Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тухса çỹреме ан васкăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2020, 13:59 Просмотров: 397

Тĕнчипех çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлчĕ. Шел те, Раççейре те унпа чирлисем çук мар. Акă иртнĕ эрнере аякран килнĕ чăвашăнне те çак вируса тупса палăртрĕç. Мартăн 26-мĕшĕ тĕлне районта ку инфекцие ертнĕ тĕслĕхе регистрацилемен. Райбольницăри районсем хушшинчи инфекци уйрăмĕнче те коронавируспа чирлĕ çынсем выртмаççĕ.

Апла пулин те пирĕн ку чире сарăлма парас мар тесен сыхă пулмалла. Уйрăмах ют çĕршывсенчен таврăнакан, вахта мелĕпе республика тулашĕнчен ĕçлесе килекен граждансене асăрхаттарас килет. Вĕсен çитсенех килĕсенче 14 кун хушши ниçта тухмасăр лармалла. Хăйсене япăх туйма тытăнсан, çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕпе пĕр евĕрлĕрех коронавирус симптомĕсем (типĕ ỹслĕк, пыр ыратни, сывлама йывăрри, пысăк ỹт температури, час ывăнни...) палăрма пуçласанах киле тухтăра чĕнмелле. Пĕр-пĕрне хисеплĕр, регион тулашне тухса кайма ан васкăр!

Асăннă вирус инфекцийĕ чирлĕ çынран теприне сывлăш (ỹсĕрнĕ, сунасланă тата калаçнă чухне) тата тусан урлă, хутшăннă май ерме пултарать. Апат продукчĕсемпе йăлари япаласем урлă та куçма пултарать. Çавăнпа та профилактика мерисене çирĕп пăхăнмалла:

пите алăпа тытмалла мар;

алăсене тăтăшах çумалла;

антисептиксемпе усă курмалла;

маскăсемпе çỹремелле;

çынсемпе хутшăнмалла мар;

пĕр-пĕрне алă памалла мар.

Лилия ЗАЙЦЕВА, район больницин врач-инфекционисчĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5