытма çỹренине каласа паратчĕ атте. Вăрçă пуçлансан вăл ашшĕне вок-залта çухатать, вара тинĕс хĕррипе пĕчченех çỹреме пуçлать. "Хура тинĕс хĕррине пĕтĕмпех утса тухрăм пуль эпĕ", - тетчĕ атте.

Ăна ача çурчĕсене пĕрре кăна мар илсе кайнă, анчах та вăл унтан кашнин-чех тухса тарнă. Каярахпа атте "полк ывăлĕ" пулнă, ăна совет салтакĕсем пăхса пурăннă. Анчах та вăл мана хăй шăпах Сталинград патĕнче пулнине каламан. Тем вăхăтран атте эвакуаципе Вăтам Азине лекнĕ - тĕрлĕ япаласем тиенĕ тĕвесем çỹренине аса илнине калатчĕ.

Хăйĕн пирки вăл ытлашши нимĕн те астуман, хушамачĕ тĕрĕс мĕнле çырăннине те пĕлмен - "Даеров" пуль тесе шухăшланă, пĕр хушă унăн документсем çинче те çак хушамат пулнă.

Вăрçă вĕçленсен, шкултан вĕренсе тухсан атте Курск облаçĕнче салтакра пулнă, музыка ротинче службăра тăнă - вăл Воронежри музыка училищинче вĕреннĕ, кларнетпа тата саксофонпа калатчĕ. Унсăр пуçне атте строительство техникумĕнче те пĕлỹ илнĕ. Заводра инженер-проектировщикра ĕçленĕ хушăрах оркестрта та вылятчĕ.

Салтакра чух чăвашла калаçнине илтнĕ хыççăн атте хăйĕн тăванĕсене шыраттарма пуçланă. Ача чухне килтен ашшĕпе тухса кайнă хыççăн пĕрремĕш хут тăван ялне вăл 1953 е 1954 çулта килнĕ - тĕрĕсрех калаймастăп. "Киле çитсе кĕрсен хам унччен çакăнта пурăннине аса илме пуçларăм", - тетчĕ атте.

Туктамăш ялĕнче тăван килĕнче пулнă хыççăн атте каялла Белгорода таврăннă. Кунта вăл 1955 çулта аннепе, Донецк облаçĕнче çуралса ỹснĕ Лариса Петровнăпа, паллашса çемье çавăрнă. Манăн анне операци сестринче ĕçленĕ.

Çемье çавăрнă хыççăн аттепе анне Туктамăша çитсе курнă. Атте тăван килĕнче кайран та темиçе хутчен те пулнă, амăшне (манăн асаннене) пытарма та кайса килнĕ...

Альберт Петрович Таеров çут тĕнчерен 2012 çулхи августăн 11-мĕшĕнче уйрăлса кайнă. Мăшăрĕ Лариса Петровна вара халĕ 90 çулта, вăл Елена хĕрĕ патĕнче пурăнать.

Альберт Петровичпа Лариса Петровна Таеровсем ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Михаил Альбертович хальхи вăхăтра Харьковри театрта ĕçлет. Елена Альбертовна Белгород хулинчи "Курская битва. Белгородское направление" музей-диорамăра тимлет. Диорамăна Прохоровка патĕнчи паллă танк çапăçăвне халалланă.

Елена Альбертовнăн ывăлĕ Николай культура институтĕнче ĕçлет. Альберт Таеровăн музыкăпа, культурăпа кăсăкланас пултарулăхĕ ачисене кăна мар, мăнукне те куçнă теме пулать.

Тăван килĕ халĕ те пур

Паллах, Альберт Петровичăн пурнăçĕ пирки пĕлнĕ май эпир унăн паянхи кун Туктамăш ялĕнче пурăнакан тăванĕсемпе те калаçрăмăр. Альберт Петровичăн Виталий пиччĕшĕн (1929-2017 ç.ç.) ывăлĕ Сергей çемйипе хальхи вăхăтра Туктамăшра пурăнать. Вĕсен çурчĕпе юнашар Таеровсен кивĕ йывăç çурчĕ пур - шăпах çак килтен тухса кайнă та вăрçă умĕн Альберт Таеров ашшĕпе пĕрле.

Сергей Витальевич пире çемье архивĕнче упранакан сăнỹкерчĕксемпе паллаштарчĕ, вĕсем хушшинче Альберт Петровичăн сăнỹкерчĕкĕсем те пур - вăрçăччен çемйипех ỹкерĕнни те, кайран, 1971 çулта, амăшне, Пелагея Ивановнăна, пытарма килсен аппăшĕсемпе тата пиччĕшĕсемпе пĕрле ỹкерĕнни те...

Сергей Витальевичпа Галина Николаевна Таеровсем хăйсем те, вĕсен ачисем те паян Белгородра пурăнакан тăванĕсемпе çыхăну тытаççĕ. Интернет ĕмĕрĕнче пурăнни ку енĕпе халĕ чылай çăмăллăх кỹрет.

Шел, хальччен эпир пирĕн ентешĕн тĕлĕнмелле шăпи пирки илтмен. Альберт Таеровпа вăл пурăннă чух курса калаçма май килнĕ пулсан, вăрçă куçĕнчен ачаллах пăхнăскер çав хăрушă кунсем пирки тĕплĕнрех каласа панă пулĕччĕ. Халĕ вара пирĕн вăл темиçе çултан килне таврăнсан, тăванĕсене тупсан мĕн туйни, мĕн шухăшлани пирки тавçăрмалли кăна юлать...

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1